Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ситукан, Пайтукан тата Ильтукан – камсем вӗсем е мӗншӗн Çарăмсанра иртнӗ Уяв прологне виçӗ пăртăванпа çыхăнтарчӗç?

Виçӗ паттăр пӗр тăванăн ӗçне тăсакан чăвашсем хушшинче сахал мар. Уявра республика ертӳçин Тавне чăваш культурипе чӗлхине упрассинче ӗçлекен хастарсем – Владимир Ильин, Петр Плотников, Ирина Волкова, Зоя Кузнецова тивӗçрӗç. ЧР Пуçлăхӗн тавне – Алексей Ярухин, Виталий Маторкин тата Николай Абруков.

Пролог вăл Уявăн чунӗ. Ун теми вăл ăçта иртнинчен, мӗнле çулталăк пулнинчен килет. Пӗлтӗр Уяв Нурлатра иртнӗччӗ. Тутарстанра Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнă май сценари Çӗр анне сăнарӗ тавра пуçтарăнчӗ. Ăна чăваш халăх артистки Августа Уляндина чун-чӗрене хумхантармалла вăйлă вылярӗ. Хăватлă, вăйлă, чуна пăлхантармалла çӗкленӳллӗ тесе каланине нумай çынран илтрӗмӗр ун чухне. Аса илсе нумайччен калаçрӗç Уяв çинчен кайран та.  

Çарăмсанри Уяв прологне ку çӗрсене Çӗпрел тăрăхӗнчен куçса килнӗ виçӗ пăртăван историйӗпе çыхăнтарнă йӗркелӳçӗсем. Ситукан, Пайтукан тата Ильтукан килсе вырнаçнă пулать Çарăмсан  юханшывӗн тулăх та пуян çӗрӗсемлӗ çыранне. Ситукан асли – çӗр ӗçченӗ пулнă, вăтамми Пайтукан – тимӗрçӗ, кӗçӗнни Ильтукан – хӳтӗлевçӗ. Çапла пӗр-пӗрне тӗрев парса вӗсем Çарăмсан тăрăхӗнче чăвашсен йăхне пуçланă. Çемьесем çавăрса ăрăвӗсене тăснă. Ӗмӗрсен историне 20 минутлă пролога шăнăçтарма çăмăл мар. Историн йышлă страницисене ик-виç предложенипе каласа кăтартма та. Анчах кăмăл пулсан тата тăван халăхпа культурăна юратсан ку задачăна та пурнăçлама пулать.

Ку сăмахсем тӳреммӗнех Сильвия Чаркинапа (Хусанти халăхсен Туслăх Çурчӗн сотрудникӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ, Уяв режиссерӗ) Ирина Трифонован (çыравçă, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, республикăри чăваш писателӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи) творчествăлла тандема пырса тивеççӗ. Виççӗмӗш çул вӗсем иккӗшӗ пӗрле ăнăçлă ӗçлесе Уяв прологне хатӗрлеççӗ. Сильвия Чаркина режиссер тивӗçӗсене пурнăçласа творчествăлла коллективсемпе, ансамбльсемпе ӗçлесе пролог концепцине йӗркелет, репетицисем йӗркелесе ирттерет. Калама кăна вӗт – майданра харăсах 200-300 çынран тăракан массовкăпа ӗçлемелле. Ирина Трифонова сценари сăмахӗсене çыраканни. Сценари валли ятарласа сăвăсемпе текстсем чăвашла та, вырăсла та çырать. Çапла кашни Уяв хăйнеевӗр уникаллă пулса пырать.

Кăçал та акă пролог вӗçленсен нумай çынран хавхаланса калаçнине илтме тӳр килчӗ. ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа  культура министрӗ Ирада Аюпова та Уяв çӳллӗ шайра иртнине палăртрӗç. «Сабантуйран чаплăрах», – терӗç йӗркелӳçӗсен ӗçне хак парса. Паллах, çапла хак пани чăвашсене хавхалантарать ӗнтӗ.

Театрализациленӗ пролога Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ, «Çавал» фольклорпа эстрада ушкăнӗ, РФ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан   «Сувар» тата «Суварята» ташă коллективӗсем, Çырчаллинчи «Чӗкеç», Çарăмсанри чăваш тата вырăс, тутар, мордва халăхсен фольклор ансамблӗсем, ача-пăча ташă коллективӗсем хутшăнчӗç. Сценари Шурсухал сăнарӗ тавра йӗркеленчӗ. Ăна «Сорнай» фольклорпа этнографи ансамблӗн артисчӗ, Çӗпрел районӗн пултаруллă каччи Дмитрий Глухов вылярӗ.

Стадионăн икӗ енӗпе вырнаçнă трибунăсене халăх чышса тултарнă пекчӗ. Вырăн çитменнисем йӗри-тавра тăрса тухнăччӗ. Шурсухалăн мăнаçлă сасси пурне те тыткăна илчӗ пулмалла, куç илмесӗр сăнарӗ халăх майданра пулса иртекен ӗçе. Чăваш халăхӗн историйӗпе культурипе паллаштарнисӗр пуçне юррипе ташшин илемне те туллин уçса пачӗ постановка.

Хаклă хăнасен шутӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ЧР культура, нацисемпе архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова,  ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Çарăмсан район пуçлăхӗ Рамиль Айбатов, РФ Геройӗ, Раççейри Чăвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Гаврилов, ТР ЧНКА Канаш председателӗ Дмитрий Самаренкин пулчӗç. Уява Çарăмсан район пуçлăхӗ Рамиль Айбатов уçрӗ.

«Паян сире хамăрăн тараватлă çӗр çинче йышăнма хавас. Рустам Нургалиевич, эсир килни ку праçнике хăйне уйрăм статуспа тивӗçтерет тата пирӗн халăхсен хушшинчи çирӗп туслăхпа çыхăнăва палăртать. Чăвашсен Уявӗ пӗтӗм республикăра пурăнакан нацисен праçникӗ пулса тăчӗ. Вăл – чăваш халăхӗн, ун культурипе чӗлхин, йăлисемпе кăмăл-сипет хаклăхӗсен  символӗ. Çак чӗрӗ йӗрке пире пӗрлештерсе тата хамăрăн тымарсем çинчен аса илтерсе тăрать» – терӗ район пуçлăхӗ Рамиль Айбатов.

Республика ертӳçи хăй сăмахне чăвашла саламланинчен пуçларӗ. «Хаклă юлташсем, Уяв ячӗпе, – терӗ Рустам Минниханов чăн чăвашла. – Тӗрӗсех каларăм-ши, анчах чун-чӗререн», – терӗ йăл кулса. «Уяв вăл чăвашсен пуян культурин тӗкӗрӗ пулса тăрать тата Раççейӗн мӗнпур халăхӗсен кăмăл-сипет хаклăхӗсен ырă тӗслӗхӗ. Кăçал вырăссен Каравонӗ, тутарсен Сабантуйӗ, марисен Семыкӗ, мордвасен Валда Шинясӗ, удмуртсен Гырон Быдтонӗ ăнăçлă иртсе кайрӗç. Тутарстаншăн республикăра пурăнакан халăхсен культурисемпе чӗлхисене упраса хăварасси чи кирлӗ вырăнта. Ку нумай нациллӗ Раççейӗн тӗп пуянлăхӗ, унăн тӗревӗ тата кăмăл-сипет шăнăрӗ пулса тăрать. Пирӗн халăхсем ӗçре, çар ӗçӗнче, мирлӗ пурнăçра пӗрле. Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн тата Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче Уяв пӗлтерӗшӗ тата та вăйлăрах. Ăна упраса пыракансене пурне те тав», – терӗ ТР Раисӗ йӗркелӳçӗсене – Культура министерствине, Çарăмсан районне, Чăваш наципе культура автономине Уява çӳллӗ шайра йӗркеленӗшӗн тав туса.

Çакăн хыççăн ТР Раисӗ Рустам Минниханов чăваш культурипе чӗлхине упраса хăварассинче палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларӗ: Тутарстан Республикин социаллă экономика пурнăçне тӳпе кӗртнӗшӗн тата нумай çулсем вăй хурса ӗçленӗшӗн ӗç ветеранне, «Хӗлхем» чăваш халăх фольклор ансамбльне çӳрекен Зоя Кузнецована (Çӗпрел районӗ) ТАССР 100-çуллăхӗн медалӗпе;

вӗрентӳ облаçӗнчи çитӗнӳсемшӗн Çарăмсанри Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи тӗп шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Захарована ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ хиспелӗ ят парса; Теччӗ районӗн Культура çурчӗн методистне Ирина Волкована, ЧНКА Канашӗн пайташӗсене – нумай çулсем Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрне ертсе пыракан Владимир Ильинпа Чистай районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Петр Плотникова ТР Раисӗн Тавӗпе.

 Светлана Каликова ЧР Пуçлăхӗн Олег Николаевăн саламне вуласа пачӗ. Шел, республика ертӳçи хăй килеймен. Паллах, кăмăллă пулатчӗ Олег Алексеевич Тутарстан чăвашӗсен праçникне хăй килсе кайсан. Виçӗ чӗлхепе – чăвашла, вырăсла, тутарла çырнă саламлă çырăва. «Хаклă йăхташсем, сире Тутар Республикинче иртекен чăваш халăхӗн Уявне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тăватăп. Тутарсен тараватлă çӗрӗ çинче йăлана кӗнӗ тӗлпулу вăл пирӗн пӗрлехи йăласене, культура еткерне сума суни тата Чăваш Енпе Тутарстан хушшинчи туслă çыхăнăва палăртни пулать. Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче иртни ун пӗлтерӗшне уйрăмах вăйлатать», – тенӗ саламлă çырăвӗнче Олег Николаев.

Чăвашенсем те наградăсемпе килнӗ. Чăваш наци культурине аталантарассине тата регионсен хушшинчи туслă çыхăнăва тӳпе кӗртнӗшӗн ЧР Пуçлăхӗн Тавне «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗн аккомпаниаторӗ Виталий Маторкин тивӗçрӗ. Чăваш Ен Пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне, район пуçлăхӗн çумне Алексей Ярухина

тата ЧНКА Канаш пайташне Николай Абрукова наградăларӗç.Патшалăх наградисене тивӗçнӗ пултаруллă чăвашсене пурне те саламлатпăр!   

Прологпа Уяв вӗçленмерӗ – пуçланчӗ çеç темелле. Сценăсем çинче регионсенчен, республикăри районсенчен килнӗ ансамбльсем юрласа ташларӗç, ача-пăча площадкинче тӗрлӗ вăйăсем иртрӗç, суту-илӳ те хӗрсе пычӗ. Чăваш халăх поэтне П.В.Афансьева халалланă литература фестивалӗн сцени çинче сăвăсем янăрарӗç.

Сăнӳкерчӗксем https://tatarstan.ru/press/photo сайтран. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Уяв-2026