Кашни çынра этемлӗх пур

Аксури 18-ти хӗр Женя Краснова Санкт-Петербургри теракт вăхăтӗнче аманнă çынсене пулăшнă. Çак паттăрлăхшăн ăна «Пирӗн вăхăтри герой» медальпе чысланă. Аса илтеретпӗр, Женя Санкт-Петербург хулине хăйӗн тăванӗсем патне хăнана кайнă пулнă. Ентешӗмӗрӗн сăмахӗсем тăрăх, шăп çав кун (апрелӗн 3-мӗшӗнче) вăл юлташӗсемпе пӗрле хула курса çӳренӗ. «Сенная площадьре уçăлса çӳренӗ чухне юлташсене...
Аксури 18-ти хӗр Женя Краснова Санкт-Петербургри теракт вăхăтӗнче аманнă çынсене пулăшнă. Çак паттăрлăхшăн ăна «Пирӗн вăхăтри герой» медальпе чысланă.
Аса илтеретпӗр, Женя Санкт-Петербург хулине хăйӗн тăванӗсем патне хăнана кайнă пулнă. Ентешӗмӗрӗн сăмахӗсем тăрăх, шăп çав кун (апрелӗн 3-мӗшӗнче) вăл юлташӗсемпе пӗрле хула курса çӳренӗ. «Сенная площадьре уçăлса çӳренӗ чухне юлташсене метрона кӗмешкӗн чӗнтӗм», - аса илет хӗр. Çамрăксем «Технологи институчӗ» станцие кенӗ. Анчах та платформăна тухсан вӗсем килекен сирпӗннӗ поезда асăрханă. Женя хăраса ӳкмен, вăхăта сая ямасăр пӗрремӗш аманнă çыннах пулăшма тытăннă. Çыннăн аллинчен тухакан юна чарас тесе хӗр çӳç резинкинчен жгут туса çыхнă. Шел пулин те, çынни больницăра вилсе кайнă.
Теракт хыççăн хӗр халӗ те лăпланаймасть. - Йышлă урамсенче çӳреме, çынсемпе тӗл пулма хăракалама тытăнтăм, - тесе пӗлтерет хăй. Унсăрăн пуçне хӗрӗн ӗçне тиркенисем те пур иккен. Интернетра çыннăн пурнăçӗн юлашки минучӗсене пӗтернӗ тесе те айăплаканнисем тупăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.16200
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла14200
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать26602
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать10200
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать14700
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ13900
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать26602
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.16200
-
7 апреля 2021 - 21:02Ҫӗнӗ чире пула шӑрша туйма пӑрахнисен мӗн тумалла? Реабилитолог ковидпа чирленӗ хыҫҫӑн шӑршӑпа тутӑна туяссине тавӑрма пулни пирки ӑнлантарнӑ15100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика