Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

«Хасталăх çăлкуçӗнче» Николай Шелепи ентешӗ виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ

Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттернӗ видеосăвăсен конкурсне «Сувар» хаçатсăр пуçне «Чăваш халăх сайчӗ», Чăваш çамрăкӗсен «Сăвар» пӗрлешӗвӗ, «Шкул-тв» тата ытти общество организацийӗсем йӗркелнӗ. Пурӗ çак конкурса Чăваш Республикисӗр пуçне Тутарстанран, Пушкăртстанран, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчен 660 ӗç тăратнă. Йӗркелекенсем «Хастарлăх çăлкуçне» Тутарстанран питӗ нумай видео ярса панине...

Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттернӗ видеосăвăсен конкурсне «Сувар» хаçатсăр пуçне «Чăваш халăх сайчӗ», Чăваш çамрăкӗсен «Сăвар» пӗрлешӗвӗ, «Шкул-тв» тата ытти общество организацийӗсем йӗркелнӗ. Пурӗ çак конкурса Чăваш Республикисӗр пуçне Тутарстанран, Пушкăртстанран, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчен 660 ӗç тăратнă. Йӗркелекенсем «Хастарлăх çăлкуçне» Тутарстанран питӗ нумай видео ярса панине палăртрӗç. Çавăнпа та çӗнтерӳçӗсене суйласа илме çăмăлах пулман. Финала тухнă 30 сăвă калакансен хушшинче Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкулăн беловкăри филиалӗнче вӗренекен Дмитрий Бульбов пурри пире питӗ савăнтарчӗ. Дима хăй çулӗнчи сăвă калакансен хушшинче III вырăн йышăнчӗ. Шел, мартăн 25-мӗшӗнче Шупашкрти чыслава аксусем килсе çитеймерӗç. Унăн грамотине тата парнине йӗркелекенсем «Сувар» хаçат ӗçченӗсенчен парса ячӗç.
Чыслав питӗ интереслӗ иртрӗ. Çӗнтерӳçӗсене сăвă калаттарчӗç. Ку ӗçре уйрăмах пӗчӗк çултисем палăрчӗç. Аслисем те маххă памарӗç. Конкурсра çӗнтернисене саламлама пысăк çынсем - чăваш халăх поэчӗн ывăлӗ Атнер Хусанкай, ЧР вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев пынă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев