ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн VI съезчӗ иртрӗ
Тутарстан çыравçисен П. Хусанкай ячӗллӗ литература премине кăçал икӗ çынна пама йышăннă. Диплома тата 10-шар пин тенкӗ премие нумай произведени çырнă писательсем Евгений Андреевич Турханпа (Хусан) Анатолий Меркурьевич Малышев ( Пăва районӗ, Пӳркел) тивӗçрӗç.
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Нурлатри «Килечек» ача-пăча пултарулăх центрӗнче ирнӗ VI съезда Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен çулталăкне халалларӗç. Мероприяти валли Нурлат хулине суйлани ахальтен мар, çак районта çуралса ӳснӗ поэт-фронтовик Михаил Иванович Захаров çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрӗ, ăна январь уйăхӗнче тăван Ялавăр ялӗнче анлăн паллă турӗç. Кунсăр пуçне районта тухăçлă ӗçлекен чăваш çыравçисем йышлă.
Съезд хальхинче те хамăр республикăн тӗрлӗ районӗнчи çыравçăсене кăна мар, Ульяновск, Тольятти, Шупашкар тата Екатеринбургра пурăнаканнисене те пухрӗ. Хаклă хăнасенчен Нурлат район администрацийӗн пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев, хула канашӗн ертӳçин çумӗ Николай Липатов, ТР ЧНКА канашӗн ертӳçин çумӗ Константин Малышев, Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Аксу тата Элмет районӗсен ЧНКЦ председателӗсем Роза Чентаева, ТР ЧНКА хисеплӗ пайташӗ Владимир Кожуков, ЧР кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Олег Цыпленков, паллă çыравçăсем Светлана Асамат, Марина Карягина, Арсений Тарасов пулчӗç.
Нурлатсем съезд тӗлне ятарласа Михаил Захаров поэт-фронтовикăн, районти писатель-поэтсен тата чăваш çыравçисен çӗнӗ кӗнекисен куравӗсене хатӗрленӗ. Яланхи пекех кашни хăнана юрă-ташăпа хаваслăн кӗтсе илчӗç вӗсем. Çыравçăсен съездне Нурлат хулипе район пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев хăй те килни питӗ кăмăллă пулчӗ. Нурлатсем чăнах та маттур, хальхи вăхăтра 10 çыравçă, тăван чӗлхене вӗренме, культурăна сыхласа малалла аталантарма мӗнпур майсем пур кунта. Дамир Азатович 7 шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнине, икӗ ача садӗнче 24 ача чăвашла воспитани илнине, тепӗр 9-шӗнче те чăваш ушкăнӗсем пуррине уйрăмах палăртрӗ. Литература пултарулăхне аталантарасси, пултаруллă çамрăксене тӗрев парасси вӗсен тӗллевӗ пулнине каларӗ. Çак енӗпе вӗсем пултарулăх каçӗсем, литература конкурсӗсем, фестивальсем ирттерме хатӗр. Съезда тухăçлă ӗçлеме суннă май пухăннисене пурне те июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлата чăваш культурин республика Уявне килме йыхравларӗ. Унта ТР Раисӗ Р.Минниханов та килес шутлă.
Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова 2021–2024 çулсенчи ӗçе пӗтӗмлетсе малашнехи плансене палăртас умӗн юлашки çулсенче ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă çыравçăсене пӗр минут шăп тăрса асăнма ыйтрӗ. Съезда Аслă Çӗнтерӗве халалланăран доклада Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче кӗрешнӗ çыравçăсем истори чăнлăхне хăйсен произведенийӗсенче çырса хăварнине палăртнинчен пуçларӗ. Çак йăлана паянхи çыравçăсем Николай Зимин, Анатолий Малышев, Валентин Бурайкин, Антонина Саушкина, Андриян Григорьев халӗ малалла тăсаççӗ. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗ пыни те çыравçăсен тимлӗхӗнче, Нурлатри Валентин Бурайкин СВОна хутшăннă атьсем çинчен çырнă поэмине кӗнекен кăларса атьсене фронта парса та янă.
Юлашки 4 çулта союз тунă ӗçсем сахал мар: 2022 çулта Теччӗри Аслă Ăнă ялӗнче çыравçăн, журналистăн Николай Сорокинăн асăну каçне ирттернӗ. Республика Уявӗнче «Хусанкай урамӗ» литература фестивалӗсене ирттерессине йăлана кӗртнӗ. 2024 çулта Тутарстан чăваш çыравçисен кӗнекисене Тутарстан Республикин Наци библиотекине панă. Çапла майпа чăваш кӗнекисен фончӗ майпен унта та пуçтарăнать. Çак ӗçе Союз малалла тăсасшăн. Пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн Николай Полорусов-Шелепин палăкӗпе картине çӗнетнӗ.
Çамрăк ăру хăй чӗлхине манса пыни пуринчен ытла хурлантарать çыравçăсене. Ачасене тăван чӗлхепе калаçма хавхалантарас тӗллевпе шкул ачисен хушшинче Н.Сорокин ячӗллӗ литературăпа театр фестивальне йӗркелесшӗн.
ТР ЧНКА канашӗн председателӗн çумӗ К.Малышев та çыравçăсене чи пӗчӗккисемпе ачасем валли çырассипе ӗçлеме чӗнсе каларӗ. ТР Раисӗ çумӗнчи тутар тата ытти халăхсен чӗлхисен аталанăвӗн комиссийӗ пулăшнипе чăваш çыравçисен тутар садикӗсенчи ачасене шкула хатӗрлемелли методика пособине чăвашла куçарнă. Тутар кӗнеке издательстви пичетлесе кăларнă «Пӗчӗккисен кӗнкине» паян республикăри садиксене валеçеççӗ.
Чӗлхе ыйтăвӗн çивӗчлӗхне Ульяновскри Н .Ларионовпа Тольяттири В.Левуков çыравçăсем те çӗклерӗç. Николай Ларионовăн шучӗпе, шкулта тăван чӗлхе урокӗ валли пурӗ те пӗр сехет кăна хăварни пирки пӗрле пухăнса парламентарие çыру çырмалла.
Сăмах май, хальхи вăхăтра ТР Раисӗ çумӗнчи тутар тата ытти халăхсен чӗлхисен аталанăвӗн комиссийӗ ыйтнипе Санкт-Петербургри чӗлхеçӗ Максим Кузнецов чăваш чӗлхин самоучительне хатӗрлет. Ку малашне чăвашла вӗренес текенсем валли çав тери кирлӗ пулӗ.
Пăвапа Нурлат çыравçисене уйрăммăн палăртмалла. Литература анинче вӗсем пек пӗрле, тухăçлă ӗçлекенсем ытти районсенче çук-ха хальлӗхе. Пăвасем – «Тăхăрьял» альманах кăларса тăраççӗ. Çыравçăсен асăну хăмисене уçаççӗ, пӗлтӗр И.Я.Яковлевăн палăкне лартнă. Хальхи вăхăтра Пăва çыравçисене халалласа календарь кăларассипе ӗçлеççӗ вӗсем. Нурлатри чăваш çыравçисен произведенийӗсен «Асамат кӗперӗ» пуххин иккӗмӗш кăларăмӗ тухнă. Кунсăр пуçне «Нурлат литературная. Лица» альманах та пур.
Шупашкартан килнӗ паллă çыравçă, журналист Арсений Тарасов хальхи литературăн проблемисем çинче чарăнчӗ. Тарăн шухăшлă сăвăсем, паянхи кун ыйтăвӗсене хускатакан драмăсем сахалрах . Чӗлхе проблемине пуçлăхсем мар, чăн малтан çыравçăсем çӗклемеллине каларӗ. Тепӗр çыравçă Светлана Асамат темăна малалла тăсса ЧР Культура министерстви шăпах пьесăсен конкурсне пуçарнине пӗлтерчӗ. Ӗçсене июлӗн 10-мӗшӗччен ярса ӗлкӗрмелле. Çаплах май уйăхӗн 29-мӗшӗнче К. Ивановăн 135 çулхи юбилейӗнче тăван Слакпуç ялӗнчи шкула ун ятне парассине те хыпарларӗ.
Çыравçăсем хăйсене хумхантаракан нумай ыйтăва çӗклерӗç, çав шутра çыравçăсен сумне ӳстермелли пирки те. Çавăнпа съездăн резолюцие çак ыйтусем кӗчӗç:
1. ТР ЧНКАна чăваш чӗлхине популяризацилес ӗçе писательсене явăçтарма, шкулсенче, клубсенче вӗсемпе тӗлпулусем йӗркелеме пулăшмашкăн сӗнме;
2. Çарпа патриотизм темипе ӗçлекен çыравçăсене тӗрев пама;.
3. Чăваш Енпе Тутарстанри писательсен союзӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлемешкӗн республикăри пултаруллă чăваш çыравçисене çак союзсене кӗртме ходатайство тăратма;
4. Паллă поэтсемпе çыравçăсен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас ӗçпе малалла ӗçлеме;
5.Тутарстан çыравçисен союзӗ çумӗнче чăваш журналисчӗсен секцине туса хума;
6. Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн положенине йышăнма:
Тутарстан çыравçисен союзӗн председательне çыравçăсем пӗр саслăн Ирина Трифоновăнах хăварчӗç. Унăн çумӗ пулма вара Константин Малышевпа Евгений Турхана суйларӗç.
Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗ çӗнелчӗ, съездра çак çынсене илчӗç: Вера Александрова ( Хусан), Ирина Большакова (Хусан), Ирина Кузьмина (Хусан), Наталия Клементьева (Çӗпрел), Юрий Адъютантов (Çӗпрел), Никанорова (Пăва), Геннадий Ендиряков (Нурлат), Анатолий Хохлов (Теччӗ) тата Татьяна Рымарева (Екатеринбург).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев