Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Хурлăхлă хыпар пӗччен килмест...

Хаçатăн иртнӗ номерӗнче кăна-ха Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнакан Аркадий Алексеевич Харитонова 75 çул тултарнă ятпа саламланăччӗ. Такăр çулпа утма хурçă пек çирӗп сывлăх суннăччӗ ăна мăшăрӗпе тăванӗсем. Паян ак хурлăхлă хыпара илтсен телефона ывăтса ярас килсе кайрӗ. Мӗнле-ха капла?! Яланах çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа çӳрекен, вашават тата нумай çул пурăнмалли çыннăмăрсăр...

Хаçатăн иртнӗ номерӗнче кăна-ха Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнакан Аркадий Алексеевич Харитонова 75 çул тултарнă ятпа саламланăччӗ. Такăр çулпа утма хурçă пек çирӗп сывлăх суннăччӗ ăна мăшăрӗпе тăванӗсем. Паян ак хурлăхлă хыпара илтсен телефона ывăтса ярас килсе кайрӗ. Мӗнле-ха капла?!
Яланах çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа çӳрекен, вашават тата нумай çул пурăнмалли çыннăмăрсăр тăрса юлтăмăр. Паян, Аксури реанимацире...
Пӗр-пӗрне Çӗнӗ çулпа саламлани те нумай пулмасть кăна вӗт-ха. Яланах шӳтпе-мӗнпе калаçаканскер, таврарисене те çав настроение куçарса хăваратчӗ. Купăсне тăсса ярсан вара!.. Нихăçан та ывăнтăм е пултараймап тесе каламан.
Астăватăп, 2015 çулта Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çуртӗнче «Никрут юрри» фестивалӗн суйлав турне ирттернӗччӗ. Унта ăна курмарăм. Хулне ыраттарнă терӗç клуб ӗçченӗсем. Конкурс вӗçленес умӗн сцена çине хуллен кăна купăс йăтнă Аркадий Алексеевич тухрӗ те тимушкелсен салтак юррисене питӗ хурлăхлăн юрласа пачӗ. Унăн хут купăс йăтма та вăйӗ пулман-тăр ӗнтӗ тен. Анчах та артист сцена çине тухман сăлтав пӗрре кăна пулма пултарать - вăл вилӗм, - теççӗ профессионалсем. Аркадий Харитонов та çавăн пекчӗ.Çавăн пек асра юлӗ. Миçе конкурс-фестивальте çӗнтермен пулӗ кивтимушкелсем вăл тăррăшнипе. Шутласа пӗтерме те çук.
Турă ачасем паман ăна, анчах Аксу районӗнчи «Уяв» ансамбль унсăр тăлăха тăрса юлчӗ вӗт. Шел питӗ шел. Пысăк çухату ку чăваш юрăпа фольклор искусствишӗн.

Хурланатăп. Хурланатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев