Çынсемпе çывăхрах пулмалла, çӗнӗ туйăмсенчен хăрамалла мар
Пӗчченнисен шăпа пӳрнӗ çыннипе тӗл пулма ăнтăлмалла, шыракан тупать теççӗ. Тавракурăма аталантарасси çинчен манар мар. Пурнăç опычӗпе амбицисене пӗрлештерсен ума лартнă тӗллев патне çитетпӗрех. Ӗçтешӗрсемпе юлташăрсенчен пулăшу ыйтма ан вăтанăр.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çак кунсенче хăвăрăн принципсене хӳтӗлеме тивет. Сире никам та ăнланассăн туйăнмасть. Тавралла пăхкалăр – сирӗн майлисем, пулăшма хатӗррисем пурах. Эрнен иккӗмӗш çурринче пысăк япала туянни лайăх.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунранах кăмăл пусăрăннине сисетӗр. Çавăнпах çынсемпе тавлашса каятăр, хăвăр ăнкарман ыйтусенче çӗнтерӳçӗ пулса тухма хăтланатăр. Çак кунсенче шăпрах пулни сирӗн авторитета сыхласа хăварӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ырă пулни, хăвăра виçеллӗ тыткалани çак эрнере питӗ кирлӗ. Эсир халиччен хирӗçсе пурăннă çынсемпе те çăмăллăнах пӗр чӗлхе тупатăр, пурне те пулăшма васкатăр. Паллах, эсир ырă туни манăçмасть, ӗненӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Юрату вăхăчӗ, савнă çынпа тӗл пулма ăнăçлă эрне. Нимӗн япăххи çинчен те ан шутлăр, хальхи çепӗç туйăмсем сирӗншӗн манăçми савăнăçпа асра юлӗç. Ӗçӗрте те йăлт аван пулать. Эсир йӗркеллӗ, тăрăшуллă çын пулнине тивӗçлипе хаклӗç. Тен, шалу та ӳсӗ.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Хăйне шанакансене, лару-тăрăва тӗрӗс ăнланакансене ку эрнере çитӗнӳ кӗтет. Çак кунсенче тӗлӗкре курнисем пурнăçа килеççӗ тет. Кӗçнерникун ӗçре те, кулленхи пурнăçра та ырă хыпарсем кӗтеççӗ сире.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Пурнăç таппи ку эрнере хăвăртлăхне кăшт чакарать. Çавăнпа ытлашши яваплă ӗçсене кӳлӗнмелле мар, документсем çине çитес эрнере алă пуссан аванрах пулӗ. Канмалли кунсенче пӗччен ларса иртни-малашнехи çинчен шутлама вăхăт пулать.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Тунтикунранах хăвăра чăнкă карусельти пек туятăр – пулăмсем, ӗçсем, ăнсăртсем тупăнсах тăраççӗ. Халиччен татса пама ӗлкӗреймен ыйтусем çивӗччӗн тухса тăраççӗ. Пулăшу сӗнекен тупăнсан йышăнăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере сире питӗ нумай ӗç кӗтет. Яваплăрах пулсан эсир пурне те хăвăр тӗллӗн вӗçлеме ӗлкӗретӗр. Кӗçех пуçлăх сирӗн ӗçӗре ырласа преми парать е пысăкрах должноçа куçарать. Романтикăлла мыскарасем кăшт каярах пуçланаççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эмоцисем енчен илсен кунсем питӗ асар-писер иртеççӗ. Кăмăлăр кашни самантра улшăнса тăрать. Халь сахал пӗлекен çынсемпе калаçманни сирӗншӗн питӗ усăллă пулать. Каçсерен килте кӗнеке вуласа вăхăта усăллă ирттерӗр, ку кирлӗрех сире халь.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Пысăк япала туянма та, пит пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама та ăнăçлă вăхăт çак кунсем. Вăхăтăрпа, вăй-халăрпа тӗрӗс усă курма пӗлни çынсемпе вăрçăнасран та сыхлать, йăнăшасран та тытса тăрать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Вăй-хăватăр ку эрнере пит пысăк мар, çавăнпа кун йӗркине тӗрӗс палăртса çирӗп пăхăнмалла. Уçă сывлăшра тăтăш пулма тăрăшăр, çывăх çынсемпе ытларах вăхăт ирттерӗр. Канмалли кунсенче тунă ӗçсем ăс-хакăл аталанăвӗшӗн усăллă пулӗç.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Çынсемпе хутшăннă чух асăрхануллă пулăр. Калаçура кăнттамрах пулнипе кӳрентерни хăвăршăн ӳкӗнмелле пулса тухӗ. Çавăнпа таврара мӗн пулса иртнине лайăх тимлемелле. Çемьере сиксе тухакан ыйтусем, кил-çуртри вак-тӗвексем вăй-халăра, укçа-тенкӗре илӗç.
«Шедеврум» нейросетьпе асă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев