Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Халӗ те типмен-ха вăрçă куççулӗ

Тӗнчен хăрушă тăшманне, Тискер фашистăн ӗнсине Хуçни, ак, çитмӗл икӗ çул, Типмен-ха пурпӗрех куççуль… (Валерий Николаев) Çапла Совет салтакӗсем Берлинра Рейхстаг çине Çӗнтерӳ ялавне вырнаçтарнăранпа 72 çул çитрӗ. Çак кун патне вӗсем, пирӗн асатте-асаннесем каласа панине ас тунă тăрăх, вут-кăвар витӗр, хӗн асап тӳссе, хăйсене шеллемесӗр, юн тăкса 4 çул,...

Тӗнчен хăрушă тăшманне,
Тискер фашистăн ӗнсине
Хуçни, ак, çитмӗл икӗ çул,
Типмен-ха пурпӗрех куççуль… (Валерий Николаев)
Çапла Совет салтакӗсем Берлинра Рейхстаг çине Çӗнтерӳ ялавне вырнаçтарнăранпа 72 çул çитрӗ. Çак кун патне вӗсем, пирӗн асатте-асаннесем каласа панине ас тунă тăрăх, вут-кăвар витӗр, хӗн асап тӳссе, хăйсене шеллемесӗр, юн тăкса 4 çул, 1418 кун талпăннă. Вăрçă хӗн-хурне тӳссе курман, кама та пулсан вăрçа ăсатман çемьесем сахал юлнă пуль. Хăш-пӗр çемьесенчен темиçешер арçын харăс тухса кайнă. Ăраскаллисем вăрçă вӗçленсен таврăннă, ыттисем çӗршыва хӳтӗлесе ют çӗрсенче выртса юлнă.
Пысăках та мар Беловкă ялӗнчен 107 çын вăрçа тухса кайнă. Вӗсенчен аллăшӗ çеç таврăннă, аллă çиччӗшӗ вара вăрçă хирӗнче пуçĕсене хунă. Ачасемпе хӗрарăмсен те тăшмана хирӗç тăма тивнӗ. Вӗсем ырми-канми ӗçленӗ: салтаксем валли ăшă япаласем пуçтарнă, суха пуçне те хăйсемех туртса фронта валли çăкăр акса тунă, çамрăк хӗрсем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсене торф кăларма çӳренӗ.
Вӗсем пурте пирӗн тăнăçлăхшăн, çутă пурнăçшăн тăрăшнă, эпир телейлӗ пурнăçпа пурăнасса шаннă. Çавăнпа та Совет салтакӗсен умӗнче пирӗн тивӗç питӗ пысăк. Эпир хамăр асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен паттăрлăхне асра тытмалла, çӗр çинче миршӗн тăрăшмалла.
Беловка ялӗнче вăрçă ветеранӗсем пӗри те юлман, пурте çӗре кӗрсе пӗтрӗç ӗнтӗ. Тыл ӗçченӗсем те питӗ сахалланса юлчӗç, митинга та тухайми пулчӗç. Анчах та шкулпа клуб ӗçченӗсем тăрăшнипе çак кун ялта пысăк уяв йӗркелерӗç.
Уява обелиск патӗнче пуçларӗç.Унтан пуçтарăннисем пур те хатӗрлесе тунă ветерансен сăнӳкерчӗкӗсене йăтса ял тăрăх «Вилӗмсӗр полкпа» утса çаврăнчӗç. Çанталăкӗ те пирӗн майлă çаврăнчӗ. Ирхине çумăр çурӗ, сивӗ пулчӗ пулсан, çак акци вăхăтне уяртса, ăшăтса ячӗ, ача-пăчасене, ял халăхне утма питӗ кăмăллă пулчӗ.
Мероприяти малалла клубра тăсăлчӗ. Уява хатӗрленсе вӗренекенсем вăрçă çинчен юрă-ташă вӗренчӗç, салтак тумӗ хатӗрлесе вăрçă вăхăтӗнчи тум çинчен те нумай тӗпчерӗç. 3-мӗш класс вӗренекенӗсем, Диана Максимовăпа Дима Бульбов, уява уçса пурне те саламланă хыççăн ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Махмутов И. Р. сăмах илчӗ. Уяв ячӗпе саламларӗ, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, тыл ветеранӗсене канлӗ ватлăх, тăнăç пурнăç сунчӗ. Беловка ял ветеранӗсен председателӗ Селиванов Г.Н. та вăрçă нихăçан та ан пултăрччӗ, асатте-асаннесем курнă хӗн-асапа нихçан та курас марччӗ, лăпкă пурнăçпа пурăнасчӗ тесе сăмах каларӗ. Шăплăх минутне ирттернӗ хыççăн шкул ачисем палăк патне чечек кăшăлӗсем хучӗç.
Уявăн иккӗмӗш пайӗнче шкул ачисем ялти театр кружокӗн ертӳçи Кожеманова Е.В. пухса хатӗрленӗ сценари тăрăх Совет салтакӗсен тӳсӗмлӗхӗ, чăтăмлăхӗ, хăвачӗ çинчен инсценировка кăтартса пачӗç. Мӗнле йывăр вăхăтра та атте-анне парнеленӗ чӗлхене манман, тăван чӗлхерен пӗрре те вăтанман (хальхи хăшпӗр çамрăксем пек чӗлхерен вăтанма шутлама та пултарайман вӗсем!). Салтаксен тумне тăхăннă шкул ачисем те йăлтах чăвашла калаçрӗç, юрăсен сăмахӗсем çеç вырăсла пулчӗç уявра.
Малалла уяв эстафетине клуб ӗçченӗсем тытрӗç. Вӗсем уçланкăра кайăк сассипе киленсе çӳрекен хӗрпе каччăн чи телейлӗ саманчӗ вăхăтӗнче Левитан сасси вăрçă пуçланнине пӗлтерекен хăрушă хыпара илтни, хирте ака вăхăтӗнче Çӗнтерӳшӗн савăнни, вăрçă хыççăн салтак киле таврăнни çинчен кăтартса нумай куракансен куççульне кăларчӗç пулмалла. «Çӗнтерӳшӗн савăннă, 1945-мӗш çулхи хӗрарăмсен тумне тăхăннă тăлăх хӗр арăмсем» савăнăç куççульне юхтарса юрларӗç те ташларӗç, фашистсене те такмаксемпе питлесе илчӗç.
Хальхи вăхăтра сывă, ялта пурăнакан тыл ӗçченӗсене те аса илме манмарӗç. Шел пулин те тӗрлӗ сăлтавсене пула, çак кун ялти тыл ӗçченӗсем Акимова Нина аппа, Алексеев Аркаш пичче, Глухарева Мария аппа, Максимова Улька аппа, Павлова Тоня аппа, Селиванова Зина аппа, Фомина Мария аппа, Шадрина Униççе аппапа Мария аппа уява тухаймарӗç. Фролов Юрка пичче кăна пулчӗ. Вӗсем пурте вăрçă пуçланнă вăхăтра 10-13 çулти ачасем пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев