Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Классиксен пурнăçне тӗпчет

е кăларас тесе тăрăшатăп. Анчах çакă чун туртăмӗн пӗр енӗ çеç. Пушă вăхăтăн ытларах пайне чăваш классикӗн, поэзи аслашшӗн Николай Полоруссов-Шеле­пин пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпчесе ирттеретӗп. Архивсенче пулатăп, таврари ялсем тăрăх çӳресе мухтавлă ентешӗн тăванӗсене, пӗлӗшӗсене шыратăп, чи пахине пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарса ун çинчен роман-хроника çырса кăларма хатӗрленетӗп, - тесе каласа панăччӗ...

е кăларас тесе тăрăшатăп. Анчах çакă чун туртăмӗн пӗр енӗ çеç. Пушă вăхăтăн ытларах пайне чăваш классикӗн, поэзи аслашшӗн Николай Полоруссов-Шеле­пин пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпчесе ирттеретӗп. Архивсенче пулатăп, таврари ялсем тăрăх çӳресе мухтавлă ентешӗн тăванӗсене, пӗлӗшӗсене шыратăп, чи пахине пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарса ун çинчен роман-хроника çырса кăларма хатӗрленетӗп, - тесе каласа панăччӗ мана çак кунсенче телефонпа ăслăлăхпа ӳнер искусствисен чăваш халăх академийӗн чăн пайташӗ, сăвăç тата çыравçă Валерий Александрович Мартынов (Туктар).
В.Туктара чӗрӗк ӗмӗр ытла пӗлетӗп ӗнтӗ. Чи малтан Чăваш наци конгресӗн пӗрремӗш съездӗнче паллашнăччӗ унпа. Çавăнтанпа çыхăнăва татман. Ун чухнех хастар чăваш тăван литературăра тарăн йӗр хăварнă ентешӗсен пурнăçӗпе кăсăкланатчӗ. Уйрăммăн илсен, чăваш поэчӗпе çыравçин, 1909-1914 çулсенче Çӗнӗ Аксу шкулӗнче ӗçленӗ Н.В.Шупуççыннин пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпчени пирки каласа паратчӗ мана. Ку енӗпе чылай ӗçсем туса ирттернӗ вăл. В.Туктар пуçарăвӗпе шкул çурчӗ çине асăну хăми вырнаçтарнă.
В.Туктар 1951 çулхи ноябрӗн 7-мӗ­шӗн­че Аксу районӗнчи Çӗнӗ Аксу ялӗнче çуралнă. Аксури вăтам шкул хыççăн халăх пултарулăхӗн Тутарстанри наукăпа методика центрӗн илемлӗ литература уйрăмӗнче вӗреннӗ. Унтан ăна тăван шкула ӗçлеме чӗннӗ.
Чăваш Республикинчи НАНИ вице-президенчӗ, искусствоведени докторӗ А.А.Трофимов профессор сӗннипе ăна чăваш патшалăх педагогика институчӗн художествăпа графика факультетне куçăмсăр майпа вӗренме йышăннă. 19 çул ытла тăван шкулта учительте вăй хунă, вӗренӳпе воспитани ӗçӗшӗн яваплă пулнă. Ăна РФ Вӗ­рентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе наградăланă.
Литературăпа шкулта вӗреннӗ чухнех кăсăкланма пуçланă. Пирвайхи сăвви «Ял пурнăçӗ» (Аксу) хаçатра, пӗрремӗш калавӗ «Хатӗр пул» (Шупашкар) журналта пичетленнӗ. Ун хыççăн сăввисем Аксу, Нурлат, Пăва район хаçачӗсенче, «Сувар» (Хусан), «Самар ен» (Самар), «Тантăш», «Хыпар», «Самант» (Шупашкар) хаçатсенче, «Ялав» тата ытти журналсенче пичетленсе пынă.
Халӗ Валерий Александрович Тутарстанри Лениногорск хулинче пурăнать. Унăн пуçарăвӗпе хулари «Заветы Ильича» («Лениногорские вести») хаçатра чăвашла «Шурăмпуç» хушма кăларăм пичетленме тытăнать. Чăваш общест­вăлла культура пӗрлӗхне йӗркелес ӗçе хастар хутшăннă вăл, пӗрлӗх уставне çырма пулăшнă. 1997-2002 çулсенче хулари чăвашсен культура центрне вăл ертсе пынă.
Валери Туктар Раççейри регионсем хушшинчи Пелепей (Пушкăртстан) хулинче ирттерекен «Хавхалану çăлкуçӗсем» поэзи фестивалӗн 2007 тата 2009 çулсенчи лауреачӗ. Унăн 20 ытла сăввине Геннадий Садовников, Алексей Наумов, Владимир Егоров тата Анатолий Печников композиторсем кӗвӗлесе юрра хывнă. Çарăмсанпа Сӗнче, Шуçăмпа Зай тăрăхӗсенчи тӗрлӗ ансамбльсем, юрăçсем Туктар сăввисемпе кӗвӗленӗ юрăсене хавхаланса шăрантараççӗ. Унăн Г.Н.Садовников композитор кӗвве хывнă «День Победы» юррине ОАО «Татнефть» «Рухият» фончӗ ирттернӗ фестиваль-конкурс комиссийӗ дипломпа паллă тунă. 2009 çултанпа В.Мартынов Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Шамиль Бикчурин премийӗн лауреачӗ.
Валери Туктар «Шухăшăмсем - шурă кă­вакарчăнсем» (2001), «Хӗр хули» (2005), «Пӳлер кӗввисем» (2009), «Хусан - Казань» (2010), «Чӗлхе çинчи сăмахсем» (2013) кӗнекесен авторӗ.
Хавхалану çăлкуçӗ халӗ те тапса тă­рать сăвăçăн. Çӳлерех асăннă роман- хроникăсăр пуçне сăвăсен çӗнӗ кӗнекине кăларма хатӗрленет, çӗнӗ сăвăсем çырать. Юбилейпе саламласа творчествăра çӗнӗ ӳсӗмсем сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев