Вăрманçăсем ӗçсене пӗтӗмлетрӗç
Иртнӗ эрнере ТР Вăрман хуçалăх министерстви çулталăка пӗтӗмлетсе килес çулăн тӗллевӗсене палăртрӗ. Климат улшăнса пынă май пушар хăрушлăхӗ ӳсни, сиенлӗ хурт-кăпшанкă сарăлса йывăçсене пӗтерни кăна мар вăрманçăсен йывăрлăхӗсем.
2024 çулта тунă ӗçсемпе яланхи пекех ТР вăрман хуçалăх министрӗ Равиль Кузюров паллаштарчӗ. Доклада вăл «Экологи» наци проекчӗпе вăрмансене çӗнетессипе, ӗрчетессипе тунă ӗçсенчен пуçларӗ. 2024 çулта 2,8 пин гектар лаптăкра каснă, хăрнă йывăçсен вырăнне çӗннине лартнă. Палăртнă планран иртсе 140 проценчӗпех пурнăçланă ăна. Пӗтӗмпе вара республикăра паянхи кун тӗлне 4,9 пин гектарти вăрмана çӗнетнӗ. Ку ӗç 2025 çулта та малаллах тăсăлать, чăн та, тепӗр «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проекчӗн хӳттипе.
Экологи ăнăçлăхӗ 2025–2030» наци проекчӗн «Вăрмансене сыхласси» пайӗпе пурнăçламалли тӗллевсем:
– Вăрмана çӗнетессипе ӗрчетессин лаптăкне каснă, хăрнă йывăçсенни чухлех ӳстересси.
– Вăрман ӳсекен çӗр лаптăкӗсенчи вăрмансене çӗнетесси.
– Вăрман фондӗнче тухакан пушарсен лаптăкне чакарасси.
Юлашки çулсенче республика вăрманӗсене, тӗпрен илсен Кама леш енче, пурçăн хурчӗ ерни самай сисчӗвлентерчӗ. 2024 çулта пӗтӗмпе 4 пин гектара тӗрӗсленӗ, 2 пин гектарӗнче санитарипе сывату мероприятийӗсене ирттернӗ.
Темиçе çул типӗ çанталăк тăрсан та, телее, Тутарстан вăрманӗсенче пысăк пушарсем тухман. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хăй сăмахӗнче пусăм турӗ.
«Пӗрремӗшӗнчен, вăрман калăпăшне сыхласа хăварнă эсир, вăрмансене çӗнетессине тапхăр-тапхăрпа пурнăçлатăр. Иккӗмӗшӗнчен, тьфу-тьфу, пӗлтӗр те Тутарстанри вăрмансенче пӗр пысăк пушар та пулмарӗ. Ӗнер кăна акă Турцири пушарта 76 çын вилчӗ. Пушарсем пиртен пăрăнса иртрӗç-ха хальлӗхе, – терӗ сӗтеле шаккасах. – Вăрман вăл – паха ресурс, анчах шутсăр мар. Унпа перекетлӗ усă курмасан çухалма та пултарать. Çавăнпа касни, хăрни вырăнне кăна мар, запаспах лартмалла».
Вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк сезон пӗлтӗр вăрăма, урăхла каласан 193 кун таранах тăсăлнă – апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçланса октябрӗн 25-мӗшӗчченех. Çак вăхăтра вăрмансене космосран, авиаципе тата çӗр çийӗн çӳресе тӗрӗслесе тăнипе, профилактика мерисене ирттернипе, çав шутра йӗркене пăсакансене вăхăтра асăрханипе те, чăнах та пысăк пушарсем пулман.
Федерацин Атăлçи тăрăхӗнчи Вăрман хуçалăх департаменчӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Сергей Ковалев Тутарстан вăрманçисен ӗçне пысăк хак пачӗ. Патшалăх панă заданисене пурне те пурнăçланă иккен вӗсем. Пушартан сыхлассипе, вăрмансене çӗнетессипе Тутарстан малти вырăнта. 2022 тата 2023 çулсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе пӗрремӗш вырăн йышăннă.
ТР Наукăсен академийӗн ертӳçи Рифкат Минниханов вара вăрманçăсене çамрăк ученăйсемпе, аслă шкулсемпе тачăрах çыхăнса ӗçлеме, наука изобретенийӗсемпе тăтăшрах усă курма сӗнчӗ. Калăпăр, йывăç лартмалли дронсемпе. Çӗнӗлӗхе ӗçре тӗрӗслесе те пăхнă ӗнтӗ, питӗ кирлӗ те усăллă япала.
Вăрман хуçалăх министерствин чи хӗрӳ сӳтсе явакан ыйтăвӗ халь – вăрман хуçалăхӗсем вăрмансемпе хăйсем усă курма ирӗк илесси. Кун çинчен РФ Вăрман кодексне тӳрлетӳсем кӗртессипе Тутарстан депутачӗсем пӗр çул кăна ӗçлемеççӗ. Кăçал тинех пăр тапраннă темелле. Патшалăх Думинче ăна пуçласа сӳтсе явнă, хальхи вăхăтра иккӗмӗш вулава хатӗрленеççӗ. Енчен те Патшалăх Думи çак улшăнăва йышăнса РФ Вăрман кодексне тӳрлетӳсем кӗртсен, вăрман хуçалăхӗсене «вăрман» аукционне хутшăнма ирӗк парӗç. Ун чух регион мӗн чухлӗ вăрман касассине хăйех йышăнма пултарӗччӗ.
«Пурçăн хурчӗпе кӗрешӳ пычӗ – 12,2 пин гектарта кăпшанка пӗтерес тата шутне чакарас мероприятисем ирттертӗмӗр пӗлтӗр. Кӗркуннехи тӗрӗслевсем кăтартнă тăрăх, 2025 çулта вăрмансен санитари лару-тăрăвӗ япăхланас хăрушлăх çук», – уйрăммăн палăртрӗ ку ыйтăва Равиль Кузюров.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев