Сувар

Аксу хӗрӗ – пӗрремӗш!

Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун, июнӗн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин Суд департаменчӗн Управленийӗнче «Право в объективе» I Республика конкурсӗнче Аксу хӗрӗ пӗрремӗш вырăн йышăннă.

Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун, июнӗн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин Суд департаменчӗн Управленийӗнче «Право в объективе» I Республика конкурсӗн çӗнтерӳçисене наградăларӗç. Конкурсра малти вырăн йышăннисене чыслас церемоние Аксу район сучӗн председателӗ А.В.Никитина та хутшăнчӗ.

Конкурс «Правосудие от А до Я» проект шайӗнче иртрӗ. Çӗнтерӳçӗсене ТР Суд департаменчӗн Управленийӗн начальникӗ Зявдат Салихов тата Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗн директорӗ Рамиль Шарифуллин саламларӗç. Конкурсра палăрнисен хушшинче Аксури 3-мӗш номерлӗ шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Айсылу Шаязданова пулни питӗ кăмăллă. Унăн «Мирлӗ тӳпене юратма кашнинех ирӗк пур» ӗçӗ «Сăнӳкерчӗк» номинацире 5-8-мӗш классенче вӗрекен конкурсантсен хушшинче 1-мӗш вырăн йышăннă.

9-11-мӗш классенче вӗренекенсем валли те «Правосудие от А до Я» проект шайӗнче тӗрлӗ ăмăртусем йӗркеленӗ: вӗсем Раççей патшалăх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗ ирттерекен «Право, экономика, общество» олимпиадăна (акăлчанла) тата Раççей Федерацийӗн суд системине, Юрист кунне халалланă сочиненисен конкурсне хутшăнма пултараççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: