Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Свияжскра «Раççейӗн кăмăл-сипет пӗрлӗхӗ – тӗнчене чӗнсе калани» фестиваль уçăлчӗ

Чунпа канас текенсем иртнӗ канмалли кунсенче Свияжска çул тытрӗç. Кунта республика çыннисемсӗр пуçне ытти регионсенчен килнисем те йышлăччӗ. Фестиваль площадкисем тăрăх çӳренӗ чух Чăваш Енрен килнӗ йăхташсене те нумай куртăмăр. Вырăс православи культурин фестивальне çӗршывăн 10 регионӗнчен 31 творчествăлла ушкăн пуçтарăнчӗç, пурӗ 467 хутшăнакан.

Туслă пурăннине нимӗн те çитмест. Тӗнчери лару-тăрăва пăхсан пур çӗрте те нацисемпе конфессисен хушшинчи килӗшӗве курмастпăр. Демократилле çӗршывсенче халӗ те расизма тӗпӗ-йӗрӗпе кăкласа пăрахман. Пӗр шутласан мӗн чарать туслă, пӗр-пӗрне хисеплесе пурăнма? Хăвна (кунта çӗршыв тесе ăнланмалла) ыттисенчен çӳлерех хурса тепӗрне пăхăнтарса тăрас тени-и? Мӗнпур ресурссемпе хуçаланас тени-и? Урăхла мӗнле ăнлантармалла пӗр çӗршыв теприн енӗпе гегемон пулса тăнине? 

Раççей ыттисемпе танлаштарсан уникаллă çӗршыв. Кунта кашни халăх хăйӗн культурине, чӗлхине, йăлисене ирӗккӗн аталантарма пултарать. Тутарстанра Атăлçи халăхӗсем темиçе ӗмӗр пӗр-пӗринпе килӗштерсе туслă пурăнаççӗ. Республикăра наци уявӗсемпе тӗрлӗ фестивальсем ирттересси тахçанах йăлана кӗнӗ. 

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Свияжск утрав-хулара «Духовное единство России — послание миру» фестиваль пуçланчӗ, июлӗн 26-28-мӗшӗсенче кунта вырăс православи культурин фестивалӗ иртрӗ. Августăн 16-18-мӗшӗсенче мăсăльман культурин фестивалӗ Пăлхарта уçăлать. 
Эпир халӗ тӗрлӗ халăхсен, нацисен культурăлла хутшăнăвӗсен, историлле опытпа ылмашăнас тапхăрта пурăнатпăр. Пăлхарта мăсăльман тӗнӗпе çыхăннă объектсем, Свияжскра православи чиркӗвӗсемпе мăнастирӗсем ӳссе ларнă май кăмăл-сипет чӗрӗлӗвӗ те аталанса пырать. Икӗ объект та паян ЮНЕСКОн тӗнче еткерӗн шутне кӗнӗ.

Юрăсенче вырăс чунӗ

Чунпа канас текенсем иртнӗ канмалли кунсенче Свияжска çул тытрӗç. Кунта республика çыннисемсӗр пуçне ытти регионсенчен килнисем те йышлăччӗ. Фестиваль площадкисем тăрăх çӳренӗ чух Чăваш Енрен килнӗ йăхташсене те нумай куртăмăр. 

Вырăс православи культурин фестивальне çӗршывăн 10 регионӗнчен 31 творчествăлла ушкăн пуçтарăннă, пурӗ 467 хутшăнакан. Мероприятин тӗп тӗллевӗ — килнӗ хăнасене вырăс культурипе туллин паллаштарасси — духовнăй сферăран пуçласа фольклор музыки, живопись, архитектурăпа тӗрлӗ ремесла таран. XVI ӗмӗртен пуçласа паянхи кун таранччен. Çак кунсенче Свияжскри чиркӳсенче кӗлӗ юррисене юрлакан 12 хор пултарулăхӗпе паллашма пулчӗ. Çакă вырăс православи культурин хăйне уйрăм пуянлăхӗ. Ют çӗршывран килнӗ ансамбльсем те пурччӗ, çавсен шутӗнче Эстонири «Канторы Рима» тата Белгородран килнӗ сербсен византи хорӗ «Моисей Петрович». 

Пуринчен ытла фестиваль площадкăсен хăйевӗрлӗхӗпе килӗшрӗ. Рождественский тӳремре лартнă тӗп сценăсăр пуçне урăх пӗр сцена та çукчӗ. Утрав хăй пӗр пысăк уяв тӳремне çаврăнчӗ. Тӗп аллейăсемпе пынă чух урамсем хӗресленнӗ вырăнта е пӗр-пӗр çурт умӗнче фольклор ушкăнӗсем карталанса тăрса е çӗр çине ларсах юрăсем шăрантарчӗç. Самарăран килнӗ казаксен ушкăнӗ ак пӗр çурт умне тухса ларнă та хитре юрă юрлаççӗ. Çемье килти ӗçсене туса пӗтернӗ хыççăн канма тухса ларнăн туйăнчӗ, питӗ те килӗшӳллӗ, чăн-чăнла. Куç умне казаксен пурнăç йӗрки, вӗсен хăйне евӗр шăпи тухса тăрать юррине итленӗçем. Кăшт каятăн та тепӗр ансамбль умне çитсе тăратăн. Çапла тӗрлӗ кӗвӗ çивӗт евӗр явăнса Атăл тăрăх вӗçет. Вырăс халăхӗн уй-хир пек анлă та уçă кăмăл-чунӗ, характерӗ тӗрӗленсе тухать çав юрăсенчен. Иртсе каяймасăр итлес те итлес килчӗ вӗсене. 

Марий Эл республикинчен килнӗ «Царев град», Лайăшри «Красная горка» фольклор ушкăнӗсем куракансене пысăк пултарулăхпа тыткăнларӗç, вӗсен патӗнчен кунӗпе те çын татăлмарӗ. Воронежран çитнӗ «Воля» ансамбле чӗррӗн курма май пулни хăйне пӗр пысăк парне. Раççейӗпе те вӗсем чи паллисен шутӗнче. Илемлӗ пултарулăх ертӳçипе Галина Сысоевапа паллашни мӗне тăрать. Вырăссен этнографи культурин ăсчахӗ тесе калама пулать ун пирки. «Воля» ансамбль Воронежри патшалăх искусствăсен академийӗн этномузыкологи çумӗнче 1989 çулта йӗркеленнӗ. Пысăк профессионалсем. Халăх юррисенчи диалекта, сасă тембрӗн хăйевӗрлӗхне упрасси вӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Юрă тăрăх вăл е ку кӗпӗрнере ӗлӗк вырăссем мӗнле юрланине пӗлме пулать. Костюмӗсем хăйне уйрăм калаçу. Галина Сысоева вӗсем пирки сехечӗпе калаçма хатӗр. Кашни тӗрӗ, капăрлăх хăçан, мӗнле майпа халăх тумне кӗнине аван пӗлет вăл. Тӗп сцена çинче те, утрав-хула урамӗсенче те тӗрлӗ çӗрте вӗсене итлеме май пулчӗ. 

Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче вырăс фольклорӗн мэтрӗсене Сергей Старостина, Андрей Котова, Владимир Волкова курма пулни хăйне пӗр пысăк парне. Вӗсем ятарласа «Душеполезные песни на каждый день» программа хатӗрленӗ. 

Иккӗмӗш кунăн хедлайнерӗ «Ладони» ушкăн пулчӗ. Çак ушкăнăн творчестви кӗслеçӗ Максим Гавриленко музыки çинче никӗсленнӗ.
Фестивале хупнă кун Свияжскра Раççейӗпе чи паллă фолк-ушкăн «Отава-Ё» концерт пачӗ. Çак кун фестивале килнисене питӗ ăнчӗ темелле. 

Чи кирли — тăнăç пурнăç

Фестиваль Рождественский тӳремре пуçланчӗ. Çакăнта иртрӗ торжествăлла церемони. Фестивале ТР Патшалăх Канашçи, «Возрождение памятников истории и культуры РТ» республика фончӗн попечительсен канашӗн председателӗ, Раççейӗн Ӗç Геройӗ Минтимер Шаймиев уçрӗ ăна. «Çанталăка пăхмасăрах çакăнта пуçтарăнса килнӗшӗн пурне те пысăк тав. Чи кирли — тăнăç пурнăçа упрасси. Ку енӗпе пирӗн республика нумайăшӗшӗн ырă тӗслӗх пулса тăрать. Пирӗн халăх нумайăшне курнă, кун йышши йывăрлăхсене кăна чăтса ирттермен. Анчах эпир вăйлă халăх. Эпир хамăрăн пӗрлӗхпе вăйлă. Тăван çӗре юратма сире чӗнсе калама та кирли çук. Йăлтах хăвăр ăнланатăр. Вăрçăшма сăлтавӗ те çук пирӗн. Тавах пурне те пӗр-пӗрне илтме, туслă пурăнма пӗлнишӗн», — терӗ Минтимер Шаймиев фестиваль уçăлнипе саламласа. Тата нумай ырă сăмах каларӗ вăл халăхсен туслăхӗ пирки. Сцена çинче унпа юнашар тăракан ансамбльсем Шаймиева хисеп туса «Многая лета» юрăпа тав турӗç. Минтимер Шаймиева тав тумалли сăлтавсем сахал мар.

Пăлхарпа Свияжск территорийӗсене çӗнетсе чӗртни вӗсене туризм центрӗсем пек аталанма пулăшрӗ. Сăмах май, пӗлтӗр Свияжскра 1,7 миллион турист пулса курнă. Православи халăхӗ вара уйрăмах пысăк тав сăмахӗсем Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвне тунă çӗрте «Возрождение» ыркăмăллăх фончӗ айккинче юлманнишӗн тав тăвать. 

Ал ӗçне вӗренме те пулчӗ

Виçӗ куна пынă фестивальте Владимиртан, Воронежран, Мускавран, Хусантан, Чулхуларан, Санкт-Петербургран, Йошкар-Оларан тата ытти хуласенчен килнӗ ансамбльсем пӗр-пӗрне ылмаштарса тӗрлӗ площадкăсенче юрларӗç. Кӗсле, купăс, балалайка сасси янраса тăчӗ утрав-хулара. 
«Ленивый торжок» комплексра вырăс халăх вăййисене, ăмăртăвӗсене хутшăнма май пулчӗ. «Ача-пăча патшалăхӗ» тӳремре тӗрлӗ мастер-классем ӗçлерӗç. Ун программине «Духов день» ушкăн хатӗрленӗ. «Папьемашенники» театр ӗçченӗ Всеволод Мизенин пӗчӗк хăнасене тӗрлӗ представленисемпе савăнтарчӗ. «Притоп Тритона» фолк-бэнд вара фолк-н-хоп стилӗпе паллаштарчӗ. 

Çапла çынсем пӗр çӗртен тепӗр çӗре çӳресе е концерт пăхма, е ал ӗç тума вӗренме пултарчӗç. Никам та ниçта та васкамарӗ, кашни хăй еккипе киленсе çӳрерӗ. Чăннипе чун фестивалӗ пулчӗ вăл. 

Ача-пăчана уйрăмах шашкăлла вылясси илӗртрӗ. Ара фишкисене пылак конфетсенчен тунă та выляса илнисене çисех пычӗç вӗсем. 
Богородице-Успенски арçынсен мăнастирӗнчи Никольски чиркӗвӗнче «От монодии к полифонии» концерт пычӗ. Кӗлӗ юррисем чуна кӗрсе чи çутă туйăмсене вăратрӗç. Кунта фестивале хутшăнакансене, килнӗ хăнасене Хусан митрополийӗн представителӗ протоиерей Владимир Самойленко Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл тата хăй енчен саламларӗ. "Сире пурсăра та çакăн пек кирлӗ те пысăк пӗлтерӗшлӗ фестиваль уçăлнă ятпа саламлатăп. Минтимер Шарипович питӗ те тӗрӗс сăмахсем каларӗ. Вӗсем пирӗн чӗресем çине çырăннă. Пирӗн пурнăçра, нумай нациллӗ Тутарстанпа Раççейре тăнăçлăхпа килӗшӳ пулни питӗ кирлӗ, уйрăмах халӗ. Тата чунра лăпкăлăх çук пулсан нимӗнле ӗç те сыпăнса пымасть, çӗр ӗçӗ те çав шутра... Тӗрлӗ чӗлхеллӗ, тӗрлӗ тӗнлӗ халăхсен пӗрлӗхӗ — чи кирли. Унран хакли мӗн пултăр"— терӗ протоиерей Владимир Самойленко.

Чиркӳре Византи вăхăтӗнчен пуçласа григориансен хоралне, вырăссен монодипе полифонине, партесне (нумай сасăпа юрласси, 17-18 ӗмӗрсенчи юрă техники) итлеме май пулчӗ. 

Çапла виçӗ куна пычӗ православи фестивалӗ. Фольклор ансамблӗсемпе тӗрлӗ мастер-классене хутшăннисӗр пуçне, сăмах май Турăш çырассипе, каллиграфипе те пурччӗ вӗсем, Свияжскри музейсемпе паллашма та май пулчӗ. Ку ытларах ытти регионсенчен килекенсене илӗртрӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Владимир Васильевăн («Татар-информ»). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Русская культура