Çак эрнере вак-тӗвек те шăпана тӗпрен улăштарма пултарать
Гороскоп

Çак эрнере вак-тӗвек те шăпана тӗпрен улăштарма пултарать

Тунтикун-ытларикунах хӑнӑхнӑ ӗçсене çӗнӗлле тума тивет. Кӗçнерникун, эрнекун илнӗ хыпарсем çитес уйăхри плансене витӗм кӳрӗç.

Фото Оксаны БердниковойТАКА Тунтикун илтнӗ хыпар хыççăн лайăх пӗлекен çын çине урăх куçпа пăхма тытăнатăр. Ытларикун, юнкун пит вас­катсан та эрне вӗçӗнче çеç йышӑну тăвăр. Кӗçнерникун кӑштах тупӑш илетӗр е тахçан çухатнă япала тупăнӗ. ВĂКĂР Эсир питӗ тӳсӗмлӗ, ӗçчен пулнине чылайранпа путланакан проект çӗнӗрен чӗрӗлни кăтартса парать. Кӗçнерникун укçа-тенкӗ ыйтӑвӗнче ӑнӑçу пулать, анчах тупăша пӗр харӑс тӑкаклама ан васкӑр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ  Тунтикунпа ытларикун кӗтмен хыпар илетӗр. Ăна пула планăрсене хӑвӑрт улӑштарма, çӗнӗ çулсем шырама тивӗ. Кăткăс ыйтăва татса пама юнкун ăнсăртран илтнӗ сăмах пулăшӗ. Кӗçнерникун, эрнекун пулăшу ыйтасса кӗтмесӗрех сире тӗрев паракан çын тупăнӗ.  РАК Ку эрнере кил-çуртăрта темле пулăм пулса иртсен те хăвăр тимлӗн итлесе ларма пӗлсен, йăлт йӗркеллӗ пулать.  Юнкун е кӗçнерникун сӗнӗве йышăнни финанс ыйтăвӗсене татса пама май парать.

АРĂСЛАН Тунтикун сирӗн уçă кăмăлăрпа усă кур­са юлас текен тупăнать. Эрнен пӗр­­ремӗш çурринче хӑюлӑхпа хăвăрт йышăну тума пӗлни кирлӗ ӗçре хӑвă­ра кăтартма май парать. Эрне вӗçӗнче паллашнă çын сире усă кӳрӗ. ХӖР Çак кунсенче вак-тӗвек ӗçсемпе чылай вăхăт иртет, ӗçе пӗтӗмлетнӗ чух çеç вӗсен пӗлтерӗшӗ мӗн тери пысăк пулнине ăнланса илетӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче сывлӑхпа çыхăннă, кил-хуçалăхра усă куракан техника  туянма ăнăçлă вăхăт. 

ТАРАСА Илӗртӳллӗ пулни сире çак кунсенче хирӗçӳрен хӑтарса хăварать. Юнкун, кӗçнерникун шутламан çӗртен тупӑш илетӗр е парне парса кӑмӑ­лăра çӗклӗç. Эрне вӗçӗнче иртекен мероприятисенче кирлӗ çынсемпе паллашатăр.  СКОРПИОН Çынна витӗр курни унăн шухӑшне уçса пама пулӑшать, анчах пӗтӗмлетӳсем тума васкамалла мар. Эрне варринче кӗтмен çӗртен тӑкакланма тивет, çа­вăнпа сыхлăх укçа-тенкӗ пуçтарса хумалла.  

УХĂÇĂ Эрне пуçламăшӗнчех ӗçӗрте, пурнăçăрта улшӑнусем патне туртӗ, ан­чах хальлӗхе çирӗп утӑм тума тăх­та­малла. Эрне варринче йыхрав илетӗр, ме­ро­приятире ин­тереслӗ, усӑллӑ çынсемпе паллашма май пулӗ. ТУ КАЧАКИ Çирӗп дисциплинăллă пулни сире шав тимлӗх уйăрма тивнӗ проекта вӗçлеме май парать. Эрне варринче техника чăхăмлама пултарать, çавӑнпа пит кирлӗ файлсене маларах шанчăклă çӗре куçарăр.  

ШЫВТĂКАН Эрне пуçламӑшӗнче сирӗн идейăна ӗçтешӗрсем ырласа йышăнӗç, анчах унпа пит тӗплӗн, вак-тӗвекӗ таранчченех, паллаштарма ан васкăр. Ытларикун кӗтмен тӗлпулу парнелет, кӗçех вăл çынпа эсир партнерсем пулса тăрăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче гардероба çӗнетме ăнăçлă вăхăт.  ПУЛĂСЕМ Ӗмӗтленме юратни ӗçшӗн чӑрмав пулса тăрать. Çавăнпа уçӑмлӑ ӗç планӗ туса унран пăрăнмалла мар. Эрне варринче кӑшт тупӑш илетӗр е парне парса  кӑмӑлăра уçӗç. Эрне варринче творчествăпа аппаланма лайăх вăхăт. 

 


гороскоп

Нет комментариев