Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанăн халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестивалӗ ӗнер хупăнчӗ. Номинаци çӗнтерӳçисем паллă

Ултă куна пынă XX Хусанăн Халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестиваль ӗнер, сентябрӗн 11-мӗшӗнче хупăнчӗ. Торжествăлла церемони Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче иртрӗ.

Ултă куна пынă XX Хусанăн Халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестиваль ӗнер, сентябрӗн 11-мӗшӗнче хупăнчӗ. Торжествăлла церемони Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче иртрӗ. 

Кăçалхи кинофорума 47 çӗршывран 800 заявка çитнӗ. Çак шутран пурӗ те 51 картинăна суйласа илнӗ. Географие пăхсан ытларах Хӗвелтухăç, Ази, Африка, СССР шутне кӗнӗ çӗршывсенчен. Ӗлӗкрех Европăран та активлă хутшăнатчӗç. Геополитикăри кăткăс лару-тăрăва пула килме пăрахрӗç. 
Кинофестивалӗн дневникӗ тӗрлӗ пулăмсемпе пуян, ӗçлӗ тӗлпулусемпе килӗшӳсем, кино сценарисен питчингӗ, творчествăлла тӗлпулусем, кино кăтартăвӗсем. Вӗсем тăрăх кӗске ролик хатӗрлесе ӗнерхи церемонире куракана паллаштарчӗç. 

Шел те, ытти çулхисенчи пек Раççей кино актерӗсем пысăк йышпа килмен. Кинофестивале уçнă çӗре Раççей халăх артисчӗсем Светлана Крючковапа Сергей Никоненко килнӗччӗ, хупнă çӗре никам та. Ку кăштах кăмăла хăварчӗ ӗнтӗ. 

Залра ларакансене патшалăх власть органӗсен представителӗсен енчен ТР Патшалăх Канашӗн Председатель çумӗ Марат Ахметов саламларӗ. 
— «Алтын минбар» чаплă фестиваль. Пӗтӗм тӗнчерен кунта кинематографистсем туртăнаççӗ. Мӗншӗн тесен харпăр ӗçе çӗнӗ куçпа пăхма, ыттисен çитӗнӗвӗсемпе танлаштарма май парать. Халăхсен хутшăнăвӗсене те фестиваль питӗ пысăк витӗм кӳрет, — терӗ Марат Ахметов. 
ТР Раисӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн» премине те вăлах пачӗ. 500 пин тенкӗ премие Рауф Кубаев (Раççей, Тутарстан) «Немая кукушка» фильмшăн тивӗçрӗ.

Унтан пӗрин хыççăн теприне номинаци çӗнтерӳçисене пӗлтерчӗç. Хусан патшалăх культурăпа искусствосен институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева наци конкурсӗнче çӗнтернисене наградăларӗ. «Кӗске метрлă чи лайăх наци фильмӗ» номинацире Сергей Киатровăн «Амина» картини, «Чи лайăх документлă наци фильмӗ» шутӗнче Алексей Барыкинăн «Руки маэстро» ленти, «Чи лайăх ача-пăча фильмӗ» номинацире Булат Сабитовăн «Я приду» фильмӗ, «Чи лайăх наци фильмӗ» номинацире Гульназ Галимуллинан «Монисто» кинокартини çӗнтерчӗ. 

Ку номинаци хыççăн сцена çине тӗп номинаци çӗнтерӳçисем ӗмӗтленнӗ парнене — кинофестиваль статуэткине илме тухрӗç. 

Çӗнтерӳçӗсем

Юрий Гвоздь «Краски памяти» фильмӗшӗн Зуфар Бухараев ячӗллӗ кино искусствине шаннăшăн ятарлă приза тивӗçрӗ. 
Раççей кинематографисчӗсен союзӗн Киноведсемпе кинокритиксен гильдийӗн парнине Ахмед Альхасави (Саудовская Аравия) «Кисло-сладкий» кинолентăшăн тивӗçрӗ. 

Кăçал ятарлă программа шутӗнче «Война и мир — новые территории» номинаци палăртни çӗнӗлӗх пулчӗ. Ку программăна кӗнӗ лентăсем историлле астăвăма, геройсен харпăр историйӗсене упраса хăварма пулăшаççӗ. Тата паллах, çамрăксене патриотизмла воспитани парассине пысăк тӳпе кӗртеççӗ. Ку номинацире Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене хăйне евӗр çӗнӗлле кăтартса панăшăн Фарит Фарисовăн «Ну здравствуй, дорогая» картинине палăртрӗç.
Куракансен юратнă кино номинаци кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова шучӗпе, чи пӗлтерӗшлисен шутӗнче. Мӗншӗн тесен кинона куракан валли ӳкереççӗ. Кăçал çынсене Юнес Бенăн (Тунис) «Суфизм» фильмӗ килӗшнӗ. 

Миляуша Айтуганова сцена çине пӗр тухнă-тухнă кинофестиваль аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнисене та палăртса хăварчӗ. Çавсен шутӗнче Ашраф Сархан (Египет), Алмоханнад Кальсом (Сири), Вячеслав Кораблев (Раççей, Тутарстан) пулчӗç. «Татаркино» директорӗ вӗсене дипломпа наградăларӗ. Амир Аббясов ун аллинчен ăнăçлă кино дебютшăн диплом илме тивӗçрӗ. 

Хаобам Пабанăн «Сын Иосифа» (Инди) фильмне жюри уйрăммăн палăртса хакларӗ. 
NETPAC жюрийӗ Турци режиссерӗн Фикрет Рейханăн «Стеклянный занавес» киноне суйланă кăçал. 

«Россия — Исамский мир» программăн «За диалог культур в исламском мире» наградине харăсах икӗ кино пайларӗ: Руслан Акунăн «Рай под ногами матерей» (Кăркăсстан) тата Абделил Эльӗн (Марокко) «Раб» фильмӗсем.

Яланхи пек кинофестивале хутшăнакансемпе хăнасене саламлама РФ Мăсăльмансен тӗн управленийӗн тата Муфтисен канашӗн председатель çумӗ Рушан хазрат Аббясов тухрӗ. «Пирӗн кинофестивалӗн миссийӗ çутӗç пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн кăмăл-сипетпе çынлăх хаклăхӗсене пайлакансем нумай çӗршывран килнӗ. Шăп çавăн пирки ӗмӗтленнӗ эпир 20 çул каялла. Малашне те фестиваль пӗтӗм тӗнчере пурăнакансене ырри енне чӗнӗ», — терӗ вăл. Тӗн хаклăхӗсене упраса хăварассине пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн вăл Тав хучӗпе Лилия Бурхановăна, Светлана Бухараевăна Раççей мăсăльманӗсен медалӗпе чысларӗ. Миляуша Айтуганована тутар халăхӗн культура еткерне популяризациленӗшӗн тата упраса хăварассинче нумай çулсем ӗçленӗшӗн медальпе чысларӗ. 

Майпен лару-тăру тӗп номинацисем патне çывхарса пычӗ. 
«Кӗске метрлă чи лайăх илемлӗ кино» номинацире Рафаэль Мукаевăн (Раççей) «Честь» картини, «Чи лайăх документлă кино» Муса Турен (пӗлтӗр вăл жюри председателӗччӗ, Сенегал) «20 лет спустя» фильмӗ çӗнтерчӗç. 

«1920 çулччен документлă фильмсен 50 проценчӗ Раççейре ӳкерӗннине сахал кам пӗлет пулӗ. Ку жанрăн профессионалӗсем шăпах çак çӗршывра çуралнă. Европăра ку жанрпа самай каярах ӗçлеме тытăннă. Вӗсем илемлӗ кино шайне çитеймен-ха. Жюри кăçал виçӗ картина тавра тавлашрӗ, анчах Сенегал фильмӗ чи лайăххи пулчӗ», — терӗ жюри пайташӗ Мисфера Альмуса (Сауд Аравийӗн Королевстви) Муса Турене тивӗçнӗ наградăна тыттарса.
«Чи лайăх анимаци фильмӗ» номинаци кăçалхи çӗнӗлӗх. Кунта Рамак Аминан (Иран) «Бумажные цветы» фильмӗ палăрчӗ. 

Тулли метрлă илемлӗ кино ӳкернӗшӗн чи лайăх режиссерпа сценарист ятне Салават Юзеев хăйӗн «Гора влюбленных» (Раççей, Тутарстан) кинокартинишӗн тивӗçрӗ. 

Чи лайăх оператор ятне «Бауырына Салу» тулли метрлă илемлӗ кино фильма ӳкернӗшӗн Жанарбек Елеубек (Казахстан) илчӗ. 
«Тулли метрлă фильмри чи лайăх актер» — Улмас Ораев («Эволюция» (Узбекистан), «Тулли метрлă фильмри чи лайăх актриса» — Сепиде Арман («Газель» (Иран).

«Гран-при» çӗнтерӳçине жюри председателӗ Метин Гюнай хăй пӗлтерчӗ. Ку номинацире Алексей Романовăн «Легенды вечных снегов» (Раççей) тулли метрлă киновӗ çӗнтерчӗ. 

«Ку наградăна илме эпӗ питӗ хавас. Мӗншӗн тесен Хусан Якути киновӗшӗн символла пӗлтерӗшлӗ. 28 çул каялла, пирӗн кинематографи пӗрремӗш утăмсем тунă вăхăтра, эпир сирӗн пата Якут киновӗсен кунӗпе килнӗччӗ. Хусан Якути кинематографӗшӗн импульс пек пулчӗ», — терӗ савăнăçне пытармасăр Алексей Романов. 

Çапла савăнăçлă лару-тăрупа вӗçленчӗ кинофестиваль. Кашни награда хăй хуçине тупрӗ. 

Салавват Камалетдтиннов («Татар-информ») тата https://kazan-mfmk.com/media/ сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура