Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Свияга кану комплексӗнче «Пача Мама» альпакасен экопаркӗ уçăлчӗ

Кишӗрле вӗсем сана юратма, тӗнче хӗрне кайма та хатӗр. Çапла, кун пекки те пулать тӗнчере. Хусан хулинчен инçех мар, Ешӗлвар районне кӗрекен «Свияга» хула хӗрринчи клуб территорийӗнче тепӗр кану комплексӗ уçăлчӗ. «Пача Мама» экзотикăлла ят панă ăна. Ку паркра тӗлӗнмелле ырă, алла пыракан чӗрчунсем – альпакасем пурăнаççӗ.

Хусан хулинчен инçех мар, Ешӗлвар районне кӗрекен «Свияга» хула хӗрринчи клуб территорийӗнче тепӗр кану комплексӗ уçăлчӗ. «Пача Мама» экзотикăлла ят панă ăна. Çак ят парк хуçине, Воронеж бизнесменне Сергей Слабунова питӗ килӗшнӗ, ăнлавӗпе те пуçарнă ӗçе çывăх иккен. Кам е мӗн-ха вăл Пача Мама? Инксен чӗлхинчен Çӗр-анне тесе куçать. Кечуа, Перу халăхӗсен çӗрпе тухăç Хӗрарăм-Турри. Вӗсен ӗненӗвӗпе этемлӗх Пачамамаран пулса кайнă.
Сергей Слабунов эко-туризм енӗпе ӗç пуçарнă май чӗрчунсен паркне Пачамама ятне парса хӳтлӗхпе тивӗçтерес тенӗ. Паллах, ку легенда, анчах ăçтан пӗлен ăна çутçанталăка. Хисеп туни ытлашши пулмӗ тенӗ те çак ят çинче чарăннă. 
Тутарстанри «Пача Мама» Раççейре шучӗпе виççӗмӗш пулчӗ. Сергей Слабунов пӗрремӗшне хăйӗн тăван тăрăхӗнче Воронежра уçнă, теприне Сочире. Хăй каланă тăрăх, Тутарстанра бизнес йӗркелесе яма питӗ çăмăл пулнă ăна. «Тутарстанăн бизнес-тараватлăхӗ питӗ те тӗлӗнтерчӗ. Çутçанталăк объекчӗсен дирекцийӗнче пултăмăр малтанласа. Унта пире ăшшăн кӗтсе кунти вырăнсемпе паллаштарчӗç, вӗсен потенциалӗ пирки туллин каласа пачӗç. Ку чăннипех тӗлӗнтерчӗ. Ун пек опыт ман халиччен пулман. Унтан Инвестицилле аталану агентствине ячӗç. Унта та çакăн пекех тарават кӗтсе илчӗç. Кӗске вăхăтрах республика районӗсенчен çӗр уйăрса парас сӗнӳсемпе шăнкăравлама пуçларӗç. Кайран Сергей Евгеньевич (сăмах ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн пуçлăхӗ С. Иванов пирки. —Авт.) хăй уйрăммăн пирӗнпе тӗл пулчӗ. Çак базăн контакчӗсене пачӗ. Çапла административлă тумхахсем пулманнипе ӗç хăвăрт кайрӗ. Икӗ уйăх çурăра çак парка туса пӗтертӗмӗр», — терӗ «Пача Мама» парка уçнă чухне Сергей Слабунов. 
Сăмах кунта тӗлӗнмелле ырă, алла хăвăрт хăнăхакан альпака çинчен. Вӗсем ытларах Кăнтăр Америкăра пурăнаççӗ. Слабунов пек бизнесменсем тăрăшнипе халӗ Раççейре те ӗрчеççӗ. Альпакăсемсӗр пуçне кунта маралсем, француз сурăхӗ ăратлă кроликсем, пирӗншӗн çывăх ӗнесем, тӗрлӗ чăх-чӗп тытаççӗ. Альпакăсем питӗ канлӗ те лăпкă чӗрчунсем пулнă май курма килекенсем вӗсем тăракан картанах кӗме пултараççӗ. Кишӗрле вӗсем сире чуптума та хатӗр — чуптăваççӗ те. Алăра кишӗр пӗтнӗ май альпакăн та туйăмӗсем сӗврӗлсе пыраççӗ, вара вăл танлă кăна умран иртсе кишӗр пурри патнелле утать. Анчах çак кӗске хутшăну та мӗн тери телей, ырă туйăм парнелет. Ача-пăча кăна мар ашшӗ-амăшсем те çулӗсене мансах савăнаççӗ, чӗрчуна ыталама хăтланаççӗ. Паянхи куншăн, уйрăмах шавлă хула пурнăçӗпе пурăнакансемшӗн ку чăн-чăн психотерапи пулса тăрать. 
«Пача Мама» парк июлӗн 10-мӗшӗнче уçăлчӗ. Торжествăлла мероприятие ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов, парк управляющийӗ Сергей Слабунов, «Свияга» хула хӗрринчи клуб хуçи Владимир Швецов, «Çутçанталăк территорийӗсемпе экотуризм аталанăвӗн дирекцийӗ» департамент ертӳçи Оксана Саргина, Ешӗлвар администрацийӗн представителӗсем хутшăнчӗç. 
Владимир Швецов кăштах Свияжск историйӗпе паллаштарса паянхи те интереслӗ пулнине палăртрӗ. Кунта кану комплексӗпе ту çинчен йӗлтӗрпе ярăнассипе базăсăр пуçне «Казаночка» хӗрсен волейбол командин бази вырнаçнă, мӗншӗн тесен Владимир Швецов волейбол командин президенчӗ шутланса тăрать. 
Сергей Иванов парк управляющине тав тунинчен, Тутарстана интереслӗ бизнес-проектпа килнинчен пуçларӗ хăй сăмахне. «Пирӗн кабинетсене нумай çын çӳрет, тем те тума шантараççӗ, анчах мӗн-тӗр кирлине сӗнес вырăнне ытларах ыйтаççӗ. Сергей вара мӗн шантарчӗ — çавна турӗ, ытлашши сăмахламасăр. Питӗ сăпайлă çын вăл. Унăн ку йышши опыт Раççейӗн икӗ регионӗнче пулнине шута илсен вăл тумалли йăнăшсене тунă ӗнтӗ, çавăнпа Тутарстанри проект идеаллă пулӗ тетӗп, ăнăçлă пуласса шанатăп», — терӗ туризм комитечӗн ертӳçи. 
Сергей Слабунов ку сăмахсене çирӗплетсе Свияжскри парк чăннипех чи лайăххи пулса тухнине палăртрӗ. 
Сергей Иванов «Пача Мама» парк туристсемшӗн кăна мар Тутарстанра пурăнакансемшӗн те юратнă кану вырăнӗ пуласса шаннине пӗлтерчӗ. 
Хăнасем калаçса пӗтерсен чи интересли пуçланчӗ. Тӗрлӗ объектсене уçнă чух хӗрлӗ хăйăва сумлă хăнасем касса татаççӗ пулсан экопаркра ку тивӗçе чи хисеплӗ альпака пурнăçлать. Курма килнӗ хăнасем, журналистсем ятарласа тунă террассăра юлчӗç, кунтан парк ал лаппи çинчи пек курăнать. Часах пирӗн умран альпаксен альфа-аçине, Пегас ятлăскере çавăтса анчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх альпака кишӗртен тунă хăйăва кăшласа татмалла. 
— Тӳрех калатăп, ку пулмасса та пултарать, йăлт Пегас кăмăлӗнчен килет халӗ, — шӳтлерӗ Сергей Слабунов. Пегас вара çын кăмăлне хăварас темерӗ пулӗ, танлăн çеç хапха умне утса пычӗ те хăйăва кăшлама пуçларӗ. Нумай та вăхăт иртмерӗ тутлă кишӗр хăюран ним те юлмарӗ. Парк уçăлчӗ. 
Çакăн хыççăн пире те, курма килнисене картана кӗртсе ячӗç. Альпакасем питӗ ырă чӗрчунсем, сăпайлăн кăна пырса тăраççӗ те тутлă кишӗрпе сăйласса кӗтсе тăраççӗ. Çук-тăк, пăрăнса утаççӗ. Чăн-чăн альпакотерапи ӗнтӗ. Кунта пӗччен те ушкăнпа та килсе курма пулать. Паллах, малтан билет туянас пулать. Аслисем валли ӗç кунӗсенче 800, канмаллисенче — 900, ачасем валли эрне тăршшӗпех 700 тенкӗ билет хакӗ. Паркра ӗçлекенсем пӗлтернӗ тăрăх, çемье праçникӗсем, выпускнойсем те тума пулать кунта. 
Сергей Слабунов пӗлтернӗ тăрăх проект хакӗ 30 миллион тенке ларнă. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем «Пача Мама» парк управленийӗн архивӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм