Хаклăхсем улшăнаççӗ – ӗнер çеç паха тесе шутлани вырăнне тепри йышăнать
Халь таврари ӗçсем мар, чунра пулса иртекеннисем пӗлтерӗшлӗрех, çавăнпа шухăш-кăмăла ытларах тимлер. «Çук» теме именнипе сăмах панишӗн ӳкӗнме тивӗ.
ТАКА 21.III – 20.IV
Хупă алăк умӗнче уçасса кӗтсе тăриччен кӗсйӗрсене пăхкалăр, уççисем хăвăртах. Ытларикун илекен хыпара лайăх тӗрӗслемесӗр ан шанăр. Ку эрнере скульптор пек, ытлашшине пӗр хăрамасăр касса хăвармалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Укçа-тенкӗ пур енчен килсе тăнине тип варсем çурхи шывпа тулнипе танлаштарма пулать. Сире наставник тивӗçӗсене шанаççӗ, çӗнӗ çынна вӗрентнӗ чух ӗçӗре тата ытларах ăнланма пуçлатăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Шутласа хунă плансем тунтикун арпашăнса каяççӗ, çавăнпа ытти чухнехинчен тимлӗ пулмалла, кашнине икӗ-виçӗ хут тӗрӗслемелле. Юнкун сире шеллеттерсе хăйсене усă тăвас текенсем тупăнаççӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрнипех интереслӗ идейăсем пуçăра пыраççӗ, манса каясран пурне те çырса хурăр. Уйрăмах юнкунран кӗçнерникуна курнă тӗлӗке астуса юлăр. Юлташăрсене итлесе авантюрăллă историе кӗрсе каятăр, анчах сире вăл самай усă кӳрӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Хăвăр ытла вăтанчăк пулмасан çак эрнере ӗçре палăрма май килет. Сывлăх аптрамасть, анчах нумай вăхăт пӗр вырăнта ларсан çурăм шăмми ыратма пуçлать. Кӗçнерникун юлташăр пулăшу ыйтма пырать.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Сирӗн инçетри çӗрсене çитсе курас килет, анчах çуллахи сăнсене чӳречерен пăхса ларнипех çырлахма тивет. Тунтикун хăвăртан кӗçӗнрех ӗçтешӗрсенчен канаш ыйтма ан именӗр. Хăвăрăн хака калама вăтанма чарăнсанах хобби укçа ӗçлесе илме май парать.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Кăмăлăр тӳпенелле туртăнсан та эрне кил-çурт ыйтăвӗсене татса парассипе ӗçлеме хистет. Юсав ӗçӗсем, лавкка чекӗсем сире кирек мӗнле медитацирен те лайӑхрах килӗшӳ тупма вӗрентеççӗ. Кӗçнерникун пуринчен пытарса пурăннă вӑрттӑнлӑхăр çиеле тухать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çутӑ сӳннипе-и, файл çухалнипе-и хăнăхнă йӗрке пăсăлать. Çакна ӑс-тӑн çаврӑнӑçулӑхне хӑнӑхтарни пек йышӑнӑр️. Ытларикун ӗçтешӗр йăлăхтармăш кичем ӗçе сире тутарасшăн пулать, ан килӗшӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрнипе килтен тухмасăр ларсан та çынсем сирӗнпе пит кăсăкланаççӗ. Юнкун чылайранпа тăсăлакан парăма хупма пӗр-пӗр услуга сӗнеççӗ. Творчествăра идейăсем çук-тăк спортпа аппаланмалла, пахчара çум çумламалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ытларикун ларура йăмпăлкка пулă пек çаврăнăçуллă пулмалла сирӗн. Енчӗкӗрте тахçантанпа выртакан хут укçа çинчен аса илетӗр. Юнкун сире арбитр пулма ыйтаççӗ, хăвăра влаçри çын пек туйма тытăнатăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Хыпар ытла нумай пулнипе ытларикун чылай вăхăта гаджетсене сӳнтеретӗр. Хăй айӑпне сирӗн çине йӑвантарма хăтланакансене тивӗçлипе вырăнне лартатăр. Юнкун кӗске çулçӳреве тухма лайăх.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Пысăк-пысăк планăрсем çинчен хуçалăхри хăтлăх кӳрекен вак-тӗвек ӗçсем çине куçатăр. Тунтикун техника ванать – кӳршӗпе мирлешме сăлтав пулать. Çитӗнӳ тума май паракан условисем йӗркелессипе сирӗн пысăк талант пуррине палăртаççӗ ӗçре.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев