Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков шучӗпе санкцисем экологие пырса тивмелле мар

Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков Хусан çумӗнче тăвăнакан çӳп-çап çунтаракан заводăн строительстви чарăнни пирки пӗлтерчӗ. Ку хыпар хула çыннисене, уйрăмах «Салават Купере» комплексра пурăнакансене савăнтарӗ ӗнтӗ, хирӗçчӗ вӗсем çак пуçарăва.

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2025 çултан çӗршывăн шыв объекчӗсене тасатассипе çӗнӗ федераллă проект йӗркелессине ырласа йышăннă. Проектăн ӗçлӗ вăхăчӗ 2023 çулччен. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ

Александр Шадриков пӗлтерчӗ. 

Сăмах май, федераци шайӗнчи ун пек проектсем маларах та пурччӗ — «Атăла сыватасси» тата «Уникаллă шыв обьекчӗсене упраса хăварасси». Вӗсен ӗçлӗ вăхăчӗ вӗçленнипе çӗнӗ проект хута каять. Хальхи вăхăтра РФ Правительстви проект паспортне хатӗрлессипе ӗçлет. Тутарстанăн Экологи министерстви вăхăта сая ямасăр Раççейӗн Çутçанталăк ресурсӗсен министерствине программăна республикăн 29 шыв объектне тасатса тирпейлеме тата 17 тасату хатӗрне (очистные сооружения) реконструкцилессине кӗртме ыйтса янă. 

Экологие хирӗçле санкцисем

Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Хусан çумӗнче тăвăнакан çӳп-çап çунтаракан заводăн строительстви чарăнни пирки те пӗлтерчӗ. Ку хыпар хула çыннисене, уйрăмах «Салават Купере» комплексра пурăнакансене савăнтарӗ ӗнтӗ, хирӗçчӗ вӗсем çак пуçарăва. Сăлтавӗ — Раççее хирӗçле санкцисене пула. «Малтанласа экологие санкцисем пырса тивмӗç тесе калатчӗç. Халь ăнланатпăр, вăхăтсем улшăнчӗç. Хальлӗхе пӗтӗм ӗçе чарса лартнă», — терӗ Александр Шадриков. 

Завод проектне Швейцарипе Японин Hitachi Zosen Inova консорциумӗ туса кăларакан установкăсене лартма хатӗрленӗ. Санкцисене пула кирлӗ оборудованисене кӳме çук. Министр палăртнă тăрăх, çапах та коммуналлă хытă каяша çунтарса утилизацилесси чи эффективлă мелсенчен пӗри. 
Юханшывсем таса пулччăр

Тепӗр пысăк тӗллев шутӗнче — Нокса юханшывне тасатасси. Çак пуçарупа маларах Раççейӗн экологи сообществин Тутарстанри уйрăмӗ тухнă. Комплекслă проекта çырана тасатасси те кӗрет, ку ӗçе кăмăл тунă граждансене те явăçтарма шутлаççӗ. Юханшывăн акваторийӗнче 25 тӗпчев ирттернӗ, чи проблемăллă вырăнсене тупса палăртнă. Юханшывăн тасатмалли çыранăн тăршшӗ 27,9 километр. Проект докуменчӗсем хатӗр, экспертиза пӗтӗмлетӗвне те тунă. Ку ӗçе пурнăçлама 703,4 миллион тенкӗ кирлӗ пулать. 

Çырчалли тăрăхӗнчи Мелекеска юханшывне те малаллах тасатма палăртнă. Федераци тата республика пӗлтерӗшне кура юханшывăн тирпейлеме тивӗç территорине икӗ участока пайланă. Пӗрремӗшӗ — 1,5 километрӗ — Анат Кама водохранилищин çӗр айӗнчи шыв хăпарса сарăлнă тӗлӗнче (зона подпора), тепӗр 3,1 километрӗ Анат Кама водохранилищин маларах асăннă участок хыççăнхи çыранӗ. Пӗрремӗш участока «Центррегионводхоз» филалӗ «Средволгаводхоз» 2023 çулта пурнăçланă. Иккӗмӗш участока 2025-2026 çулсенче йӗркене кӗртмелле, ку ӗçе 320 миллион тенке хакланă. 
Сиенӗ бюджет тăкакӗнчен пысăкрах пулатчӗ

Министр палăртнă тăрăх, 2019 çултанпа 6 федераллă проект шутӗнче пӗтӗмпе 17,6 миллиард тенкӗлӗх 30 мероприяти пурнăçланă. Проектсен шутӗнче: «Атăла сыватасси», «Уникаллă шыв объекчӗсене упраса хăварасси», «Тăрă шыв», «Таса çӗршыв», «Вăрмана упрасси», «Хытă каяшсемпе ӗçлессин комплекслă системи». 2024-2026 çулсене 5,7 миллиард тенкӗлӗх 8 мероприяти пурнăçлама пăхса хунă.

«Çутçанталăка сыхлас ӗç пӗтӗмпех республикăра пурăнакансен пурнăçне экологи енчен ăнăçлă тăвассипе çыхăннă. Паян эпир 2023 çулта тунă ӗçсене кăна мар, юлашки 6 çулта пурнăçланисене пӗтӗмлетесшӗн. Шăп çакăн чухлӗ вăхăт иртрӗ çӗршыв Президенчӗ Владимир Путин май указӗсене алă пусса çирӗплетнӗренпе. Вӗсем наци проекчӗсен никӗсӗ пулса тăчӗç», — терӗ Александр Шадриков ведомство ӗçӗсемпе паллаштарса. 

Ун сăмахӗпе, Тутарстан Республикинче 6 çул хушшинче çутçанталăка сыхлассипе мероприятисене пурнăçлама 60,5 миллиард тенкӗ тăкакланă. Енчен те нацпроекта кӗнӗ ӗçсене туман пулсан тăкакӗ ытларах та пулатчӗ, шыв-шур, сывлăш вараланнипе, тасату хатӗрӗсем юрăхсăра тухнипе тата ытти сăлтава пула 65 миллиард тенкӗлӗх шар кураттăмăр. 
Пысăк ӗçсен шутӗнче Анат Кама водохранилищинчи ӗлӗкрех нефть уçланă вырăнти юрăхсăра тухнă пăрăхсене кăларнине кӗртмелле. Çак проект хакӗ 930,5 миллион тенкӗпе танлашнă. 

«Таса çӗршыв» программăпа Самосырово патӗнчи çӳп-çап полигонне рекультивациленӗ. Ăна дегазаци системине ӗçе кӗртсе пурнăçлани сывлăша варалассинчен сыхланă. Çапла 350 пине яхăн çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатнă. Пӗтӗмлетсе каласан, асăннă нацпроектпа пӗлтӗр кăна 470,5 миллион тенкӗлӗх ӗç пурнăçланă, çав шутран 282 миллион тенки федераллă бюджетран. 

Йӗркене пăсакансене штрафланă

Çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă ӗçре йӗркене пăсни пирки те сăмах хускатрӗç брифингра. Ун пирки ТР экологи министрӗн пӗрремӗш çумӗ — çутçанталăка сыхлассипе тӗп патшалăх инспекторӗ Ильнур Губайдуллин пӗлтерчӗ. Пӗлтӗр кăна Тутарстан экологӗсем производство каяшӗсемпе çыхăннă йӗркене пăснин 2000 пулăмне тупса палăртнă. Йӗрке сыхлакан органсем пурӗ 2 миллион тенкӗлӗх 150 штраф çырса панă. Дербышки поселокӗнче акă нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă çӗр лаптăкӗсем çӳп-çап свалкине çаврăннă пулнă. Пӗлтӗр вӗсене тирпейлесе йӗркене кӗртнӗ. Çак ӗçе пурнăçлама Хусан бюджетӗнчен 58 миллион тенкӗ уйăрнă пулнă. 

«Йӗри-тавралăха сиен кӳнипе пурӗ 218 миллион тенкӗлӗх 106 требовани йышăннă. Сăмахран, Советски районӗнчи Константиновка патӗнче свалка тупса сăтăр кӳнӗшӗн 14 миллион тенкӗлӗх штраф хунă», — пӗлтерчӗ Ильнур Губайдуллин. Гудованцев тӗлӗнчи çӳп-çап купипе вара халӗ те суд ӗçӗсем вӗçленмен.

Юр шывӗ Атăла пулăшайӗ-ши?

Тепӗр çивӗч ыйту вăл — Атăл юханшывӗ ăшăхланса пыни. Паллах, брифингра ку ыйтăва хускатмасăр пулмарӗ. «Куйбышев водохранилищипе çыхăннă лару-тăрăва пӗлтӗр тимлӗхрен кăларман. Атăлпа Кама çинче темиçе гидроузел. Жигулевски гидроузелӗ шăпах Куйбышев водохранилищине йӗркелекенни. Пилӗк субъект шутне кӗрет вăл, çавна май пилӗк субъектăн ертӳçисем ăна хăйсен ӗç йӗркинче тытаççӗ. 10 миллион çынна пырса тивет çак проблема. Атăл ăшăхланнипе иртнӗ çулта Владимир Путин Правительство комиссине йӗркелеме хушнăччӗ. Вăл ведомствосен хушшинчи ӗçе йӗркелеме тивӗç. «Чи кирли — шыв объекчӗсемпе тӗрӗс усă курасси. Атăлпа Кама каскадне, мӗнпур гидроузелсене йӗркеленӗ проект институчӗпе те тӗл пултăмăр эпир», — тунă ӗçсемпе паллаштарчӗ Александр Шадриков. Ун сăмахӗпе, Атăл ăшăхланни Каспи тинӗсӗ çине те витӗм кӳрет, вăл та ăшăхланса пырать. Шыв объекчӗсене упраса хăварасси ӗç повесткинче питӗ те çивӗч тăрать. 

Министр палăртнă тăрăх, Куйбышев водохранилищин шайӗ ку вăхăтра 50 м та 68 см танлашать. Прогнозсемпе апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне вăл 51 м танлашмалла. Кирлӗ шай вара 53 м 50 см танлашать. «Юр ирӗлсе Атăл çурхи шывпа тулассине шанмалли çук. Пурте астăватпăр 2019 çулта та юр нумай пулнăччӗ. Анчах Сӗве те çырантан тухмарӗ. Юр ирӗсе Атăл хӗрринчи шыв юпписемпе шыв анӗ тесе шутланăччӗ, анчах пулмарӗ, шыв çӗр айне анчӗ», — пӗтӗмлетрӗ Александр Шадриков. 

«Февралӗн 29-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ Федераллă Пуху патне чӗнӳпе тухса çитес ултă çуллăха аталану йӗрне палăртӗ. Экологи малашне те приоритетлă проект тата малашлăхăн чи кирлӗ задачисен шутӗнче юласса шанатăп», — тесе вӗçлерӗ сăмахне министр.
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗк prav. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Нацпроект «Экология»