Новости по рубрике - Аксу (Аксубаевский)
-
14 февраля 2021 - 12:42ÇУЛ ÇИНЧЕ ЙĂНĂШМА ЮРАМАСТЬРеспубликăра «Ача – тӗп пассажир» ятпа профилактика мероприятийӗсем иртрӗç
-
17 июля 2020 - 15:06ÇЫН АЛЛИПЕ КĂВАР ТУРТМАÇÇӖХисеплӗ çыравçăн ырă ятне варалас текенсем ун ятӗнчен прокуратурăна çăхав çырнă
-
12 июля 2019 - 15:12Ӗне сума та теори пӗлмеллеРеспубликăн 43 районӗнчен 44 çын хутшăннă конкурса. Дояркăсем ӗне сумалли аппарата хăвăрт тата тӗрӗс пуçтарас, сăвас технологие еплерех пӗлни енӗпе ăмăртнă, сăвăма ӳстерессипе çыхăннă теорилле ыйтусем çине хуравланă. – Паллах, хумханмасăр пулмасть ӗнтӗ çӳллӗ шайри конкурсра. Çапах та тăрăшрăм. Хамăр комбинатра епле ӗçлеме хăнăхнă, çапла хăвăрт пурнăçларăм мӗн кирлине. Ыйтусем çине хам пӗлнӗ пек хуравларăм. Çӗнтеретӗп тесе шутламан та... 2-мӗш вырăн маншăн пысăк кӗтменлӗх пулчӗ, – каласа парать Вера Васильевна.
-
28 мая 2019 - 10:55Цифра çине Тутарстан кӗркунне куçатьСаврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Георгиевич Кузьмин пӗлтернӗ тăрăх, цифра телевиденийӗ çине куçас ыйтăва кунта тимлӗхре тытаççӗ. Унпа пӗр кун кăна ӗçлемеççӗ ӗнтӗ. Ятарлă вӗренӳ те иртнӗ. Цифра телевиденийӗн станцийӗ Пӳлерте кăна вырнаçнăран, тӗп инженерӗсем килсех çӳреççӗ.
-
12 мая 2019 - 11:58Саврăшпуçсем ӗçлесе те, канса та ӗлкӗреççӗМайăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗнче пурăнакансем çемйисемпе Заря поселокӗнчи Тӗпсӗр çăл патӗнче пуçтарăннă. Иоанн атте Мăнкун ячӗпе кӗлӗ вуланă, çăла светить тунă. Иоанн атте кунта пуçтарăннă кашни çыннах кучченеç – Мăнкун çăмарти тата пылак çимӗç панă. Кашни ыйту çинех хурав илме пултарнă çак кун Иоанн аттерен çынсем.
-
1 мая 2019 - 08:00Çӗр ӗçченӗн ӗç пӗтмест– Анатолий Федоров – пирӗн чи лайăх механизаторсенчен пӗри, – тет «Аксубай» агрофирмăн «Смена» уйрăмӗн управляющийӗ Виталий Варваркин. – Питӗ пултаруллă вăл: техникăна алăри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек лайăх чухлать, çӗр ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене аван пӗлет. Ӗçе яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлать.
-
2 августа 2018 - 10:39Палăк лартас ӗç пурнăçланнăПаян вӗт палăк лартасси çăмăл та йӳнӗ ӗç мар, анчах ку чи кирли мар-ха. Астăвăм, хамăрăн паттăр йăхташăмăрсене манманни темрен хаклăрах. Мероприяти умӗн яла та тирпейлес терӗмӗр. Çырма хӗррисене, çăлсене уçса тасатрăмăр, кӗпер хыврăмăр...
-
18 июля 2018 - 13:55Ачалăхăм, ачалăх, ачалăхăм ăçта?Тесе юрлаççӗ Аксу районӗнче 50 çул каялла шкул пӗтернӗ çынсем
-
13 июля 2018 - 10:07Темле асамлă вăй пур пек çав ункăраРеспублика Уявне ирттерме Аксу районӗн хăват пур. Мӗншӗн тесен кунти ялсенче ăна нихăçан та ирттерме чарăнман.
-
12 июля 2018 - 10:50Хӗрсем хулана тарнипе пӗтет те ял...Ялти çынсен шучӗ темиçе çул тăтăш ӗнтӗ чакса пырать. Сăлтавсенчен пӗри – хӗрсем качча тухичченех хулана пурăнма куçни.
-
6 июля 2018 - 10:58Министрăн ялӗ çутăсăр ларнăӖнер аслати Аксу районӗнчи тăватă яла çутăсăр хăварнă.
-
5 июля 2018 - 15:10Аксу район чăвашӗсен Уявӗ хăйне евӗрлӗАксу чăвашӗсен уявӗ кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче иртет. Ăна Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халаллаççӗ. Йăлари юрă-кӗвӗ, ал ӗç куравӗ, спорт вăййисемсӗр пуçне çӗнӗлӗхсем те пур...
-
6 июня 2018 - 13:40Аксу хӗрӗ – пӗрремӗш!Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун, июнӗн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин Суд департаменчӗн Управленийӗнче «Право в объективе» I Республика конкурсӗнче Аксу хӗрӗ пӗрремӗш вырăн йышăннă.
-
31 мая 2018 - 14:07Çӗнӗ Шупашкарта Аксу чăвашӗн куравӗ уçăлатьАксу районӗнчи Федоровка ялӗнче çуралса ӳснӗ пултаруллă чăваш пейзажисчӗн юбилейлă курав.
-
28 мая 2018 - 13:28Мăн асаттесен йăли 9-мӗш айфон ӗмӗрӗнче те чысраВырăс Троицин хăйӗн кăсăкӗ пур. Ун вăййисене хутшăнакансем типӗ милӗкпе çапăнаççӗ, хурăн тураттисем çине тӗрлӗ тӗслӗ хăюсем çыхаççӗ, ташласа савăнаççӗ...