Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать, ан кулянăр!

(Зинаида Леонтьева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Унччен Аксу çар комиссариачӗ пулнă çурт патне Раççей тата Тутарстан ялавӗсемлӗ машинăсем пынă чух тул çутăлма кăна пуçланăччӗ-ха. Салтака каякан çамрăксемпе çывăх тăванӗсем шăпах çакăнта сывпуллашаççӗ. Сывпуллашу саманчӗ питӗ хăвăрт иртет. Марш çеммипе ашшӗ-амăшӗ ывăлне канаш панă май сисмерӗç те, строя тăма команда янăрарӗ. Призывниксен 10...

(Зинаида Леонтьева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Унччен Аксу çар комиссариачӗ пулнă çурт патне Раççей тата Тутарстан ялавӗсемлӗ машинăсем пынă чух тул çутăлма кăна пуçланăччӗ-ха. Салтака каякан çамрăксемпе çывăх тăванӗсем шăпах çакăнта сывпуллашаççӗ. Сывпуллашу саманчӗ питӗ хăвăрт иртет. Марш çеммипе ашшӗ-амăшӗ ывăлне канаш панă май сисмерӗç те, строя тăма команда янăрарӗ. Призывниксен 10 çынран тăракан пӗрремӗш ушкăнне ăсатнă ятпа чаплă митинг иртрӗ.

- Арçыншăн çарта хӗсметре тăни - пурнăçри чи пӗлтерӗшлӗ тапхăр. Салтак ятне çӳлте тытăр, сирӗнпе эпир мăнаçланма пултарар! - терӗ Аксу районӗн пуçлăхӗ К.Гилманов. - Аксусем яланах лайăх енчен палăраççӗ, çакăн пирки командованисенчен килекен йышлă Тав çырăвӗсем те калаççӗ. Эсир те пиччӗрсем пек пуласса шанатпăр. Сирӗн аçăр-аннӗрсене тивӗçлӗ хӳтӗлевçӗ ывăлсем ӳстернӗшӗн тав.

Салтака каякан яшсем Тӗп çар округӗн инспекторӗн Анатолий Молоствов генерал-майор сăмахӗсене те тимлӗн итлерӗç:

- Пирӗн çар хӗç-пăшал енчен, салтаксене хатӗрлес енчен чи лайăххи, - терӗ вăл. - Салтака кайни арçыншăн чыс. Çар задачисене пурнăçлама сиртен пысăк яваплăх, пӗлӳ, хăнăху кирлӗ. Эсир пултаратăрах. Хӗсмете чыслăн ирттерӗр, командир хушнине лайăх пурнăçлăр.

Ашшӗ-амăшӗ ятӗнчен Кукăркӳл ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Елисеев сăмах каларӗ, вăл та ывăлне салтака ăсатать.

- Ак хӗсмете кайма сирӗн те черет çитрӗ, - терӗ вăл салтака каякансене. - Эпир, аслă ăру, хăй вăхăтӗнче совет çарӗнчи хӗсмете чыслăн ирттертӗмӗр, çакăнпа мăнаçланаттăмăр. Сире те Тăван çӗршывăн чăн-чăн салтакӗ пулма, пур йывăрлăх урлă ăнăçлăн иртме сунатпăр. Сире çартан ăс-тăн енчен те, ӳт-пӳ енчен те çирӗпленсе çитнӗ арçынсем пек таврăнасса кӗтсе тăрăпăр.

Аксу тата Çарăмсан районӗсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин та çамрăксене çӗршыв умӗнчи тивӗçе чыслăн пурнăçлама сунчӗ. Район ятӗнчен призывниксене алă çине çыхмалли сехетсем парнелерӗç.

Шутлă сывпуллашу минучӗсем питӗ кӗске пулчӗç каякансемпе ăсатакансемшӗн. Амăшӗсем ывăлӗсемпе сывпуллашса йӗчӗç.

- Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать, ан кулянăр! - терӗç те çамрăк каччăсем автобус çине ларса курăнми пуличченех алă сулса çула тухрӗç.

Каярах Аксу районӗн каччисем Чита, Саратов, Мускав облаçӗсенчи çар чаçӗсене лекни паллă пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев