Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

ЧНКА ачасене спектакль парнелет

Хӗллехи каникул вăхăтӗнче Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин, Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев тăрăшнипе, чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчи кӗçӗн классенче вӗренекен тата ача садӗнчи ачасене Чăваш Республикинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ спектакльсемпе савăнтарӗ. Сăмах май, вӗсен пултарулăхӗпе Хусанта пурăнакан...

Хӗллехи каникул вăхăтӗнче Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин, Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев тăрăшнипе, чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчи кӗçӗн классенче вӗренекен тата ача садӗнчи ачасене Чăваш Республикинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ спектакльсемпе савăнтарӗ. Сăмах май, вӗсен пултарулăхӗпе Хусанта пурăнакан чăвашсен ачисем декабрӗн 25-мӗшӗнчех паллашма пултарчӗç. «Ванюк ӗçе хăнăхать» («Ванюшкиы каникулы») спектакль республикăри 4 районта иртет. Январӗн 6-мӗшӗнче артистсем Аксу районӗнчи Аксу поселокӗнчи Культура çуртне (11.00 сехетре) тата Нурлатри Туслăх Çуртне (14.00 сехетре) çитеççӗ. Январӗн 8-мӗшӗнче спектакле Кивӗ Çӗпрелӗнчи Культура çуртӗнче (10.00 сехетре) тата Пăва районӗнчи Кипеккассинче (14.00 сехетре) курма пулать. Мӗн пур спектакль тӳлевсӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев