Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Хусан чăвашӗсем çула тухаççӗ

Хамăр халăх уйрăмлăхне пурнăçра тӗрлӗрен палăртма пулать: е ыттисенчен ютшăнса пурăнса, е нацин чиккисене сара-сара. Хамăрăн шухăш-кăмăл аталанăвӗнче эпир ытларах иккӗмш палăрту çине тӗренетпӗр, чăвашсен кульутра еткерлӗхӗпе Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ăс-хакăл туприне пуянлататпăр. Çакна туса эпир хамăрăн наци уйрăмлăхӗсене çухатмастпăр кăна мар, вӗсене пысăклататпăр тата анлăлататпăр, халăхсен пурнăçне çӗнӗ тӗссем кӗртетпӗр....

Хамăр халăх уйрăмлăхне пурнăçра тӗрлӗрен палăртма пулать: е ыттисенчен ютшăнса пурăнса, е нацин чиккисене сара-сара. Хамăрăн шухăш-кăмăл аталанăвӗнче эпир ытларах иккӗмш палăрту çине тӗренетпӗр, чăвашсен кульутра еткерлӗхӗпе Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ăс-хакăл туприне пуянлататпăр. Çакна туса эпир хамăрăн наци уйрăмлăхӗсене çухатмастпăр кăна мар, вӗсене пысăклататпăр тата анлăлататпăр, халăхсен пурнăçне çӗнӗ тӗссем кӗртетпӗр. Пултарулăх анинче чунтан тăрăшакан кашни ӗçчен чăваш искусствине аталантарса - ӳнер-и вăл, юрă-кӗвӗ хайласси-и - хăй енчен мӗн-тӗр çӗннине, никамра та çуккине сӗнет. Çакăн пек ятсем хушшине Сандр Пикла, Праски Виттине, Алексей Наумова кӗртес килет.

Ку кӗркунне республикăри чăвашсемшӗн тӗрлӗрен пулăмсемпе пуян. Яланхи пекех кӗр уявӗсем, мешехесем иртеççӗ районсенче. Çапах «Хусан чăвашӗсем» ушкăн 15 çул тултарни вӗсенчен уйрăмтарах тăрать. 2001 çулта Тутарстанăн чӗринче, пирӗн куç умӗнче çуралса çак ушкăн, çынсене чăваш юрри çине урăхларах пăхма хистесе, хăйне евӗр халăхсен туслăхӗн символӗ пулса тăчӗ. Тӗрлӗ наци çыннисем пӗрле пухăнса чăваш юрă-кӗвине аталантараççӗ. Алексей Наумов композитор ертсе пынипе вăл ура çине тăчӗ, çулсерен куракансене çӗнӗ юрăсемпе савăнтарать. Халăхсен туслăхӗн кунӗ çывхарнă май «Хусан чăвашсем» ушкăн çӗнӗ программăна Кама леш енчи районсенче кăтартма хатӗрленет.

«Виçӗ концерт программиллӗх те çитеççӗ юрăсем. Хăшне юрласа памалла пӗчӗк юбилейра? Аптăрана ертӗм, - тет ушкăн ертӳçи. - Çӗнӗ юрăсем те нумай, вӗсене часрах куракан умне кăларас килет, киввисем, итлекенсене килӗшнисем те сахал мар...»

Октябрӗн 28-мӗшӗнче Нурлатри РДК-ра, 29-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче, 30-мӗшӗнче Аксури РДК-ра 19.00 сехетре пуçланаççӗ «Хусан чăвашӗсен» концерчӗсем. Унта эсир пултаруллă юрăçсемпе кăна мар, пирӗн хаçат ӗçченӗсемпе те тӗл пулăр. «Сувара» çитес çур çула çырăнакансем хушшинче парнесем вылянтаратпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев