Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин коллегийӗнче çамрăксене лайăх пурнăç туса памалли пирки калаçрӗç

«Çамрăксен энергине кирлӗ çӗре ямалла, каникул вăхăтне ӗçе вырнаçтармалла», – терӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков. Кун пирки вăл ведомствăн коллегийӗнче каларӗ.

Иккӗмӗш уйăх республикăра министерствăсемпе ведомствăсен анлă коллегийӗсем пыраççӗ. Унта иртнӗ çул кăтартăвӗсене пӗтӗмлетсе кăçалхи ӗç планӗпе, лартнă задачăсемпе паллаштараççӗ. 

Февралӗн 13-мӗшӗнче Б. Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра Çамрăксен ӗçӗсен министерствин коллегийӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, Тутарстанри тӗп федераллă инспектор Виктор Демидов, ТР Накуăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, министерствосемпе ведомствăсен, муниципаллă районсен пуçлăхӗсем, обществăлла организацисен, çамрăксен пӗрлешӗвӗсен, МХХ представителӗсем хутшăнчӗç. 

Коллеги ларăвӗ пуçланиччен çамрăксен политикин пурнăçланăвӗн лару-тăрăвӗпе куравра паллашма пулчӗ. Интереслисен шутӗнче «Çамрăксен, инновацисен тата „Навигатор“ профилактика программисен республика центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн пулчӗ. Ун ӗçӗпе центр директорӗ Гузель Шарипова паллаштарчӗ. Центрăн çӗнӗ проекчӗ — çамрăксем валли хатӗрленӗ интерактивлă вăйă. Вăл çамрăка пурнăçăн тӗрлӗ енӗсемпе паллаштарса кăткăс лару-тăрăва лартса суйлав тума хисет. Суйлавран килет те малашнехи пурнăç мӗнле йӗрпе каясси. Ача-пăчапа çамрăксем вăйăра çын йăнăшӗ çинче вӗренме пултарни вӗсене малашне пурнăçра тӗрӗс çул тупма пулăшӗ. Гузель Шарипова пӗлтернӗ тăрăх, ку проекта грант шучӗпе пурнăçланă. Халӗ проект апробаци иртет. Çамрăксем ăна еплерех йышăнни пирки каярах ятарласа каласа пама шантарчӗ. 

Çамрăксен пурнăçӗ лайăх пулмалла

Тӗп докладпа çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков тухса калаçрӗ, çур сехет ытлана тăсăлнă докладра ведомство ӗçӗсемпе туллин паллаштарчӗ. «Пирӗн ӗçсем, пурнăçа кӗртнӗ проектсем питӗ нумай. Пӗр докладпа пурне те асăнса пӗтереймӗн», — терӗ министр хăйне пурпӗрех вăхăт çитменнине палăртса. Мӗнпе мухтанма пулать-ха ведомствăн? 

Хăй сăмахне министр кăçалхи çулталăка анлă социологи тӗпчевӗнчен тытăнма пуçланине пӗлтерчӗ. Вăл çамрăксен политикин стратегине 2023 çулччен палăртма кирлӗ. «Çывăхри 5 çула çамрăксен политикин стратегийӗн çирӗп никӗсне йӗркелемелле пирӗн. Ăна пурнăçлас тесен ведомствăсен хушшинчи ӗç планне тумалла. Çав план паянхи кун ыйтăмне, çӗршывăн наци интересӗсене тата республикăн приоритетлă задачисене тивӗçтермелле», — терӗ Ринат Садыков. 

Тӗп тӗллевсен шутӗнче — çамрăксен пурнăç шайне лайăхлатасси. Лайăх пурнăç никӗсӗ вара ӗçлӗх, ырлăх-пурлăх, сывлăх, вӗрентӳ, культура тата хăрушсăрлăх лару-тăрăвӗнчен килет. Ăна пурнăçлас тесен ведомствăсен, район, хула пуçлăхӗсен, аслă тата вăтам профессилле шкулсен, предприятисемпе обществăлла юхăмсен лидерӗсен пӗрле ӗçлемелле. 

Министр шучӗпе, çӗнӗ пурăнмалли комплекссене тунă чух çамрăксен центрӗсемпе ача-пăча комплексӗсене тăвассине те строительство проектне кӗртмелле. 

Палатка лагерьсем пулӗç

Ринат Садыков палăртнă тăрăх, пӗлтӗр ТР Раисӗ тӗрев панипе, Строительствăпа архитектура министерствипе пӗрле тӗпрен юсанă тата çӗнӗрен тунă обьектсен шучӗ 39-па танлашнă. Нурлатра, Ютазынче, Элкел районӗнче çул çитменнисен клубӗсем, Алексеевски, Азнакай, Пăва, Лениногорск, Мӗслӗм районӗсенче çамрăксен центрӗсем уçăлнă. Кăçал Азнакай, Çӳлту, Ешӗлвар, Анат Кама районӗсенче хута каймалла. Çак тӗллевсене пурнăçлама 880 миллион тенкӗ тăкакланă, кăçалхи ӗçсене пурнăçлама 793 миллион тенкӗ уйăрма йышăннă. 

Кăçалтан глэмпинг майлă палатка лагерӗсем тума тытăнасшăн. Вӗсене стационарлă лагерсен территорийӗнчех вырнаçтарма палăртнă. Ку çӗнӗлӗхе Рыбно-Слободски, Азнакай, Ешӗлвар, Мамадыш районӗсенчен пуçлама шутланă. Тӗллеве пурнăçлама ТР Раисӗн йышăнăвӗпе 50 миллион тенкӗ куçарма шантарнă. Палатка лагерӗсене хута яни лагерсене ытларах ача йышăнма май парӗ.

Сăмах май, пӗлтӗр Тутарстанри, Крымри, Краснодар тăрăхӗнчи ача-пăча лагерӗсенче пӗтӗмпе 208 пин ача каннă. Путевкăсенчен 42 пинӗ тӳлевсӗр пулнă, çавăн пекех мобилизациленнисен 3566 ачине тӳлевсӗр путевкăсемпе тивӗçтернӗ. Рубежнăйпа Лисичанскран 900 ача Тутарстана канма килнӗ, 10833 ача реабилитаци программипе сывлăхне сипленӗ. Инвалид ачасем те тимлӗхсӗр юлман, 578 ача ятарлă профильлӗ сменăсенче каннă. 

Ӗçсӗр çапкаланса çӳренипе

Ача-пăча воспитанийӗнчи ӗç вырăнӗ пирки те сăмах хускатрӗç коллегире. Министр шучӗпе, çул çитменнисен хушшинче йӗркене пăснине çуллахи каникулта вăхăтлăха ӗçпе тивӗçтерни чакарма пултарӗ. «2023 çулта 561 çул çитмен ача тӗрлӗ степеньлӗ преступлени тунă. Сăлтавӗсене тӗпчени ку ытларах ӗçсӗр çапкаланса çӳренипе çыхăннине кăтартрӗ. Парксенче, скверсенче, хула карташӗсенче ватса-çӗмӗрсе çӳрени сăтăрла тӗслӗхрен пӗри. Çамрăксен энергине кирлӗ çӗре ямалла, каникул вăхăтне ӗçе вырнаçтармалла. Сăмахран квалификаци кирлӗ мар ӗçсене, калăпăр „Наш двор“, „Парки и скверы“ программăсене явăçтарса. Ку ӗçсем кашни хулапа районта пур», — терӗ министр. Сăмах май, çак пуçарăва Хула аталанăвӗн институчӗ ырласа йышăннă. 

Ял пурнăçӗпе илӗртес шутпа 

Министр сăмахӗпе, ку çулта «Тутарстан Республикин ял çамрăкӗсем» подпрограммăн укçа-тенкӗ тивӗçтерӗвне 23,4 миллион тенке ӳстернӗ. Пӗлтӗрхи коллегире ТР Раисӗ Рустам Минниханов ку енӗпе ӗçе вăйлатмалли пирки каланăччӗ. Çулсерен ял çамрăкӗсене тӗрлӗ енлӗ пулăшу пама 4,4 миллион тенкӗ уйăрнă пулнă. Çулталăк тăршшӗпе Çамрăксен ӗçӗсен тата Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствисем тата ТР çамрăксен аграри пӗрлешӗвӗпе пӗрлӗ çӗнӗ подпрограмма хатӗрленӗ. Унта ТР агропромышленность комплексӗшӗн актуаллă задачăсене пурнăçлассипе мероприятисем кӗнӗ. Çавсен шутӗнче — ял хуçалăх тата рабочи профессийӗсен престижне ӳстересси, çамрăксен хушшинче ял пурнăçне популяризацилесси, çамрăксен предпринимательствине аталантарассипе вӗренӳ семинарӗсем йӗркелесси, ял çамрăксен экономикăпа социаллă активлăхне ӳстерессипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесси. 
Министр каланă тăрăх, унта кашни хутшăнма, хăйӗн идейисене сӗнме пултарать. 

Докладсене итленӗ хыççăн Фарид Мухаметшин пӗтӗмлетӳ сăмахӗпе тухрӗ. Парламент пуçлăхӗ Тутарстанра çамрăксен политикине пысăк тимлӗх уйăрнине палăртрӗ. Кăçал Патшалăх Канашӗ çамрăксен политикипе ятарлă закон йышăннăранпа 31 çул пулать. «Пӗлтӗр 2023 çулта граждансене патриотизм воспитанине парассипе закон йышăнтăмăр. Ăна пăхса тухма лартсан нумай ыйту çуралчӗ. Мӗнле çирӗплетмелле ăна, тытса пăхмалли япала мар-çке патриотизм, мӗнпе виçмелле пуррипе çуккине, закон пурнăçланса пынине? — терӗ Фарид Мухаметшин. — Патриотизм кирлӗлӗхне пурнăç хăй кăтартса пачӗ. Мӗншӗн тесен пурте пуласлăх, Тутарстан пуласлăхӗ, çамрăксенче пулнине ăнланатпăр. Вăл вара эпир камсене ӳстернинчен, çамрăксемпе паян мӗнле ӗçленинчен килӗ. Çак малашлăха шанса пăхатăп эпӗ. Мӗншӗн тесен пирӗн çамрăксем вӗреннӗ çынсем çеç мар, тăван республикăна патриотла туйăмсемпе юратаççӗ». Парламент пуçлăхӗ коллегие пуçтарăннисене çамрăксемпе ытларах хутшăнма, вӗсене обществăлла политика ӗçӗсене явăçтарма сӗнчӗ. 

«Уйрăмах ял çамрăкӗсене тимлӗх уйăрмалла. Вӗсем тăван ялӗсенче юлччăр тесе тăрăшмалла, ӗçе вырнаçтарасси пирки шутламалла, тивӗçлӗ ӗç укçи тӳлемелле. Ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен шăпах ялта тăван чӗлхе, йăла-йӗрке, наци культури упранса юлать. Халăх чунӗ те ялта ытларах курăнать», — пӗтӗмлетрӗ Фарид Мухаметшин.
Ирина ТРИФОНОВА.
В. Васильев («Татар-информ»), minmol.tatarstan.ru сайт тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев