Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тунтикунранах сирӗн тата аванрах, ăслăрах, чипертерех пулма тăрăшмалла

Эрнелӗх гороскоп 31.07 – 06.08

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере питӗ тимлӗ, асăрхануллă пулмалла. Çынсемпе хирӗçесрен тытăнса тăрăр, йӗркесӗррисенчен пăрăнса утăр. Тӗплӗн шутламасăр ан тăкакланăр. Харкам хутшăнусенче чунăра уçма ан вăтанăр. Юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне шанма, ăнланма тăрăшăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ вăхăт халь. Ӗçлесе илме шанăç пулсан, инвестицисем хывма май пур-тăк – усă курмалла. Харкам хутшăнусенче юратнă çыннăра тимлӗх уйăрмалла, сире çывăхлатакан интерессем тупмалла, вăхăта пӗрле ирттерме тăрăшмалла.

 ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрнипех харкам хутшăнусене асăрхăр, хӗрӳленсе çивӗчленсен компромис шырамалла, килӗшӳ тупмалла. Сирӗн енчен тӗрӗслӗх, чăнлăх кирлӗ. Имидж çӗнетме халь меллӗ вăхăт, çӗнӗ сăнар сире илӗртӳллӗрех тăвӗ. 

РАК 22.VI-22.VII

Ку тапхăрта карьерăна, ӗçри тӗллевсене тимлӗх уйăрмалла. Профессире ӳсме сире канашсем, сӗнӳсем парӗç, çавăнпа çӗннине йышăнма ялан хатӗр пулăр, малашне вӗсемпе усă курассине шутласа картса хурăр. Çавăн пекех ӗçпе харкам пурнăçа пӗр шайра тытса пырассине те ан манăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Умри тӗллевсене, амбицисене тепӗр хут тимлӗн пăхса тухăр.Çывăх вăхăтра мӗнле тӗллев патне çитесшӗн эсир? Хăвăршăн çакна тума кирлӗ утăмсене палăртăр. Творчество пултарулăхӗ пулăшнипе чăрмавсене çăмăллăнах сиретӗр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Финанс ыйтăвӗсене татса парассине, пурлăх тăнăçлăхне тытса пырассине тимлӗх уйăрмалла çак кунсенче. Тăкаксемпе инвестици хывассине малтанах тӗплӗн шутласа ӗçе пикенсен ăнăçать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Тунтикунранах сирӗн тата аванрах, ăслăрах, чипертерех пулма тăрăшмалла. Çак тӗллевпе çӗнӗлӗхсене вӗренмелле, интереслӗ кӗнекесем вуламалла, экспертсемпе канашламалла. Тумтир сутакан лавккасене тухса кӗмелле.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ăс-хакăла анлăлатма, пӗлӗвӗре ӳстерме шанăç пулать çак кунсенче. Ку тапхăрта сирӗн хăвăра кăсăклантаракан сферăри вӗренӳ çине пусăм тумалла. Аталанăвăра малаллах илсе пымалла. Çапла майпа эсир тата маттуртарах пулăр.    

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Çак эрнере финанс ӗçӗсене ытларах тимлӗр. Тăкаксемпе тупăшсене тӗплӗн шутлăр, укçа-тенкӗпе тăнăç пулма ăнтăлăр. Пысăкрах тупăш илессишӗн теветкелленме кирлӗ мар. Килтисемпе сапăр пулсан çемйӗрте килӗшӳ, юрату хуçаланӗ.   

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эрне тăршшӗпех пурнăç ăслăлăхне, пуянлăхне шырăр. Сирӗншӗн мӗн чăннипех пӗлтерӗшлӗ, мӗне хаклать сирӗн чун? Шалти сассăрпа таврари лару-тăру килӗшӳре тăрать-и? Мӗн тумалла, мӗнле пулмалла гармонире пурăнас тесен? Çак ыйтусене хуравлама тăрăшмалла сирӗн.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Савнă çыннăрпа хутшăнусене аталантарма, юрату пурнăçне хăват кӗртме шанăç пур ку эрнере. Пӗчченнисем çӗнӗ çынсемпе паллашӗç. Харкам хутшăнусенче сирӗн килӗшӳ тупма ăнтăлмалла, сире пӗр туйăм, пӗр шухăш пӗрлештерсе тăрсан çеç гармони пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Вырсарникунччен хăвăрăн тӗллевӗрсене тепӗр хут пăхса тухăр. Тӗрӗс çулпах пыратăр-и эсир, кирлӗ еннеллех каятăр-и? Çакăн çинчен ӗмӗтленнӗччӗ-и? Çак ыйтусене пурне те «çапла» тесе хуравларăр-тăк, пӗр чарăнмасăр малалла тапаçланăр. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев