Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çурчӗн ятне улăштарнă

Ку эрнерен вăл нумай пулмасть пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă Аркадий Алексеевич Харитонов ячӗпе хисепленме тытăнӗ. Январӗн 23-мӗшӗнче Кивӗ Тимушкел ял хутлăхӗнчи граждансен пухăвӗ иртрӗ. Ытти ыйтусемпе пӗрле унтаюлашки кунччен «Уяв» халăх ансамбльне ертсе пынă ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн А.А.Харитоновăн ятне ӗмӗрлетессине те сӳтсе явнă. Халăх пӗр саслăн пулса вырăнти...

Ку эрнерен вăл нумай пулмасть пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă Аркадий Алексеевич Харитонов ячӗпе хисепленме тытăнӗ. Январӗн 23-мӗшӗнче Кивӗ Тимушкел ял хутлăхӗнчи граждансен пухăвӗ иртрӗ. Ытти ыйтусемпе пӗрле унтаюлашки кунччен «Уяв» халăх ансамбльне ертсе пынă ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн А.А.Харитоновăн ятне ӗмӗрлетессине те сӳтсе явнă. Халăх пӗр саслăн пулса вырăнти Культура çуртне Аркадий Алексеевичăн ятне парассишӗн сасăланă. Асăнса хăвармалла, ку пуçару Харитонова пытарнă чухне район пуçлăхӗнчен Камиль Гилмановран тухнăччӗ. Районти культура управленийӗн пуçлăхӗсем те, клуб тытăмӗн ертӳçисем те ку шухăша ырланă çеç. Халӗ клуба кӗрсенех çынсем вăл кам ячӗпе хисепленнине курма пултараççӗ. Çак ырă та пархатарлă çын хăйӗн чăвашлăхшăн тăрăшнă пурнăçӗпе ӗмӗрлӗхех çынсен асӗнче пулса маяк пек тӗслӗх кăтартса тăрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев