Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Татарстан – новый век» депутатсен ушкăнӗ: СВОна хутшăннисене пулăшасси, энергетик ӗçме чарасси, налогсем ӳсни тата ытти çинчен

Депутат вăл халăх тарçи теççӗ обществăра. Парламентра вырăн йышăнас тӗллевпе ахальтен-им вӗсем вăл е ку проблемăна татса пама шантараççӗ? Пурнăçлаççӗ-и вӗсем хăйсен программине, панă сăмаха тытаççӗ-и?

«Татарстан – Новый век» – «Татарстан – Яна гасыр» депутсен ушкăнӗ 2025 çулта 7 лару ирттерсе 21 ыйтăва пăхса тухнă. Калас пулать, «ТНВна» 7 депутат кӗрет. Ушкăн ертӳçи Артур Абдульзянов палăртнă тăрăх, «ТНВ» депутатсен ушкăнӗ хăй ӗçне икӗ тӗп приоритета хурса йӗркелет. Пӗрремӗшӗ – граждансенчен килекен ыйтусем, иккӗмӗшӗ – ТР Раисӗн Чӗнӗвӗнче палăртнă задачăсем. 2025 çулта депутатсен ушкăнӗ граждансен 400 ытла ыйтăвне пăхса тухнă.

Çапла терӗ ТР Патшалăх Канашӗнче ӗнер, январӗн 22-мӗшӗнче, иртнӗ пресс-конференцире Артур Адульзянов.

Кам пӗлмест паллаштаратпăр: Артур Абдульзянов (1968 çулхи) ТР Патшалăх Канашӗн 5, 6, 7-мӗш пухăвӗсен депутачӗ, ТР Автошкулсен федерацийӗн председателӗ, «Зарница» производство пӗрлешӗвӗн генеральнăй директорӗ (предприяти вӗрентӳ валли инновацилле оборудовнисем тăвассипе ӗçлет – аппаратпа программа, лаборатори, тренажер комплекӗсем тата ытти кирлӗ хатӗрсем), «Деловая Россия» предпринимательсен организацийӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ (2018 çултанпа).

Унсăр пуçне журналистсемпе тӗлпулăва «Татарстан – новый век» Аслă канашӗн Ӗçтăвком председателӗ Алсу Тарханова хутшăнчӗ.

СВО хутшăннисемпе вӗсен çемйисем тӗп тимлӗхре

Депутатсен ушкăнӗ ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вӗсен çемйисене уйрăм тимлӗхе илнӗ. Республикăра СВО ветеранӗсемпе вӗсен çемйисене пулăшупа тивӗçтерме тӗрлӗ программăсемпе мерăсем ӗçлеççӗ. Анчах кирлӗ информацие пурте пӗлсе те пӗтереймеççӗ. Çавна май «ТНВ» депутачӗсем хăйсен шутӗнчен 60 пин ытла буклетпа 1,1 пин информаци стенчӗ хатӗрлесе республика районӗсемпе хулисене ăсатнă.

«Ку питӗ кирлӗ ӗç тесе шутлатпăр. Тутарстанра мӗнле пулăшу программисем ӗçленине, хăйсене тивӗçекен льготăсемпе услугăсем пуррине вӗсен пӗлмеллех. Çавăнпа ку ӗçе кăçал та малалла тăсасшăн», – терӗ Артур Абдульзянов.

Алсу Тарханова патриотизм енлӗ мероприятисем çинчен каласа пачӗ. Пӗлтӗр Аслă çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалласа студентсен хорӗсен хушшинче «Песни Победы» конкурс ирттернӗ.  Унта республикăн 20 районӗнчен 45 коллектив хутшăннă, пӗтӗмпе 800 ытла студент. «Ку çулта çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе ӗçе малалла тăсма шутлатпăр. Ансамбльсен хушшинче патриотизмла юрăсен конкурсне пуçарасшăн. Унта СВО ветеранӗсем те хутшăнасса шантапăр», – терӗ Алсу Тарханова.

Канализацие анма тивӗрӗ

Депутат вăл халăх тарçи теççӗ обществăра. Парламентра вырăн йышăнас тӗллевпе ахальтен-им вӗсем вăл е ку проблемăна татса пама шантараççӗ? Пурнăçлаççӗ-и вӗсем хăйсен программине, панă сăмаха тытаççӗ-и? Паллах, çак чи малтан интереслентерет. Уйрăмах граждансен ыйтăвӗсемпе ӗçлессине пӗрремӗш вырăна лартнă чух?

Артур Абдульзянов сăмахӗпе, ун патне тӗрлӗ ыйтупа килеççӗ. Юлашки вăхăтра тӳлевсӗр шăл ларттарассипе килсе кайнă, çурт картишӗнче ача-пăча каруселӗ çӗмӗрӗлнипе. Темле пысăк проблемăсемех мар. Депутатсен йышăнăвӗсене анализ тăвас пулсан пӗр ыйту ялан çуралать. Çынсен чăнах та проблема çук е ун пеккисене йышăнăва кӗртмеççӗ? Пӗлетпӗр вӗт самай çивӗч ыйтусем пур. Шел те, нумайăшӗ тӗпелте пӗлӗшӗпе е тăванӗпе çӳлтисене ятласа вăрçсах ирттерсе ярать. Пуçа ыраттаракан ыйтупа депутат е урăх çӗре чупмасть. Те шанмаççӗ?

Татса панă чи пысăк проблемăсенчен ÇКХпа çыхăнни пулчӗ. Юго-Западная урамӗнчи пӗр хрущевкăра канализаци шывӗ путвала пуçтарăннă. «Унта пурăнакансем питӗ активлă. Вӗсем ман çине тухса пулăшма ыйтрӗç. Çитрӗм унта. Водоканалпа  управляющи компани парăнмасăр пӗр-пӗрне айăпласа выртаççӗ. Канализаци люкне анасси килӗшет теместӗп, çапах хăнăхрăм. Ансан канализаци люкне пыракан пăрăха тӳррӗн сыпăнтарни палăрчӗ, тайăлса тăманнипе канализаци шывӗ путвала пуçтарăннă та. Водоканал та, управляющи компани те килсе çитрӗç. Хăй айăпне управляющи компани йышăнчӗ. «Тӳртен каласан эпир мар та ӗнтӗ, 1963 çулта çурта  тăвакансем, Хрущев лартнă  çынсен йăнăшӗ ку», – терӗç компани представителӗсем. Çапла ку ыйтăва татса патăмăр», – терӗ депутат юсав ӗçӗсене вăхăтлă та хăвăрт туса пани пирки каласа.

Энергетик ача-пăча аллине лекмелле мар

Парламентарисен тепӗр тивӗçӗ – закон проекчӗсем хатӗрлесси, йышăнасси. Артур Абдульзянов, сăмахран, энергетик шӗвекӗсене питӗ те кăмăлламасть. Вăл çын организмӗшӗн, уйрăмах ача-пăчапа çамрăксемшӗн сиенлӗ тет. Çавăнпа вăл 2025 çулхи декабрьте Патшалăх Канашӗнче иртнӗ сессире алкогольсӗр шӗвексене – энергетиксене шкулсем, медицина, спорт учрежденийӗсем çывăхӗнче сутма чарма закон проекчӗ сӗннӗ. ПК сӗнӗве ырласа йышăннă. «Энергетиксенчи çынна вăй кӗртекен кофеин ытти ингредиентсем организмра пуçтарăнса пырса пысăк сиен кӳреççӗ. Дисциплина япăхланать, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырасси чакать, харпăр хăйне девиантлă тытасси пуçланать. Паллах, сутма чарма пултараймастпăр, асăннă учрежденисен çумӗнче вара вӗсене сутассипе чару кӗртме пулать», – терӗ Абдульзянов. Закона ТР Раисӗ алă пусса çирӗплетнӗ, вăл 2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет.

Налогсем ӳсни çинчен

Каларăмăр ӗнтӗ, Артур Абдульзянов «Деловая Россия» организацин Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ те. Мӗнле калас ик çыран хушшинче вăл. Бизнесăн çивӗч ыйтусем, проблемăсем сахал мар – уйрăмах пӗчӗккин. Хушма хакшăн налога ӳстерни вӗсене аванах пырса çапрӗ. Паллă ӗнтӗ, тăкаксене саплаштарас тесен вӗсен те услугăсемпе таварсемшӗн хака ӳстерсе ямалла. Çак процесăн юлашки станцийӗ – эпир, потребительсем. Паллах, нумай çын тăкаксене чакарма, сахалрах туянма пуçлать. Ара ун тупăшӗ улшăнман-çке. Юрӗ ӗç укçине ӳстернӗ пулсан. Патшалăха вара налогран тупăш кирлӗ.

Паллă ӗнтӗ, предпринимательсем «Деловая Россия» ертӳçи хăйсене ăнланасса шанса тăраççӗ. «Çапла, йывăрлăхсем пур. Анчах бизнеса ӗçлеме чармаççӗ. Налог политикипе йӗркеленнӗ лару-тăру пуриншӗн те пӗр пек. Камăн-тăр çакăнтан преференцисем пулӗç тени тӗрӗс мар. Налог ӳсни паянхи куншăн пит хăрушла пысăк мар. Ман шутпа. Тата шанатпăр вăл вăхăтлăх кăна пуласса. Анăçран килекен санкцисем, СВО пур. Çак йывăрлăхсем иртсе кайса майлашăнсан налог та чакма пултарать», – терӗ парламентари. Мӗнле калас, пирӗн урамра та туй пулӗ.

«Искусствăлла интеллект манăн тус»

Пирӗн пурнăçа искусствăлла интеллект, нейросетьсем кӗрсе пыни çинчен те хăй шухăшне пӗлтерес терӗ спикер. Ун шучӗпе, вăл кадр ыйтăвӗсене татса пама та пулăшать. «Нумай пулмасть пире Жаворонков (Мускав тата Киров районӗсен пуçлăхӗ) «Химградра пуçтарчӗ. Вăл ӗç тухăçлăхне ӳстерессипе нумай ӗçлет. Вăт вăл каланă тăрăх, нумай уйрăмра ӗçлекенсен шутне чакарнă. 8 юрист ӗçленӗ пулсан 2-шне хăварнă, суту-илӳ уйрăмӗнче 12 çынран 4-шне. Çынсене ăçта ӗç енӗпе дефицит пур çавăнта куçараççӗ. Çӗнӗ технологисем пулăшнипе халь уйрăм ӗçне 2-3 çын та илсе пыраять. Вăрттăнлăх мар, хам та активлă усă курап. Халӗ кӗнеке çыратăп та договор тума тиврӗ издательствăпа. Чăкăлтăш ӗç. Юристсене парас терӗм, унтан хам кăшт çăрăлса пăхрăм. Çиччас юристсем ман пата ик эрне çӳресе чăрмантарма тытăнаççӗ, хаклă та илеççӗ тесе, искуствăлла интеллекта парас-ха терӗм вара. Эп писатлеь, апла-капла тесе, хама мӗн кирлине  йăлт çырса патăм. 12 çеккунтра вăл мана договор туса пачӗ. Эп унта пӗр запятой та улăштармарăм. Юристсем вара икӗ эрне хăшкăлтарса çӳренӗ пулӗччӗç. Кунта вара хăвăрт тата укçа та тӳлемелле мар. Пӗлтӗр эпир Алсу Абдрахмановнапа перекетлӗ производствăпа нумай ӗçлерӗмӗр. «КАМАЗра», Ешӗлварта перекетлӗ производствăпа темиçе çавра сӗтел ирттертӗмӗр. Малтанласа ИИ вăл темле ăнланмалла мар, тискер  «чӗрчун» пек туйăнатчӗ. Вăл вара çав тери ачаш та лайăхскер», – терӗ ИИ юратакан Абдульзянов.

Çӗнӗлӗхсем пирӗн пурнăçа кӗрсе пыни пӗр енчен лайăх, тепӗр енчен начар. Ӗçсӗр юлассипе. Ăçта каймалла тет тӳрех ӗçсӗр юлнă юристăн, такси водителӗн, беспилотниксем майпен пурнăçа кӗрсе пыраççӗ-çке, ытти професси çыннин? Çапла, ИИ, нейросетьсен ӗмӗрӗнче нумай професси кивелсе кирлӗ мара тухӗ. Çӗнӗ специальноçсем ешерсе пыраççӗ те, вӗрентӳ кăшт юлса пырать. Депутат квалификацие улăштарасси пирки шутлама сӗнӳ пачӗ çак лару-тăрăва кӗрсе ӳкекенсене.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ