Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Тавралăха илемлӗрех тăвасчӗ

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Элмет­ре Хула кунӗнче пултăмăр. Анчах та вăл миçе тултарнине пӗлекен сахал иккен унăн çуралнă кунне уявлакансен хушшинче. Аслă çултисем тӳрех хуравлаççӗ, çамрăксем вара Элмет хула статусне 1953 çулта илнине пӗлсех каймаççӗ... Апла пулин те нефтяниксен 64 тултарнă тӗп хулинчи уяв кăçал уйрăмах илемлӗ иртрӗ. Ăна нефтьпе газ промышленноçӗн...

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Элмет­ре Хула кунӗнче пултăмăр. Анчах та вăл миçе тултарнине пӗлекен сахал иккен унăн çуралнă кунне уявлакансен хушшинче. Аслă çултисем тӳрех хуравлаççӗ, çамрăксем вара Элмет хула статусне 1953 çулта илнине пӗлсех каймаççӗ... Апла пулин те нефтяниксен 64 тултарнă тӗп хулинчи уяв кăçал уйрăмах илемлӗ иртрӗ. Ăна нефтьпе газ промышленноçӗн ӗçченӗсен кунӗ умӗн ирттернине те палăртмалла. Уява ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Вăл газпа нефть отраслӗ çӗршыв экономикинче тӗп вырăн йышăннине, Раç­çейӗн ­энергетика хăрушсăрлăхӗн шан­­чăклăхӗ пулнине палăртрӗ. Çак отрасльти предприятисем пирӗн республикăн промышленность ӳсӗмне тивӗçтереççӗ.
Республика экономикине пы­сăк хулăм кӗртнӗшӗн, Президент Тутарстанăн чи чаплă наградипе - «Тутарстан Рес­публики умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа «Татнефть» компанин ӗç коллективне наградăлани те пы­сăк пӗлтерӗшлӗ.
Тутарстанра нефть промышленноçӗ еплерех аталаннин тапхăрӗсене театрализацилесе кăтартрӗç элметсем, çавăн пекех ретро-машинасен, ӗç коллективӗсен парачӗ те пулчӗ. «Татнефть» хăй çине нумай социаллă проект илет, вӗсен шутӗнче - «Вăрăм кун-çул цент­рӗ», «Симӗс фитнес», «Хулан культура уçлăхӗ», «Элметӗн урам театрӗ» тата ытти те.
Нефтяниксен анлă сарăлнă специальноçӗсемпе подразделенисен хушшинче ирттерекен професси ăсталăхӗн конкурсӗ те кунта тахçантанпах йăлара. Кăçал вăл 47-мӗш хут иртрӗ. Унта «Елховнефть» ӗçченӗсем çӗнтерчӗç.
Культура программи те питӗ анлăччӗ. Палăртса хăвармалла, кунта Хусанти пек, çынсене унта е кунта кӗртмесӗр лаптăксене тимӗр картапа пӳлсе илес йăла çук, йăлтах уçă, илемлӗ, тирпейлӗ те вырăнлă.
Хулана уяв тӗлне капăрлатас ӗçре те нефтяниксем самана уттинчен юласшăн мар. Вӗсем стрит-арт стилӗпе хăйсен гаражне сăрлаттараççӗ. Художниксем «хура ылтăна» халалланă композицие ытларах хура тата ылтăн тӗссемпе пӗветеççӗ. Хальхи ӳкерчӗк никӗсӗнче Харис Якуповăн соцреализм стилӗпе çырнă «Золото Татарии» картини. Ăна ылтăн тӗслӗ панулмисемпе илемлетсе урам художникӗсем этемшӗн чи малтан çемье пахалăхӗсем хак­лă пулмаллине палăртасшăн. Интереслӗ проект. Нефть упракан цистернăсем тӗрлӗ тӗспе ялкăшса тăнине курсан, чăн та, кăмăл çӗкленет. Индустриализаци объекчӗсем çине урăхларах куçпа пăхма тытăнатăн.
Ку чухне «Татнефть» компани ертӳçин Наиль Магановăн сăмахӗсене илсе кăтартас килет: «Енчен те эпир хамăр пурăнакан вырăна тимлӗх уйăрсан, ăна илемлӗрех тума тăрăшсан, лайăхрах пурăнма тытăнатпăр. Çакăн патне ăнтăлмалла та».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев