Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Павлă (Бавлинский)

Чи аслă чиркӳ санӗн пилне тивӗçнӗ ентеш 70 тултарчӗ!

Таврапӗлӳçӗсен клубӗн пайташӗсем умӗнче Виталий Николаевич çав кун коллекционер пек те уçăлчӗ. Музейре вăл пуçтарнă значоксен коллекцине те тăратнăччӗ.

Павлă хулинчи таврапӗлӳ музейӗ çумӗнчи «Истори страницисем» клуб 2018 çулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче 20 çул тултарать. Шăпах çавăн чухлӗ вăхăт клуба пӗр улшăнми Павлăри паллă обществăлла ӗçчен, çак уйăхра хăйӗн 70 çулхи юбилейне паллă тунă Виталий Николаевич Козлов ертсе пырать.Таврапӗлӳçӗсен черетлӗ ларăвне шăпах юбиляра халалланăччӗ.

Виталий Николаевичăн мӗнпур тивӗçлӗ ӗçӗсемпе регалийӗсене асăнса тăмăпăр, вӗсем çинчен пурте пӗлеççӗ. Юбиляр Павлăра православи храмне уçас тӗлӗшпе пуçаруçă тата строительство организаторӗ пулнине, çавăншăн РПЦ ертӳçисен чи аслă чиркӳ санӗн пилне тивӗçнине асăнса хăварни çитет ахăр.

Виталий Козлов – кӗнекесемпе йышлă публикацисен авторӗ, таврапӗлӳçӗ-историк пек вăл тăван тавралăх историне тӗпчес ӗçе хăйӗн пысăк тӳпине хывнă. Потап-Тăмпăрлă ялӗнче çӳралса ӳснӗ 16 çулхи çамрăкăн пирвайхи статйи «Советская Татария» хаçатра пичетленнӗ. Хресчен çемйинче çуралса ӳснӗ ача «Байконур» космодромра офицерта вунă çул хӗсметре тăнă.

Демобилизаци хыççăн вăл Уруссури суту-илӳре инженерта, Павлăра профессиллӗ пушар чаçӗн начальникӗнче, нефтеразведкăра маçтăр, «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнче профсоюз комитечӗн председтелӗнче вăй хунă. Шăпах юлашки ӗçре вăл таврапӗлӳ музейӗн директорӗпе, Раиса Нурисламовăпа паллашнă. Калаçура директор антенна ӗçлеменни пирки пӗлтернӗ. Темиçе кунтан Виталий каллех музее килнӗ, антенна илсе килсе панă. Çавăнтанпа вăл музейӗн тӗп пулăшаканӗсенчен пӗри пулса тăнă. Пурлăх тӗлӗшӗнчен çеç мар, фондсене пуянлатас енӗпе те нумай ӗçлет. Çакна пысăк тав сăмахӗпе музей директорӗнче нумай çул ӗçленӗ Раиса Нурисламова палăртрӗ.

Виталий Николаевич 1990-мӗш çулсемшӗн тунсăхланине пӗлтерчӗ. Шăпах çав вăхăтра Павлă çыннисем ун çинчен ячӗ çумне «демократ» сăмах хушса калаçма пуçланă-çке.

– Çакă питӗ чаплă вăхăтчӗ. Эпир ун чухне мӗн шухăшлани пирки ирӗклӗн калама пуçларăмăр. Ирттернӗ пурнăçăн çӳллӗшӗнчен пăхса хам ун чухне айван пулнă ахăр тесе калама пултаратăп. Теветкеллӗ пулнă. Хăратса та пăхнă мана. Анчах чыспа сутлашман, намăса пӗлнӗ, мӗнпур ӗçе ырă кăмăлпа пурнăçланă. Çынсен умӗнче намăс мар мана, – тесе палăртрӗ вăл.

1990 çулхи августра В.Козлов республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче демократла юхăм йӗркелесе ертсе пынă. Сакăр çул Раççей Патшалăх Думин депутачӗн пулăшаканӗнче ӗçленӗ. Виталий Николаевич Мускавра иртнӗ пилӗк съездăн делегачӗ пулнă. Обществăлла йӗркепе Чăваш Республикин Правительствин Тутарстанри полномочиллӗ представителӗ, Чăваш наци конгресӗн президенчӗн представителӗ пулса тăрăшнă.

Виталий Козлов чăваш наци культурине сыхласа хăварассишӗн тата малалла аталантарассишӗн ирттерекен чылай мероприятин йӗркелӳçи тата идея тӗлӗшӗнчен хавхалантарса, пулăшса пыраканӗ. Çав вăхăтрах ăна районта пурăнакан ытти халăхсем те хисеплеççӗ, мӗншӗн тесен вӗсен чӗлхипе вăл ирӗклӗн калаçать. Павлăра Виталий Николаевича тӗслӗхлӗ çемье пуçлăхӗ пек пӗлеççӗ. Мăшăрӗпе, Анастасия Григорьевнăпа, вӗсем пилӗк ача çитӗнтернӗ, Павлă хулинчи çитӗнекен ăрăва воспитани парас тӗлӗшпе те нумай ӗçленӗ вӗсем. Чăваш наци вырсарни шкулне йӗркеленӗ, унта хăйсемех ачасене чăваш чӗлхине вӗрентнӗ, чăваш халăх культурипе йăли-йӗрки çинчен каласа панă.

Таврапӗлӳçӗсен клубӗн пайташӗсем умӗнче Виталий Николаевич çав кун коллекционер пек те уçăлчӗ. Музейре вăл пуçтарнă значоксен коллекцине те тăратнăччӗ.

Пурнăçӗ çинчен каланине пӗтӗмлетнӗ май Виталий Козлов хăйне хăй тӗлӗнтермӗш çын тесе хакларӗ. Ку чăнах та çапла пулӗ. Юбилей кунӗнче1919 çулта Поповка ялӗ çывăхӗнчи вăрманта персе пăрахнă Кирилл Алпутов учителӗн вилтăприйӗ çине кайса асăннă, кӳршӗсене çуркунне лартма калчасем тӳлевсӗрех паракан, качака усракан арçынна урăхла мӗнле хаклăн.

– Ку ӗçсемпе аппаланма пăрахаймастăп – Настя умӗнче намăс, – тет Виталий Николаевич, пурнăçран ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă мăшăрне аса илсе.

Таврапӗлӳçӗсен клубӗн историйӗ малтанхи кунсенченех Виталий Николаевичпа çыхăннă, çавăнпа, юбилярăн пурнăç страницисене уçса пынă май, таврапӗлӳçӗсем «Истори страницисем» клуб аваллăхне хăйсен асаилӗвӗсенче унăн ертӳçипе тачă çыхăнтарса куç умне кăларса тăратрӗç. Пӗр шухăшлисем Виталий Николаевича халалласа та çавăн пекех сăвăсем вуларӗç, парнесем пачӗç. Усăллă ялӗнчи хӗрарăмсен вокал ансамблӗн музыка саламӗ уншăн чăннипех те сюрприз пулчӗ. Чи хаклă парне – тăван ял хирӗсенче çитӗнтернӗ тулă çăнăхӗнчен пӗçернӗ каравай.

Кадрия ГИМАЗОВА.

«Слава труду» хаçатран Евгений ТУРХАН куçарнă.

Редакцирен: Июнӗн 11-мӗшӗнче Виталий Николаевича юбилейпе район пуçлăхӗсем, Чăваш наци конгресӗн, Чăваш халăх академийӗн, ЧНКА представителӗсем, юлташӗсем, тăванӗсемпе ачисем саламларӗç. Вăл нумай çул ертсе пыракан вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ӗçченӗсемпе хăнасем концертпа савăнтарчӗç. Мероприятире юбиляра Павлă районӗн администраци пуçлăхӗн, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн Хисеп хучӗсемпе, Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗн «За службу народу» орденӗпе наградăларӗç, парнесем пачӗç.

(В.Козловăн çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана