Сувар

Пирӗн тӗслӗх

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Николай Павловичпа Елизавета Александровна Костинсем пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ. Ылтăн туй ячӗпе саламлама ял библиотекипе клуб ӗçченӗсем килнех пычӗç. Г.Харитонова библиотекарь хăйӗн яланхи вулаканӗсене - çак кунхи юбилярсене - ырă сăмахсем каласа саламларӗ, чăвашла кӗнеке парнелерӗ. Библиотекăпа малашне те çыхăну тытма...

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Николай Павловичпа Елизавета Александровна Костинсем пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ. Ылтăн туй ячӗпе саламлама ял библиотекипе клуб ӗçченӗсем килнех пычӗç. Г.Харитонова библиотекарь хăйӗн яланхи вулаканӗсене - çак кунхи юбилярсене - ырă сăмахсем каласа саламларӗ, чăвашла кӗнеке парнелерӗ. Библиотекăпа малашне те çыхăну тытма сунчӗ. Клубра тăрăшакан Антонида Филиппова тата Анна Маркова тăван чӗлхепе юрăсем юрласа пачӗç. Тăванӗсемпе кӳршисем те лайăх сăмахсем каларӗç.

Николай Павлович 76-па пырать. Лайăшри ял хуçалăх техникумне пӗтерсе мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех тракторист пулса ӗçленӗ, пӗтӗмпе 35 çул. Салтака кайиччен прицепщик­ра тата ытти ял хуçалăх ӗçӗнче тăрмашнă. Елизавета Александровна та 18 çулта качча пынăранпах ӗне ферминче тăрăшнă. Вӗсем 3 ача çуратса ӳстернӗ. Лида Камские Полянинче больницăра медсестра пулса ӗçлет, аслă ывăлӗ Павлик кӳршӗрех пурăнать. Вăл Афганистан вăрçине хутшăннă. Ашшӗпе амăшӗ çав çулсенче нумай куляннă пуль уншăн. Кӗçӗн ывăлӗ Миша çемйипе ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнать. Юбилярсен 3 мăнук тата кӗçӗн мăнукӗ те пур. Савăнса кăна пурăнмалла пултăр.
Çак ӳркенмен çынсем хăйсем лартнă хăтлă чул çуртра пурăнаççӗ. Иккӗшӗ те ал ӗçне юратаççӗ. Лиза акка çекӗлпе (крючокпа) тӗрлӗ салфеткăсем, косынка-тутăрсем, темӗн тӗрлӗ чечексем çыхать. Куля тете хăйӗн мастерскойӗнче ялан аппаланать, касать, савалать, çуртне те эрешсемпе хитрелетсе пӗтерчӗ.
Ку ытарайми мăшăртан тӗс­лӗх илмелӗх те пур - нихăçан та ал усса лармаççӗ. Пӗр-пӗрне хисеплесе, пулăшса, йывăрлăхсене çӗнтерсе (пурнăç вӗсемсӗр пулмасть-тӗр) куллен тăрăшаççӗ. Иккӗшӗ те вăрмана çӳреме юратаççӗ, кăмпа пуçтараççӗ. Эпӗ, библиотекарь пулнă май, вӗсен тата тепӗр енне асăнасшăн. Иккӗшӗ те (тăваттăшӗ тесен тӗрӗсрех ӗнтӗ, мӗншӗн тесен кинӗпе ывăлӗ те библиотекăран кӗнекесем илсех тăраççӗ) вулама юратаççӗ. Лиза акка чăвашла кӗнекесем, «Тăван Атăл» журнала юрат­са вулать, «Сувар» хаçата çырăнсах тăраççӗ. Куля тете чăвашлине-вырăслине пӗр пе­кех вулать. Илемлӗ литература, истори, политика тата техника тематики интереслентерет ăна. Паянхи кун ыйтă­вӗсем те хумхантараççӗ.
Пирӗн, çамрăксен, камран тӗслӗх илмелли пур. Хамăр çумрах пурăнаççӗ вӗсем. Сумлă, тăрăшуллă та ӗçчен çынсене телей, сывлăх тата вăрăм ӗмӗр сунатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: