Сувар

«Хӗр Якку» – конкурсра!

Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи халăх пултарулăх ушкăнӗсене хавхалантарас, çитӗнекен ăрăва халăх йăли-йӗркипе интереслентерес тӗллевпе 2016 çулхи февраль уйăхӗнчен пуçласа Шупашкарта «Иксӗлми çăлкуçсем» регионсем хушшинчи радиоконкурс иртет. Конкурс положенийӗ тăрăх, кашни уйăхра тӳрӗ эфира икшер фольклор ушкăнӗ тухса темиçе тӗрлӗ юрă юрлать. Вӗсен пултарулăхне сумлă жюри хаклать. Январӗн 28-мӗшӗнче радиоконкурсра пирӗн...

Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи халăх пултарулăх ушкăнӗсене хавхалантарас, çитӗнекен ăрăва халăх йăли-йӗркипе интереслентерес тӗллевпе 2016 çулхи февраль уйăхӗнчен пуçласа Шупашкарта «Иксӗлми çăлкуçсем» регионсем хушшинчи радиоконкурс иртет. Конкурс положенийӗ тăрăх, кашни уйăхра тӳрӗ эфира икшер фольклор ушкăнӗ тухса темиçе тӗрлӗ юрă юрлать. Вӗсен пултарулăхне сумлă жюри хаклать.

Январӗн 28-мӗшӗнче радиоконкурсра пирӗн ентешсем Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Максимовсен «Хӗр Якку» çемье ансамблӗ Чăваш Енри Красноармейски районӗнчи çемье ансамблӗпе тупăшать.
Максимовсен ансамблӗн ячӗ те, суйласа илнӗ юрри те питӗ интереслӗ, вӗсен хăйсен легенди пур. Ушкăнра хальхинче Нина Степановнăпа пилӗк ачи (хӗрӗсем: Çырчаллинчи Елена Кондюкова («Чӗкеç» ансамбль ертӳçи), Хусанти Лира Васильевăпа Полина Ильдулова, Аксури Ирина Савинова тата Саврăшпуçӗнче пурăнакан ывăлӗ Михаил) пулаççӗ. Тӗрӗссипе, ансамбль тата та пысăк, хальхинче йыша кӗрӳшӗсемпе кинӗ, мăнукӗсем хутшăнмаççӗ. Купăсçисем те хăйсемех, Мишăпа Полина купăса питӗ ăста калаççӗ.
Елена Львовна каласа панă тăрăх, вӗсен ват аслашшӗ шӳте питӗ юратакан çын пулнă. Аксу тăрăхӗнче вăл вăхăтра хӗр вăрлас йăла пулнă. Пӗррехинче шӳт тăвас тесех хӗр вырăнне Якку тăлăп тăхăнса ларса кайнă иккен. Çавăн хыççăн ăна ялта «Хӗр Якку» теме тытăннă. Максимовсем çакна асра тытса ансамбле те ват аслашшӗн хушма ятне панă.
Конкурса Максимовсем «Саркаланма сар кӗрӗк» юрра суйласа илнӗ. Ăна вăрçă çулӗсенче мăнакăшӗ Раиса Махайловна Леонтьева, Алексеевски районӗнчи Ивановка ялӗнче (хальхи вăхăтра ку ял çук. - Ред.) учительте ӗçленӗ чух вӗренсе килнӗ пулнă. Кунсăр пуçне Максимовсем тата туй юррипе такмаксем те хатӗрленӗ.
Пултаруллă ентешӗмӗрсене конкурсра Аксу тăрăхӗнчи чăвашсен пултарулăхне туллин кăтартасса иккӗленместпӗр, çӗнтерӳпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: