Сувар

Мӗнле çаклашкаран пуçланать ял театрӗ?

1987 çулта «Аниса» спектакль кăтартса Чистайри конкурсра çӗнтерсе «халăх» ята илнӗ хыççăн Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ театра штат уйăрса параççӗ. Унăн режиссерӗ малтан Михаил Мулеев пулнă, халӗ пултарулăх ушкăнне Зинаида Аниськина ертсе пырать. Кашни çул халăх тетарӗ хăйӗн ятне çирӗплетес тесе республикăри çакнашкал театрсен фестивалӗсенче хутшăнать. Унта...

1987 çулта «Аниса» спектакль кăтартса Чистайри конкурсра çӗнтерсе «халăх» ята илнӗ хыççăн Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ театра штат уйăрса параççӗ. Унăн режиссерӗ малтан Михаил Мулеев пулнă, халӗ пултарулăх ушкăнне Зинаида Аниськина ертсе пырать.

Кашни çул халăх тетарӗ хăйӗн ятне çирӗплетес тесе республикăри çакнашкал театрсен фестивалӗсенче хутшăнать. Унта ача спектаклӗсене те кăтартаççӗ, аслисенне те. Ачасемпе çулталăкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. Ун патне 15 ача актер ăсталăхне вӗренме çӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыççăн пухăнаççӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов - чи пултаруллисем.

Кӗркунне клубра ăшă парсан пуçланать ялти театр сезонӗ. Ял-йыш та кӗтет премьерăсене.

Декорацисене те ял театралӗсен хăйсен тума тивет. Клубри хӗрарăмсене мăшăрӗсем пулăшаççӗ. Костюмсемпе вара йывăр. Уйрăмах ачасем валли тӗрлӗрен выльăхсен тумӗсене тума хӗн.

Аслисен репертуарӗ - йăлтах чăвашла. Шкулта, ача садӗнче ӗçлекенсем çӳреççӗ аслă ушкăна, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывăрлăхсăр мар иккен. Зинаида Аниськина шухăшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ял условийӗсенче лартма йывăр. Чебановăн комедийӗсене кăна çăмăл лартма. Ефим Никитин пухса хатӗрленисене тата.
Пӗлтӗр кивтимушкелсем Г.Терентьевăн «Эльпуçӗнчи Нарспи» спепктаклӗпе ятне хӳтӗленӗ, А. Суханăн «Вӗрентеççӗ арăмсем», Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» комедисем пур вӗсен репертураӗнче. Халăх вӗт ытларах кулăшла постановкăсем курасшăн. Аслисен труппине çӳрекенсем те комедисене кăмăллаççӗ. Ку ӗçре пуринчен те ытларах Иван Терентьев палăрнă. Çак артист мӗнле роле те юратса вылять. Вăл спектакльте çук-тăк, ял халăхӗ курасшăн мар иккен комедисене. «Шупашкара кайнă пулсан, тава тивӗçлӗ артист пулатчӗ вăл», - теççӗ çынсем ял кашанӗн пуçлăхне машинапа турттаракан хисеплӗ çынпа мăнаçланса.
Çӗнӗ çулччен Кивӗ Тимушкел театрӗ çӗнӗ спектакль лартмалла. Анчах та юрăхлине хальлӗхе суйласа илмен-ха.

Аксу районӗнчи театрсем нумаях мар, çапах та пур. Тимушкелсемсӗр пуçне аксусем, сӗнчелсем, хăяслăсем сцена искусствине аталантараççӗ.
«Транспорт пулнă пулсан эпир спектакльсемпе таçта та тухса çӳрӗттӗмӗр, - тет Зинаида Владимировна. - Ав, пӗлтӗр Çарăмсан районӗнчи Ульяновкăра пултăмăр, халӗ те асăнаççӗ тет».

Ӗçлекен ӗçре йывăрлăхсемсӗр мар ӗнтӗ, çапах чылай ыйтăва татса пама культура çурчӗн ертӳçи Полина Гаврилова пулăшать. Ушкăнпа пуçăнсан - йывăрлăхсене çӗнтереççӗ, алă усса ларнин усси çук. Тимушкелсен тӗрлӗ проект валли гарнат илес ӗç ăнса пырать иккен. Çитес çул театр валли те çырса пăхасшăн.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: