Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Ерӗспелӗнче никама та манман, нимӗн те манăçман

Элмет районӗнчи Ерӗспелшӗн апрелӗн 17-мӗшӗ тепӗр пулăмпа асра юлӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен сывă таврăнса мирлӗ вăхăтра вилнӗ ветерансене асăнса çав кун ял масарӗ çинче мемориал обелискне уçрӗç. Хăрушă вăрçăран таврăннисен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас шухăш ерӗспелсен ӗнер-паян кăна çуралман. Çавăнпа пӗлтӗр халăх пухăвӗнче обелиск лартасси çинчен сăмах хускатсан, ял-йыш пуçарăва...

Элмет районӗнчи Ерӗспелшӗн апрелӗн 17-мӗшӗ тепӗр пулăмпа асра юлӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен сывă таврăнса мирлӗ вăхăтра вилнӗ ветерансене асăнса çав кун ял масарӗ çинче мемориал обелискне уçрӗç. Хăрушă вăрçăран таврăннисен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас шухăш ерӗспелсен ӗнер-паян кăна çуралман. Çавăнпа пӗлтӗр халăх пухăвӗнче обелиск лартасси çинчен сăмах хускатсан, ял-йыш пуçарăва хапăл туса йышăннă. Çак ӗçрен никам та пăрăнса юлман.

Обелиск çине пӗтӗмпе 58 ветеранăн ячӗ çырăннă. Палăка уçмалли куна та ял-йышпа пӗрлех суйланă иккен. Вырăнти халăх кун пек сăваплă ӗç валли пӗр саслăн пулса Ваттисене асăнмалли куна палăртнă.

- Паллă кун паян, ăшă та ырă. Эпир иртнипе паянхине пӗр çиппе çыхăнтаратпăр. Пуласлăх вăл - иртнипе паянхи кунăн тăсăмӗ. Пирӗн ветерансем - ял историйӗ, вӗсем пирӗн паттăрсем. Ку обелиск çинче пӗтӗмпе 58 ят, ял варринчи обелиск çинче вара вăрçăран таврăнманнисен 74 ячӗ çырăннă. Эпир тыл ӗçченӗсене халалланă стелла та уçрăмăр, вăрçă ачисен ячӗсене те ӗмӗрлӗхе хăварăпăр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă кашни палăк тăван халăхăн çак вăрçăри капашсăр пысăк паттăрлăхне манманнине çирӗплетет, - терӗ Ерӗспел ветеранӗсен канашӗн председателӗ, вырăнти шкул директорӗ Владимир Григорьевич Кожуков мероприятие уçнă май.

Ял халăхӗ ыйтнипе Элметри Храмăн настоятелӗ Игорь протоиерей обелиска светить турӗ.

- Çакăн чухлӗ çын пуçтарăннине курса чун савăнать. Кунта ватти те, вӗтти те пур. Вăрçăран таврăннă ветеран-ентешсене асăнма пӗтӗм ял килнӗ. Ентеш-ветерансене эсир çапла манманни савăнтарать. Астăватпăр пулсан, пурăнатпăр-ха»,- терӗ Игорь протоирей те ерӗспелсен ырă ӗçне мухтаса.

Элмет районӗнчи ветерансен канашӗн ял хутлăхӗсемпе ӗçлекен комиссин председателӗ Валентина Григорьевна Бахтигареева пӗлтернӗ тăрăх, районта хальхи вăхăтра Тăван çӗршывăн аслă вăрçине хутшăннисене пӗтӗмпе 80 палăк лартнă, вӗсене пурне те тивӗçлӗн пăхса тăраççӗ. Ерспелте те ку çаплах, масар çинчи çӗнӗ обелиска та ял çыннисем юхăнма памӗç, пăхсах тăрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев