Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ каçару ыйтрӗ

Февралӗн 26-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче 11 сехетре администраци çурчӗ умӗнчи ятарласа хатӗрленӗ тӳремре ял çыннисемпе килнӗ хăнасем Çăварни уявлама пуçтарăнчӗç. Çанталăкӗ лайăх, пуçтарăннисен кăмăл савăк, хаваслă музыка, вӗри икерчӗпе чей - çаксем пурте халăх праçникӗн чи ырă паллисем. Йăла тăрăх, уява Çăварни юррисемпе ватă кинемисем уçрӗç. Пуçтарăннă халăха Чăваш...

Февралӗн 26-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче 11 сехетре администраци çурчӗ умӗнчи ятарласа хатӗрленӗ тӳремре ял çыннисемпе килнӗ хăнасем Çăварни уявлама пуçтарăнчӗç. Çанталăкӗ лайăх, пуçтарăннисен кăмăл савăк, хаваслă музыка, вӗри икерчӗпе чей - çаксем пурте халăх праçникӗн чи ырă паллисем. Йăла тăрăх, уява Çăварни юррисемпе ватă кинемисем уçрӗç.

Пуçтарăннă халăха Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Кузьмина саламларӗ. Вырсарникунхи каçару ыйтмалли кунра ял çыннисенчен ăнсăртран е пӗлмесӗр кӳрентернӗшӗн каçару ыйтрӗ, пурне те сывлăх, телейпе ăнăçу сунчӗ. Малалла уяв «Тамаша» ушкăнӗн театрализациленӗ постановкипе тăсăлчӗ. Тӳрккес кинеми Хӗлле (Н.Кулакова) Çуркуннене (Е.Тихонова) хăйӗнчен ирттересшӗн мар пулса тӗрлӗ сăтăрла ӗçсем тăвать. Скоморохсем (М.Фроловпа В.Ульдюкова) Хӗллепе Çуркуннен командисем хушшинче ăмăрту йӗркелерӗç. Вӗрен те туртрӗç, пӗрене те касса татрӗç, чупрӗç, «Павлин хӳри», «Шарсем çинчи кӗрешӳ» тата ытти вăйăсем вылярӗç.

Ăмăрту пынă хушăра куракансене «Сирень» вокал ушкăнӗпе «Пилеш» ташă ушкăнӗ тата «Нарспи» фольклор ансамблӗ юрласа ташласа савăнтарчӗç.

Уявăн кульминацийӗ вара «Хӗл карчăкне» çунтарнипе, вучах тавра карталанса ташланипе вӗçленчӗ. Мероприятие пурӗ 182 çын хутшăнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев