Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Теччӗ каччи Михаил Марцев – Раççей Геройӗ

Чăваш халăхӗ малашне тепӗр паттăр та сумлă ывăлӗпе – Михаил Марцевпа тивӗçлипе мăнаçланма пултарать. Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗскере иртнӗ эрнере Раççей Геройӗ ята пачӗç. Октябрӗн 4-мӗшӗнче «Ылтăн çăлтăра» 36-ри офицера РФ оборона министрӗ Андрей Белоусов хăй çакса ячӗ.

Михаил Марцев подполковника маларах икӗ хутчен «Паттăрлăхшăн» орденпа, «Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысланă. Хыпар савăнтарчӗ тени сахал, мăнаçлăхпа хавхалану çуратрӗ вăл пирӗн чӗресенче. Паянхи кун паттăрпа ентешӗсем кăна мар, мӗнпур Тутарстан çынни мăнаçланать.

Паттăр чăваш ывăлне РФ Геройӗ ятне Угледар хулине ирӗке кăларнă хыççăнах пачӗç. Сăмах май, СВО зонинче вăл пӗрремӗш кунранах. Çар вӗренӗвне Михаил Марцев Хусанти танк училищинче пуçланă (2005-2007 çулсем), унтан Инçет Хӗвелтухăçӗнчи Благовещенск хулинчи Рокоссовский ячӗллӗ пӗтӗмӗшле çар командованийӗн аслă училищине куçать. Çапла пирӗн Михаил элитлă тинӗс çар пехотин 810  уйрăм гварди бригадине лекет.  

Ку эрнере эпир унăн тăван килӗнче пулса ашшӗ-амăшӗпе, вӗрентекенӗсемпе тӗл пултăмăр.  

Çармăс ялне ирхине сакăр сехетрех çитрӗмӗр. Хамăр килессине Зоя Михайловнăпа Николай Петрович Марцевсене çӗрлех пӗлтерсе хунăччӗ. 

– Ку кунсенче сире лăпкă тăратмарӗç пулӗ-ха, эпир те ак сирӗнпе,   Герой ашшӗ-амăшпе, курса калаçасшăн. Сăлтавӗ пысăк вӗт, – килме шут тытнине пӗлтертӗм кил хуçине телефонпа шăнкăравласа.

– Ара килӗр, мӗн чăрманни унта, – кăмăллăн калаçрӗ кил хуçи Николай Петрович. 

Çапла ирпе ирех çула тухрăмăр. Кунӗ хӗвеллӗ, çул типӗ, Теччӗ районӗ  инçе мар Хусантан, хăвăрт çитрӗмӗр Çармăс ялне. Хитре вырăнта вырнаçнă вăл. Халь ялсем ӗлӗкхи пек шавлă мар, çын та урамра сахал çӳрет. Çапах пирӗн телее çулпа иккӗн пыни курăнчӗ. Вӗсем кăтартса ячӗç те Марцевсен тӗлне. 

– Ав çавăнта, урам вӗçӗнче пурăнаççӗ вӗсем, – терӗ вăтам çулсенчи арçын. 

Çитрӗмӗр. Марцевсен çурчӗ уй хӗрринче хутор пек ларать. Йӗри-таврана сăнама ним те чăрмантармасть, вӗçсӗр-хӗрсӗр уй, леререх вăрман пуçланать. Çак ирӗклӗх этем характерне туллин  йӗркеленме парать те пулӗ. Ирӗкре чупса çӳресе ӳснӗ ял ачисем вӗсем урăхларах, çутçанталăк чунра темле хăйне евӗр пичет хăварать. Хăюллă, ырă, тӳрӗ кăмăллă, этеме пăсакан çӳп-çапсăр ӳсеççӗ ялăн ирӗклӗ сывлăшӗпе  паттăрсем. 

Пире Николай Петрович кӗтсе илчӗ. Мăшăрӗ инçех мар пурăнакан тăванӗсем патне каçнă иккен. 

– Çиччас чӗнсе килеп, – терӗ вăл вăр-варрăн кӳршелле утнă май.

 Акă вăл – Герой ашшӗ, вăтам пӳллӗ шăнăркка арçын. Куçӗсем йăвашшăн пăхнинчен ырă çын пулнине сисетӗн. Мӗн каласа, мӗне тӗпе хурса ӳстернӗ-ши вăл ывăлне? Ăçта пытаннă паттăрлăх вăрттăнлăхӗ? Çынлăхра, ӗçченлӗхре, юратура пулӗ. Уçă кăмăллă, ахаль çынсем, воспитанипе кӗнеке вуласа ӳстерменех ахăр. Çакăн пек çемьесенче упранаççӗ те çемье хаклăхӗсем. Часах Зоя Михайловна та çитрӗ. Тăпăлкка кăна тӗттӗмрех çӳçлӗ ырă сăнлă хӗрарăм. 

– Ара, эсир мӗн урамра тăратăр, атьăр пӳрте, – тараватлăн чӗнчӗ вăл пире çитнӗ-çитмен. – Эпир тем пуян çынсем мар, ялла кунта пирӗн, – хушрӗ тӗпелелле иртме чӗнсе. 

Ку кил-çуртра тирпейлӗ çынсем пурăнни картаран кӗрсенех палăрать. Картиш урайне шăлса пуçтарнă. Пӳртре те кашни япала хăй вырăнӗнче, пӗр тусан çук. Хăтлă, ăшă, çурт ăшчиккине хальхилле янтăланă. Çак килте çуралса ӳснӗ пӗтӗм яла чапа кăларнă Михаил. Ашшӗ-амăшӗ ялти ытти çын пекех ӗçчен те тăрăшуллă, хăй хуçалăхӗпе пурăнаканскерсем, темле пысăк пуçлăхсем мар. Николай Петрович çак ялсемех, 1962 çулхи, мартăн 14-мӗшӗнче çуралнă. Мăшăрӗ Зоя Михайловна Чăваш Енри Элӗк районӗнчен, 1961 çулта февралӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. 

– Мӗнле паллашса кайнă эсир? Пурăннă вырăнăрсем çывăхра мар та, – çемье йӗркеленсе кайни интереслентерчӗ мана. 

– Эпӗ кунтисем мар. Çакăнта хăнана килсен Коляпа паллашрăм. Унччен Шупашкарта пир-авăр фабрикинче ӗçлеттӗм. 1985 çулччӗ. Юлташ хӗрӗсем ман ку ялтанччӗ, пиллӗкӗнччӗ вӗсем. Тӗрӗссипе ку ялта мар-ха, урăх çӗрте паллашрăмăр. Пӗр юлташ хӗрне качча пама килтӗмӗр те Канаш районне. Колясем хӗр илме килнӗ. Вăт, паллашрăмăр çапла. 1987 çулта пӗрлешрӗмӗр. 

– Урăх кун тупайман-ши эпир, туй мартăн 8-мӗшӗнче пулчӗ, – терӗ Николай Петрович калаçăва хутшăнса. 

Пир-авăр фабрикинче Зоя Михайловна 12 çул ӗçленӗ. Николай Петрович та мăшăрӗпе пӗр вăхăт контролерта ӗçлет. Кайран Çармăса таврăнса çемье кунта тӗпленет. Зоя Михайловна колхозра тӗрлӗ ӗçре ӗçлет, Николай Петрович механизаторта. Михаил мăшăрăн пӗрремӗш ачи, 1988 çулта, февралӗн 11-мӗшӗнче çуралнă. Ун çинчен калаçма пуçласан ашшӗ-амăшӗн сăнӗ çуталчӗ. 

Ачаран пултăклă

– Мишшана çураличченех ятне парса хутăмăр, – малалла тăсăлать калаçу. – Ман атте Мишша, Колян вара аслашшӗ Мишша. Ывăл ачаран йăрăскер ӳсрӗ. 

– Çапла, – хушрӗ ашшӗ. – Эпир килтен пуçтарăнкаласа тухнă çӗре вăл вăрмана чупса çитсе каялла анма ӗлкӗретчӗ. 

Амăшӗ каланă тăрăх, Михаил ачаран лашасемпе интересленнӗ. Ял хуçалăхӗнчи лаша витине кайман кун юлман.

– Кӗсйине сахăр чикетчӗ те утатчӗ çавăнта. Мӗн тума каян? Ӳксен тесе пăшăрханаттăм. «Вӗсем ӳкермеççӗ», – тетчӗ лăпкăн. 

Пултăклăхӗ вара ачаранах палăрнă. Иккӗмӗш класра чухнех ашшӗпе комбайнер пулăшуçинче çӳренӗ. Амăшӗн сăмахӗпе иккӗш те хуп-хура таврăннă пулин те, Мишшана ашшӗне пулăшма пултарни çав тери савăнтарнă. Мыскарасемсӗр те мар. 

– Пӗррехинче çапла пӗр хирте ӗçлетпӗр, хамăр хушăра Карпаты теттӗмӗр ăна. Анмалла-хăпармалла пӗр вӗçӗм. Кăнтăрла тӗлӗнче канма выртнă та, ирех тухса кайнипе ывăннă ӗнтӗ, çывăрса кайнă. «Атте, – чӗнет хайхи. – Эпӗ виçӗ бункер пушатрăм», –  тет. Хăраса ӳкрӗм. Мишша, мӗнле анса хăпаркаларăн, хăйăрлă вӗт унта тетӗп. Ун чухне 3-4 мӗш класра кăначчӗ-ха вăл. 

Аслин сăмахӗпе, комбайнра пынă чух вăл ашшӗ мӗнле ӗçленине, хăш рычагпа мӗн тунине, бункера мӗнле пушатмаллине тимлӗ сăнанă. 

Шкулта та Михаил активлисен шутӗнче пулнă. Класӗнче 6 хӗрача та  3 арçын ача пулнă. Виççӗшӗ те халӗ ятарлă çар операцийӗнче. Класӗ туслă пулнă, Теччӗри «Ясная поляна» лагере те класӗпех кайнă вӗсем. Михаил шкулта ирттернӗ пӗр мероприятирен те, пӗр концертран та юлман. Ялан малтисен ретӗнче пулнă. 

– Вӗренӳ енӗпе отличник марччӗ вăл. Çăмăллăн вӗренсе пычӗ, урок туса ларнине те курман. Мӗнле вӗренсе пычӗ? – халь те тӗлӗнет амăшӗ. – Кӗнеке тытса вула-ха теттӗм хăш чух, вăтам вӗренсе пычӗ. Пӗр çӗртен те юлманнипе пур çӗре те ан çит-ха теттӗм вара.  

Медалӗсене хăнăхнă

Ашшӗ-амăш каланă тăрăх, Михаил кӗçӗнрех классенче дальнобойщик пулма ӗмӗтленнӗ. Аслă классенче шухăшне улăштарнă. 2005 çулта Хусанти танк училищине вӗренме кӗрет, унтан икӗ çултан Благовещенскри Рокоссовский ячӗллӗ çар училищине куçать. 2009 çулта вӗренсе тухать. Паян вăл  тинӗс çар пехотин 810-мӗш бригадин уйрăм батальонӗн командирӗ. Çакăнтан пуçланать унăн çар карьери. Хӗсмет пурнăçӗ Севастополь хулинче тытăнать. 2012 çулта тăван ялне отпуска килсен, шăпах ашшӗн юбилейӗ пулнă ун чух, вăл пулас мăшăрӗпе Ксенияпа паллашать. Унăн ашшӗ-амăшӗ çак ялсемех. Хăйсем вара Ульяновск хулинче пурăннă. 2014 çулта Михаилпа Оксана пӗрлешеççӗ. Çамрăк мăшăрăн халӗ хӗр çитӗнет, нумай кӗтнӗскер вăл вӗсен. 2022 çулхине, январь уйăхӗнче çуралать Лиза. Тепӗр уйăхран Михаил ятарлă çар операцине хутшăнать. Çемйи вара Севастопольте юлать. 

Ывăлне наградăлассине ашшӗ-амăшӗ маларахах пӗлсе тăнă. Михаил кун пирки пӗр калаçура асăннă та пулнă, анчах Раççей Геройӗ ята парассине хускатман. 

– Сан ахаль те миçе медаль ӗнтӗ унта терӗм телефонпа калаçнă хушăра. Пире кун пирки çынна калама хушмарӗ. Ара, темле килсе тухать унта. Савăнтăмăр, капла ун медалӗсем нумай та хăнăхрăмăр та-и? Анчах медалӗсене мӗншӗн панине каламасть. «Анне, сана мӗне кирлӗ вăл» тет ялан.    

Зоя Михайловна пӗлтернӗ тăрăх, Михаил малалла вӗренме йышăнса Мускаври çар академине кӗнӗ. Подполковник ята срокран маларах илнине шута илсен чăваш ачин малашлăхӗ пысăк пуласса шанатпăр. 

Мускаври тӗлпулу

Ывăлӗ хăйне Раççей Геройӗ ята панине, анчах ашшӗ-амăшне те церемоние  кӗртмессине пӗлтерсен Зоя Михайловна Мускава кайма кăштах иккӗленет. Хӗрӗсем анне мӗнле каймастăн ӗнтӗ, çавăн пек пулăм та тесен кăна тата ывăлне шутсăр тунсăхланипе кайран та пулин курас ӗмӗтпе çула тухать. Мускавра пурăнакан тăванӗн хӗрӗ те:  «Зоя акка билет илтӗм, Канашран каçпа çиччӗре пуйăс тапранать. Помадупа сумкуна ил те атя вӗçтер вокзала», – тет. Каласа хăвармалла, Зоя Михайловнапа Николай Петровичăн йӗкӗреш хӗрӗсем – Надеждăпа Вера пур. Иккӗшӗ те Шупашкарта пурăнаççӗ, качча кайса çемьеленнӗ, пӗрин виççӗ, теприн икӗ ача. Иккӗшӗ те медицина енӗпе пӗлӳ илсе республикăн тӗп больницинче анестезиологра ӗçлеççӗ.  

Çапла октябрӗн 3-мӗшӗнче Зоя Михайловна Мускава çул тытать. Хӗрӗсем те пӗрле пыма шутласа Канаша кайма тухаççӗ те, анчах Çӗрпӳре пробкăна лексе ӗлкӗреймеççӗ, пуйăс шăхăрса иртсе каять сăмса умӗнчен. Вăрнар енне васкаççӗ, унта та кăшт çеç ӗлкӗреймеççӗ. Анчах пурпӗрех çитеççӗ Мускава – М-12 автоçулпа. 

Çапла çемье Михаил Николаевич подполковника Раççей Геройӗ ята РФ Оборона министрӗ Андрей Белоусов чаплă церемонире панă хыççăн пӗрле пуçтарăнать. 

– Ывăл «Старая башня» ресторана каçхине ултă сехете пыма каларӗ. Кӗтетпӗр, çук та  çук. Çиччӗмӗш çурри çитрӗ. Ак кӗçех  чăнкăр-чăнкăр туни илтӗнсе кайрӗ. Медальсем çапла утнăçем чăнкăртатаççӗ. Пӗр çул курманччӗ ывăла. Пăлхануллă пулчӗ тӗлпулу, – аса илет амăшӗ. Николай Петрович кăна пулаймасть унта. Паллах, чун-чӗрипе ăнтăлсан та ывăлӗ патне, анчах хуçалăха, выльăх-чӗрлӗхе те пăрахса хăварма çук. Арçынла хӗрарăма шеллесе амăшӗ кайтăр тет. Шел те, Михаилăн мăшăрӗ те ачи чирленине пула килеймен тӗлпулăва. Михаилăн амăшӗпе йăмăкӗсемсӗр пуçне çар юлташӗсем те мăшăрӗсемпе пӗрле пулнă унта.

– Аванах лартăмăр ресторанта, çурçӗр те иртсе кайрӗ. Атьсем хăйсен вилнӗ юлташӗсене асăнса куççуль те кăларчӗç. Ара, хăйсен куçӗ умӗнче пулнă та-ха... Çӗр каçма вара вӗсене хăна çуртне илсе кайрӗç, тăванӗсем патне ямарӗç. Октябрӗн 5-мӗшӗнче вӗсене канмалли пачӗç те пӗрле Мускав тăрăх курса çӳрерӗмӗр. Тепӗр кунне киле кайма пуçтарăнсан Миша ман шăнăкравларӗ. «Анне, эпир кайрăмăр, эс ăçта?» – тесе шăнкăравларӗ. Тата ӗнер шăнкăравларӗ. Ӗлӗкрех вăл шăпăлккаччӗ, халӗ нумай калаçмасть. Аслăланнă, улшăннă. 

– Çăмăл мар ӗнтӗ сире халь, ывăлăр СВОра чухне. Хăнăхма çук ӗнтӗ вăл япалана. Мӗнле йышăнтăр ятарлă çар операцине хутшăннине пӗлсен?

– Çак виçӗ çул питӗ йывăр пулчӗ. Ялан шухăш, чипер кăна таврăнччăр ӗнтӗ. Ачисем те ашшӗсене курмасăр ӳсеççӗ. Кин пӗчченех ӳстерет хӗрне. Миша хăй те кулянать ачи мӗнле ӳснине, ун куллине, утса кайнине курманнипе. Ресторанта ларнă чухне кин видеопа шăнкăравларӗ те мăнукăм эп ывăла ыталасан ан тыт ман аттене тет, кӳлешет, – йăл кулать мăнукне аса илсе Зоя Михайловна. 

Амăшӗн сăмахӗпе, Миша çамрăкран тӗллевлӗ пулнă. Спорт ăмăртăвӗсенче, шкулта иртекен «Зарницăра» ялан командир пулнă. Кас ачисене те тӗрлӗ хăнăхусене вӗрентнӗ. 

– Ашшӗ-амăшӗ килсе вăрçăнасран пăшăрханаттăм вара. Ачисене вӗренме памасть тесе. Ан çӳре теттӗм. Анчах вăл командир-çке, хăварама пултараймасть тусӗсене. 
Çапла, çын пуласси вăл ачаранах курăнать. Амăшне ялан ман йăлт пулать, пурне те хам тăвап тенӗ. Савăнаççӗ ывăлӗн çитӗнӗвӗсемпе ашшӗ-амăшӗ. Чӗрисене ыраттаракан сăлтавӗ те пӗрре çеç – ывăлӗ инçетре пулни, вăл çумра пулманни. 

– Ăна килте йывăр ӗç тунă чух уйрăмах лайăх сисетӗн. Миша килте пулсан мӗн те пулин тума пулӗччӗ. Пӗччен йывăртарах, – тет Николай Петрович.
– Ку енӗпе çапларах çав. Ачана эпир хамăршăн çуратман, çӗршывшăн пулать ӗнтӗ, – мăшăрӗпе килӗшет Зоя Михайловна. – 11 класс пӗтерчӗ те тухса кайрӗ, эпир унпа пурăнса курман. Пӗлтӗр çемйипе тăватă куна килсе пулса кайрӗç. Тата та тăрăччӗ-и те, чӗнтерсе илчӗç. 

Тунсăхлать ашшӗ-амăшӗ ывăлне. Çакăн пек самантсенче вӗсем çемье альбомне туртса кăлараççӗ. Пире те кăтартрӗç ăна. «Ак кунта Миша шкула та каймасть-ха... Кунта ав ашшӗпе... Ак çакăнта пӗр касри тусӗсемпе... Миша концертсене хутшăнма, юрра-ташша юрататчӗ... Ак кунта вăл ав хӗр тумне тăхăнма та именмен, темле сценка лартаççӗ... Кунта эпир çемьепе... Çакна танк училищинче тутарнă...» Зоя Михайловна хăй сисмесӗрех ывăлӗн сăнӳкерчӗкӗсене аллипе шăла-шăла илет. Кашни пирки тем чул каласа пама пултарать вăл. Хăш-пӗр сăнӳкерчӗкӗ вăхăта кура тӗссӗрленме те пуçланă, анчах чӗрешӗн хаклă вӗсем. Тата темӗнччен калаçса лартăмăр Марцевсемпе. Килте пӗçернӗ кукăльпе чей ӗçтерсе ăсатрӗç вӗсем пире. 

Шкулта кӗтеççӗ

Миша пирки тӗплӗнрех пӗлес тесе Çармăсри вăтам шкула та кӗрсе тухрăмăр. Кунта пире шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Добридень кӗтсе илчӗ. Михаил Марцев пирки каласа пама ыйтсан хаваспах килӗшрӗ. 

– Миша пирки аса илсен куç умне тӳрех вăл тӗрлӗ сценкăсенче, спектакльсенче выляни тухаççӗ. Вăл сӗре талантлă ачаччӗ. Ун чухне Ольга Макарова директорччӗ, вăл чăваш чӗлхипе вӗрентетчӗ. Вӗсене тӗрлӗ мероприятсене хатӗрлетчӗ. Туслă класчӗ вӗсен. Пӗтӗм шкулӗпе мăнаçланатпăр хамăр вӗренекенпе, – терӗ Татьяна Федоровна. 

Унтан вăл пире Михаил Марцевăн класс ертӳçипе Владимир Подаковпа паллаштарчӗ. 5-мӗш класран пуçласа мӗн вӗренсе тухиччен вăл класс ертӳçи пулнă. Эпир пынă чух шăпах 5-мӗш класра биологипе урок ирттеретчӗ. Класра пурӗ те пӗр ача çеç. Шел те, ялсенче халь ача шучӗ çапла чакса пырать. Марцев вӗреннӗ чухне шкул ача сассипе сӗрлесе тăнă-ха, халӗ шкулӗпе те 18 ача. 

Хамăр мӗн тӗллевпе килнине пӗлтерсен Владимир Геннадьевичăн сăнӗ çуталчӗ. 

– Миша вăл пуйкка (çармăссем йăрă ачана çапла калаççӗ, вырăссен «бойкий» сăмахӗн кальки пулать ӗнтӗ) ачаччӗ. Вӗренӳре вăтамччӗ. Физкультурăпа вара лайăх кăтартусем тăватчӗ. Пӗр ăмăртуран та юлмастчӗ. «Зарницăсенче» ялан командирччӗ. Пулатчӗ унран. Хăйне тӳп-тӳрӗ тытса çӳретчӗ вăл. Итлекен ачаччӗ, – каласа парать Владимир Геннадьевич. 
– Вӗрентекен вăл наставник та. Тен сире каласа паратчӗ мӗн пирки ӗмӗтленнине? – интереслентӗм эпӗ.
– Кун пирки калаçман, – терӗ класс ертӳçи. – Вăт çар енӗпе каяссине 11-мӗш класра калама пуçларӗ. Хăй касӗнчи хирӗçри çуртра пурăнакан тусӗ Миша Османов Ульяновскри çар училищине вӗренме кайни те витӗм кӳчӗ пулӗ. Миша Раççей Геройӗ ята илнине пӗлсен хытă савăнтăмăр, мăнаçланатпăр унпа. Тӗрӗссипе, вăл пысăк çитӗнӳсем тăвасса эпир иккӗленмен те, орденсемпе медальсем илсен уйрăмах.

Шкулта халӗ Михаил Марцев тăван яла килессе кӗтеççӗ. Унччен те вăл яла килес пулсан шкула пымасăр хăварман. Инçет Хӗвелтухăçӗнчен вӗренсе таврăнсан килсе канă вăл кунта. 

Герой ятне паттăрлăх кăтартнăшăн панă

РФ Оборона министерствин даннăйӗсемпе, август уйăхӗнче Марцевăн батальонӗ пин километр ытла куçса Курск облаçӗнче оборона чиккине йышăннă. Офицер тăшман наступление тухма пултаракан кашни участокра засада вырăнӗсене йӗркеленӗ. Сывлăш разведкипе радиоэлектроника кӗрешӗвӗн пункчӗсене хăй лартса тухнă, батальонăн штурм ушкăнӗ валли боеприпассем, апат-çимӗç илсе килсе тăнă. 

Шучӗпе тăшман ытларах пулнине пăхмасăрах Марцев йывăр бронетехникăпа усă курса чикке татса тухма ăнтăлнă. Çапăçу хӗрӳ пынă. Тăшман вут-çулăм засадине лексе пысăк çухатусем чăтнă. Марцевăн батальонӗ тăшманăн 7 БТРне, пӗр БМПне, ют çӗршывра туса кăларнă 7 броньлӗ машинăна тата 120 ытла неонациста тӗп тунă. Украина хӗç-пăшаллă çарӗсен 10 салтакне тыткăна илнӗ.

Малалли çапăçусенче батальон Марцев ертсе пынипе 4 БТРа, 2 броньлӗ машинăна, 60 неонациста вӗтернӗ тата йӗркерен тухман «Страйкер» БТРа тата «Когуар» броньлӗ машинăна тытса илнӗ. 

Михаил Марцев чăн-чăн чăваш каччи пулни телевидение панă комментарире те аван палăрчӗ. Мухтанмасăр, сапăррăн, хăйне тивӗçлӗ тытса йышăнчӗ вăл Раççей Геройӗ ята: «Ку награда манăн çеç мар, харпăр составăн та. Кашни матроса, сержанта, офицера чӗререн тав тăватăп. Пӗри те сăмахран тухмарӗ. Лартнă çар задачине тӳррӗн пурнăçларӗç».

Вăт çакăн пек çын вăл пирӗн Михаил Марцев — Раççей геройӗ, чăваш Улăпӗ. 
  

Ирина ТРИФОНОВА. 

К.Малышев тата Марцевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО