Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Уяв ирттермен пулсан Сабантуйра çын пулмастчӗ

Çапла пӗтӗмлетрӗ Аксу муниципаллă район пуçлăхӗ Камиль Гилманов асăннă районта мероприятисем вӗçленсен. Халăх юратакан праçниксене - Сабантуйпа Уява ку хутӗнче пӗрле - июлӗн 9-мӗшӗнче ирттерме район администрацийӗпе Чăваш наципе культура автономийӗн канашӗ пӗрлехи канашлура йышăннă. Район пуçлăхӗпе килӗшме пулать, чăн та, мероприятире тутарла калаçнине сахал илтме пулчӗ, пур çӗрте те...

Çапла пӗтӗмлетрӗ Аксу муниципаллă район пуçлăхӗ Камиль Гилманов асăннă районта мероприятисем вӗçленсен. Халăх юратакан праçниксене - Сабантуйпа Уява ку хутӗнче пӗрле - июлӗн 9-мӗшӗнче ирттерме район администрацийӗпе Чăваш наципе культура автономийӗн канашӗ пӗрлехи канашлура йышăннă.

Район пуçлăхӗпе килӗшме пулать, чăн та, мероприятире тутарла калаçнине сахал илтме пулчӗ, пур çӗрте те чăвашсем çӳреççӗ. Тӗлӗнмелли çук, Аксура чăвашсем шучӗпе ытларах. Паллах, Уява Сабантуйпа пӗрлештерни кăмăллах мар, Акатуй тесен юрӗ, анчах Уявăн йӗрки, пӗлтерӗшӗ пач урăхла. Мӗнлерех иртӗ-ши иккӗлле мероприяти? Сабантуй Уява хупласа хумӗ-ши! Çак ыйтусем шухăшлаттарчӗç. Сергеевкăри Уява кайса курма ӗмӗтленнӗ хыççăн уйрăмах, унта вăл вырăнлă та хăйне евӗр колоритпа пулатчӗ. Кама мӗнле пулӗ те, мана Уяв Сабантуя «çисе янă» пек туйăнчӗ.

Мероприяти Сабантуя уçнипе пуçланчӗ. Хисеплӗ, паллă хăнасем шутӗнче Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн Председателӗ В.Н.Филимонов, ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев, Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Н.Ф.Угаслов, Аксу район пуçлăхӗ К.К.Гилманов, Нурлат район пуçлăхӗ Р.А.Кузюров, РФ нефтьпе газ промышленноçӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ш.Г.Ягудин, РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Н.Хайруллин тата ыттисем пулчӗç. Сабантуйпа Уява пуçтарăннă халăха вӗсем нумай ырă сăмах каларӗç, малалла та туслă пурăнма, пӗрле ӗçлеме хавхалантарчӗç. Пуçлăхсемпе ертӳçӗсенчен Хисеп хучӗсемпе Тав çырăвӗсем çак кун питӗ нумай çын илчӗç. Сабантуй йăлипе малтанласа çак чыса çуракинче тăрăшнă хуçалăх ертӳçисемпе механизаторсем, ытти ӗçре палăрнисем тивӗçрӗç. Майданра вӗсем икӗ рет тăрса тухнăччӗ. Аксу район пуçлăхӗ вӗсене кашнине хăй алă тытса, парнесем парса тав турӗ. Унтан Тутарстанăн нумай нациллӗ культурине аталантарнă ӗçре палăрнисене чысларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев