Сувар

Кивӳселсемшӗн пенсире пурнăç пуçланать кăна-ха

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял библиотекинче хастар пенсионерсене тăтăшах курма пулать. Вӗсем литературăпа, йăла-йӗркепе çыхăннă каçсене хаваспах хутшăнаççӗ тата Татьяна Викторовна Артамонова библиотекарь йӗркеленӗ «Улах» фольклор ушкăнне юрлама çӳреççӗ. Сцена çине тухмалли тума та кукамăш-асламăш кӗписем майлинех çӗлеттернӗ. Кашни çул Микулара пуçланакан Уява ирттереççӗ, Çӗнӗ çул каçӗнче вара çӗрӗ яраççӗ....

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял библиотекинче хастар пенсионерсене тăтăшах курма пулать. Вӗсем литературăпа, йăла-йӗркепе çыхăннă каçсене хаваспах хутшăнаççӗ тата Татьяна Викторовна Артамонова библиотекарь йӗркеленӗ «Улах» фольклор ушкăнне юрлама çӳреççӗ. Сцена çине тухмалли тума та кукамăш-асламăш кӗписем майлинех çӗлеттернӗ. Кашни çул Микулара пуçланакан Уява ирттереççӗ, Çӗнӗ çул каçӗнче вара çӗрӗ яраççӗ. Культура çуртӗнче иртекен отчетлă концертсенчен те пӗрре те юлман - ял халăхне, килнӗ хăнасене чăваш халăхӗн ӗлӗк-авалхи йăла-йӗркисене кăтартса савăнтараççӗ. Кăçал та нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗнче Çăварни юррисене юрласа, ташласа, куймакпа, пылпа, сăрапа хăналаса çак уява хутшăнчӗç.

Нурлат хулинче çуллен иртекен Уява кашни çул çунса тăракан чӗрисемпе, янравлă сассисемпе илемлетеççӗ. «Улах» фольклор ушкăнӗн тӗллевӗ халăх кӗввисене, юррисене, йăла-йӗркисене пулас ăру валли сыхласа хăварасси. Унта çӳрекен Р.Алексеева, Е.Лизунова, А.Лизунов, А.Васильева, О.Молоткина, Е.Титова, Н.Ваструкова пурнăçлаççӗ те çак тӗллеве. Вӗсем халӗ чăнах та пенсире пурнăç пуçланать кăна-ха тенипе 100 проценчӗпех килӗшеççӗ. Кунта чи малтан ансамбль, библиотека ертӳçи Татьяна Викторовна Артамонова «айăплă» иккен. Шăпах вăл вырăнти халăха тӗк пурăнма памасть, библиотекăра мероприяти хыççăн мероприяти йӗркелет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: