Тутарстан Раисӗ федерацин кадрсен резервӗнче тăракансемпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Ҫак кунсенче Федерацин кадр резервӗн представителӗсем валли Тутарстанра стажировка йӗркеленӗ пулнă. Хӑнасем Тутарстанăн культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхласа хӑварассипе ӗçе инвесторсене явӑҫтарас опычӗпе паллашнă.
Ӗнер Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов федерацин кадр резервӗнче тăракансемпе тӗл пулнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Мероприяти ТР Правительство Ҫуртӗнче иртнӗ.
Ҫак кунсенче Федерацин кадр резервӗн представителӗсем валли Тутарстанра стажировка йӗркеленӗ пулнă. Хӑнасем Тутарстанăн культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхласа хӑварассипе ӗçе инвесторсене явӑҫтарас опычӗпе паллашнă.
.jpg)
Тӗлпулура Рустам Минниханов республикăра культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе çыхăннă ыйтусене пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. «Чи кирли кунта – çак объектсем палӑксем кӑна мар, вӗсем илӗртӳлӗхпе компетенцисен вырăнӗсем те пулни. Вӗсем хамăр патра пурăнакансемпе хӑнасен интересӗсене тивӗçтермелле. Пӗтӗмӗшле илсен, ку енӗпе пирӗн ҫитӗнӳсем пысăк, анчах маалла ӗçлемелли те нумай», – терӗ республика ертӳçи.
Кадр резервӗнче тăракансем те хăйсем енчен сӗнӳсем панă. Вӗсене федераци шайӗнче тӗрев пани культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхласа хӑварма инвестицисем тупма тата территорисене аталантарма хушма майсем йӗркелеме пулӑшма пултарнине каланă. Çав шутра объектсене харпăрлăха куҫарасспе, эксплуатаци процедурисемпе, финанс тăкакӗсене чакарассипе тата ытти ыйтусепме çыхăннă процедурăсене ансатлатасси те.
Рустам Минниханов ку ыйтусене Раҫҫей Патшалӑх Канашӗн Тутарстан Раисӗ ертсе пыракан «Инфраструктура для жизни» комиссие пăхса тухма тăратма ыйтнă.
Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru/pressa/photoreports сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев