Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Сиреньел артисчӗсем миллионшăн кӗрешеççӗ

Театр коллективӗсен «Идельер» конкурс-фестивалӗ республикăра 18-мӗш хут иртет. Унта Тутарстанра тата унăн тулашӗнче ӗçлекен халăх театрӗсем хутшăнаççӗ. Фестивале пуçарса яракансенчен пӗри Г.Камал ячӗллӗ театрăн ертӳçи пулнă Ш.Закиров пулнăран, кăçалтан конкурса çак пултаруллă çын ятне панă. Конкурсăн финалӗнче çӗнтерекен театра 1 миллион тенкӗ приз кӗтет. Ăна ТР Президенчӗ Р.Минниханов хушăвӗпе çирӗплетнӗ....

Театр коллективӗсен «Идельер» конкурс-фестивалӗ республикăра 18-мӗш хут иртет. Унта Тутарстанра тата унăн тулашӗнче ӗçлекен халăх театрӗсем хутшăнаççӗ. Фестивале пуçарса яракансенчен пӗри Г.Камал ячӗллӗ театрăн ертӳçи пулнă Ш.Закиров пулнăран, кăçалтан конкурса çак пултаруллă çын ятне панă. Конкурсăн финалӗнче çӗнтерекен театра 1 миллион тенкӗ приз кӗтет. Ăна ТР Президенчӗ Р.Минниханов хушăвӗпе çирӗплетнӗ.
Апрелӗн 3-мӗшӗнче Элметри драма театрӗнче Чăваш Сиреньелӗнчи «Тамаша» халăх театрӗ хăйӗн пултарулăхне кăтартрӗ. Ефим Никитин çырнă «Хуняма» пьесăна ялти хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем сумлă жюри умӗнче кăтартрӗç. Çак театра 1995 çултанпа Лидия Макарова ертсе пырать. Тӗп рольсене те хăйӗн выляма тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев