Саврăшпуçсем ӗçлесе те, канса та ӗлкӗреççӗ
Майăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗнче пурăнакансем çемйисемпе Заря поселокӗнчи Тӗпсӗр çăл патӗнче пуçтарăннă. Иоанн атте Мăнкун ячӗпе кӗлӗ вуланă, çăла светить тунă. Иоанн атте кунта пуçтарăннă кашни çыннах кучченеç – Мăнкун çăмарти тата пылак çимӗç панă. Кашни ыйту çинех хурав илме пултарнă çак кун Иоанн аттерен çынсем.
Май уйăхӗн пуçламăшӗнчи канмалли кунсем халăхшăн чăннипех те ӗçпе кану уявне çаврăнчӗç. Çынсем пахчара ӗçлесе те, канса та ӗлкӗреççӗ çурхи ăшă кунсенче. Хулара пурăнакансем те çак вăхăтра ялалла туртăнаççӗ.
Майăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗнче пурăнакансем çемйисемпе Заря поселокӗнчи Тӗпсӗр çăл патӗнче пуçтарăннă. Иоанн атте Мăнкун ячӗпе кӗлӗ вуланă, çăла светить тунă. Иоанн атте кунта пуçтарăннă кашни çыннах кучченеç – Мăнкун çăмарти тата пылак çимӗç панă. Кашни ыйту çинех хурав илме пултарнă çак кун Иоанн аттерен çынсем.
Вырăнти библиотекăра йӗркеленнӗ «Тăвансем» клуба çӳрекен Липатовсемпе Гуляковсем Т.В.Максимова библиотекарь ертсе пынипе уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ: кăвайт çинче пулă шӳрпи пӗçернӗ, сăмаварпа чей вӗретнӗ, Галина Липатова хуплу пӗçерсе килнӗ…
Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова уява интереслӗ ирттерес тесе нумай хатӗрленни куçкӗрет, кăсăк сценари хатӗрленӗ. Апат пиçнӗ хушăра никам та кичемленсе ларман. Вырăнти артистсем Эдуард Ильин, Михаил Максимов, Вадим Липатов, Марсель Валиуллин, Анастасия Новичкова пухăннисене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарнă. Йӗркелӳçӗсем хатӗрленӗ вăйăсене ача-пăча та, аслисем те хаваспах хутшăннă.
Саврăшпуçӗнчи Культура çурчӗн директорӗ А.В.Иванов пурне те уяв ячӗпе саламланнă, праçнике хастар хутшăннăшăн тав тунă.
Пурӗ ялсенчи, хуласенчен килнӗ 185 çын хутшăннă мероприятие.
Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев