Хăрушсăрлăх пӗччен тумалли ӗç мар
Июлӗн 10-11-мӗшӗсенче Хусанта БРИКС çӗршывӗсен чрезвычайлă лару-тăру ӗçӗсен ведомствисен ертӳçисен ларăвӗ иртрӗ
Паянхи лăпкă мар саманара чрезвычайлă лару-тăру ведомствисен ӗçӗ сахал мар, хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусемпе кăна çыхăнман вӗсем, çут-çанталăк, техногенлă инкексемпе те. Çавăнпа çӗршывсен асăннă ведомствисемшӗн пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни кăна çителӗксӗр, пӗрле ӗçлемелле. Шăпах катастрофăсемпе кӗрешмелли пӗрлехи система туса хурасшăн вӗсем, уйрăмах çутçанталăк инкекӗсен хăрушлăхӗн мониторингне тăвас, халăха маларах пӗлтерсе хурас енӗпе.
Июлӗн 10-мӗшӗнче Хусанта «Корстон» суту-илӳпе кану комплексӗнче иртнӗ ларăвăн кун йӗркине нацисен шыравпа çăлав отрячӗсене туса хурасси, кризислă ситуацисен центрӗсен дежурнăй службисемпе оперативлă информаципе ылмашăнас ыйтусене те кӗртнӗччӗ. Ларăва РФ гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тата çутçанталăк инкекӗсене пӗтерес енӗпе министрӗ Александр Куренков уçрӗ.
— Халăха тата территорие чрезвычайлă лару-тăрусенчен хӳтӗлесси, пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтересси пирӗн ӗçре тӗп вырăн йышăнать. Çутçанталăк тата техногенлă инкексем, хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусем тата миграци кризисӗсем вăйланнă вăхăтра ку тата пӗлтерӗшлӗрех. Çавăнпа БРИКС çӗршывӗсен чрезвычайлă лару-тăру ӗçӗсен ведомствисен шайӗнче комплекслă хăрушсăрлăх, пӗр-пӗрне пулăшас системăна йӗркелекен стратегилле пуçарусем çав тери кирлӗ», — терӗ Александр Куренков БРИКС çӗршывӗсем пӗрле тухăçлă ӗçлесе халăха хăрушсăрлăхпа тивӗçтермелли майсем пуррине палăртса.
Сăмах май, БРИКС çӗршывӗсен чрезвычайлă лару-тăру ӗçӗсен ведомствисен пӗрремӗш тӗлпулăвӗ мар ку. Раççей МЧСӗ çакăн пек форматпа БРИКС çӗршывӗсем пӗр-пӗриншӗн интереслӗ нумай ыйту енӗпе опытпа паллашма тата пӗрле ӗçлеме майсем туса пама тăрăшать. Кăçал февраль уйăхӗнче кризислă лару-тăру центрӗсен дежурнăй службисем видеоконференци формачӗпе пӗрлехи тренировка ирттернӗ. Апрельте Архангельскра БРИКС çӗршывӗсен çутçанталăк инкекӗсен хăрушсăрлăхӗпе ӗçлекен управленисен ӗçлӗ ушкăнӗсен VI ларăвӗ иртнӗ. Халӗ акă Хусанта — лару.
— Çакăн пек пысăк пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ лару ирттерме Хусана суйланăшăн тав тăватăп. Ку пирӗншӗн чыс та, яваплăх та, — терӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов пухăннисене. Хăй сăмахӗнче вăл Хусанăн тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттерессипе опычӗ пысăккине, пӗлтерӗшлӗ тепӗр мероприяти октябрь уйăхӗнче, БРИКС çӗршывӗсен ертӳçисен саммичӗ, пулассине асăнчӗ. Тутарстан Раççейӗн вăйлă аталанакан, хальхи инфраструктурăллă, нефть уçлакан-тирпейлекен, нефтехими, машинăсем, самолетсем тăвакан промышленноçлă регион, апла-тăк техногенлă инкексем пулас хăрушлăх пысăк кунта. Анчах республикăн ертӳçи регионăн çутçанталăк, техногенлă чрезвычайлă лару-тăрусене пӗтерессипе пысăк опыт пухăннине каларӗ. «Пирӗн хальхи йышши пушарпа çăлав техники, унран та пӗлтерӗшлӗреххи — профессионалсен ресурсӗ — пысăк. „Халăхпа территорие чрезвычайлă лару-тăруран сыхласси, халăха пушар тата шыв-шурсем çинче хăрушсăрлăхсемпе тивӗçтересси“ республика программи ăнăçлă пурнăçланать», — терӗ вăл кун пирки. БРИКС çӗршывӗсен чрезвычайлă ведомствисен паянхи тӗлпулăвӗ пӗрлехи ӗçе малалла аталантарса хăрушсăрлăх сферинче пӗрлехи проектсене пурнăçлама май парассине шанать вăл.
Тӗлпулăвăн теори пайӗ июлӗн 10-мӗшӗнче иртрӗ пулсан, практики ыран пулать. Хусанти тӗп стадион умӗнче пушарпа çăлав техникин куравӗпе пӗрлех çăлавçăсем çул-йӗрпе транспорт инкекӗнчи çăлав ӗçне мӗнле йӗркеленине, Казанка акваторийӗнче вара çунакан карапа Раççей МЧСӗн ишмелли хатӗрсемпе, авиацийӗпе мӗнле сӳнтернине, çыннисене çăлнине, нефть продукчӗсем шыва юхса тухасран мӗнле-мӗнле васкавлă ӗçсем тунине кăтартӗç.
Сăнӳкерчӗксем rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев