Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Ӗмӗт» этно-ушкăн çӗнӗ альбомне хăтларӗ

Мартăн 25-мӗшӗнче, шăп Культура ӗçченӗн кунӗнче, Хусанти çамрăксен Анжелика Еремеева ертсе пыракан «Ӗмӗт» ушкăнӗ куракана пысăк парнепе савăнтарчӗ. Халăхсен Туслăх Çуртӗнче тăватă çынран тăракан этно-ансамбль «Çутçанталăк (Мир). Чувашская мифология» çӗнӗ альбомне хăтларӗ. «Росмолодежь. Гранты» Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви проекта ырласа тӗрев панă.

«Ӗмӗт» этно-ушкăнра паян Анжелика Еремеева, Татьяна Мишина, Алсу Магданова тата Ульяна Федорова. Юнкун вӗсемшӗн экзамен та, триумф та пулчӗ. Йӗркипе каласа парар.  Чăннипе каласан концерт-шоу питӗ ăнăçлă, куракана савăнтаракан, хавхалантаракан коллабораци пулса тухрӗ. Хăй тӗллӗн ӗçлекенсем, урăх ушкăнсенчи çынсем пӗрле пуçтарăнса «Ӗмӗтӗн» ӗмӗтне пурнăçа кӗртрӗç.

Концертăн тепӗр тӗп геройӗ  Элтияр – Чăваш Наци телевидени­йӗпе радиовӗн редакторӗ Алексей Александров, «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» кӗнеке авторӗ, «Ӗмӗт» альбомӗнчи юрăсен тексчӗсене вăл çырнă. Концертра пӗрремӗш хут сцена çинчен илтекен юрăсен кӗввине пурне те Анжелика Еремеева çырнă. Концерт тăршшӗпех, кашни юррипе  илемлӗ видеорядпа  куракан киленет, юрă пуçланиччен чăваш мифологийӗнчи вăл е ку сăнарсемпе, вӗсен ӗçӗ-хӗлӗпе Элтияр паллаштарать, залра ларакан чăвашла пӗлмен куракан валли видеорядра вырăсла текст пур. Çак усăллă, илӗртӳллӗ, асра юлмалли илеме Анжелика Еремеева хăй хатӗрленӗ иккен, чăн та ăна ИИ пулăшнине каларӗ пире автор. Видеоряд çине анимаци питӗ килӗшӳллӗ вырнаçтарнă, Шупашкар ӳнерçин Юма Андрееван ӳкерчӗкӗсемпе тунă иккен ăна. Тӗрӗк халăхӗсен «Кил» проектне те, ытти халăхсен хушшинчи, федераллă проектсенче унăн ӗçӗсене курма пулнă, «Вупăр» сӗтелçи вăййине те вăл шутласа кăларнă.

 «Ӗмӗтӗн» тумӗ çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла. Унăн авторӗ – Хусан дизайнерӗ Ирина Трифонова (çапла-çапла, «Суварăн» тӗп редакторӗ). Сцена тумӗсем питӗ ăнăçлă пулса тухнă – вӗсем йăлтăр-ялтăр, анчах ӗрет­рен тухса çӗнӗ çул чăрăшне аса илтермеççӗ, шурă тӗспе анлă усă курни йăлтăртатса тăракан пайсемпе килӗшсе тăрать, хӗрле çепӗçлӗх хушать. Сцена çине тухсанах юрăçсем пурте пӗрешкел тум тăхăннă пек, анчах юрă юхнă май кашнин тумӗ юлташӗнчен уйрăлса тăнине асăрхатăн. Стилизациленӗ тухьясем костюмăн идейине вӗçлесе çирӗплетеççӗ – чăн чăваш тумӗ пулса тăрать вăл.  Ирина Федоровна идейипе Елена Кирилина хатӗрленӗ иккен вӗсене. Питӗ çыпăçуллă, тӗрӗс пулса тухнă. 

Кашни юрра куракансем капла та хапăл туса йышăнӗччӗç, иккӗленместӗп. Анчах вӗсене Мария Гелашвилин «ArtWorks» ташă ушкăнӗн хореографи ӳкерчӗкӗсем юрăсене куракан патне пысăк, хăйне уйрăм произведени пек çитереççӗ. Халăхсен Туслăх Çурчӗ çумӗнчи вырсарни шкулӗн чăваш ушкăнӗнче вӗренекенсен «Асамат кӗперӗ» (ертӳçи С.Чаркина) хӗр­ачасен ансамблӗ пирки те çакнах каламалла. Пирӗштие юлма ыйтса кӗлӗ вăхăтӗнче зала çунакан çуртасем тытнă шурă кӗпеллӗ хӗрачасем кӗреççӗ – пӗринчен тепри кӗçӗнрех. Пăхма питӗ чечен, шухăшлă юрра тата вăйлатрӗ çак картина. 

Çакăн пек пысăк проектсем ертӳçӗсемсӗр кун çути кураймӗччӗç. Артистсем сцена çинче пулнă вăхăтра ертӳçӗсем сцена хыçӗнче, паллах. Анчах эпир пурте лайăх пӗлетпӗр, вӗсем çирӗп кăмăллă пулнипе, идейăна ӗненнипе çакăн пек пысăк, чаплă уяв­семпе савăнать куракан. 

«Çутçанталăк...» проектăн ертӳçи Юлия Еремеева, вăл çине тăрса грант илме хатӗрленӗ документсене, вăл тăрăшнипе аппăшӗн идейи çӗнтерейнӗ. Саунд-продюсер Артур Давлетшин, хитре, пуян аранжировкăсен авторӗ те вăлах. Концерт вăхăтӗнче Артур сасă пультне алăран ямарӗ. Çавăнпа концерт «тасалăхӗшӗн» вăл яваплă теме пулать. 

Концерт вӗçленсен ансамб­ле тав туса чыслакансем нумай пулчӗç. Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин тата ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев сцена çинчен юрăçсене Тав хучӗсем пачӗç. Вӗсен концерчӗ чăн-чăн шоу, тӗнче шайӗнчи чап­лă представлени пулни çинчен савăнса каларӗç.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновăпа ТР Чăваш хӗрарăмсен сою­зӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗрле тухрӗç «Ӗмӗте» саламлама. Сильвия Николаевна малашне те çапла çӳллӗ шайра пулма хавхалану сунчӗ. Ирина Федоровна концерт тумӗсене хатӗрленине аса илчӗ, çак вăхăтра «Ӗмӗт» хӗрӗсем уншăн питӗ çывăх, хаклă пулса тăнине пӗлтерчӗ вăл. 

Мускавран альбом хăтлавне Алёна Силпи юрăçă мăшăрӗпе Олег Максимовпа, çулталăка та çитмен Арсений ывăлӗпе тата 4 çулти Авелина хӗрӗпе килсе çитнӗ. Тусӗсене çакăн пек пысăк мешехепе саламлама килни артистсене çеç мар, кураканăн чӗрине те сар çу пек ирӗлтерчӗ-тӗр. «Эпир йышлăн килнӗ, киле юлма пултарайманнисем пурте кунта», – шӳтлерӗ Олег Максимов. Хӗрсене чей ӗçме пушкăрт пылне парнелерӗ. Алёна Силпи куракансене юрăпа савăнтарчӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем. 

Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура #РосмолодежьГранты Этногруппа ӖМӖТ чувашская мифология