Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Раççей кунне аякри ентешсемпе тӗлпултăмăр

Раççей кунне эпир, Аксу районӗнчи Унтакшă ялĕн библиотекинче «Юрататăп сана, Раççейĕм» темăпа ирттертĕмĕр. Çак мероприятие пуçтарăннă ачасем тăван çĕршыв çинчен сăнукерчĕксем хатĕрлерĕç, сăвăсем каларĕç. Раççей гимне те юрларăмăр, чăваш халăхне çутта кăларакан аслă Иван Яковлевич Яковлев çырса хăварнă сăмахсене пĕрле вуларăмăр. «Раççее шанăр, юратăр ăна, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ»...

Раççей кунне эпир, Аксу районӗнчи Унтакшă ялĕн библиотекинче «Юрататăп сана, Раççейĕм» темăпа ирттертĕмĕр. Çак мероприятие пуçтарăннă ачасем тăван çĕршыв çинчен сăнукерчĕксем хатĕрлерĕç, сăвăсем каларĕç. Раççей гимне те юрларăмăр, чăваш халăхне çутта кăларакан аслă Иван Яковлевич Яковлев çырса хăварнă сăмахсене пĕрле вуларăмăр. «Раççее шанăр, юратăр ăна, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ» - тенĕ вăл. Чăн савăнăçли вара пирĕн пата хăнасем килни пулчĕ. Хамăр ял çыннисемех те-ха вĕсем, анчах инçетре пурăнаççĕ. Анатолий Иванович Александров Рига (Латви) хулинчен, унăн акăшĕ Ольга Ивановна шкул пĕтерсе Мускава кайнăранпа мĕн пенсие тухиччен тăван çĕршывăн тĕп хулинче çемьипе пурăннă, ача садĕнче ĕçленĕ.
«Эпир пурăнакан 12-мĕш хутри хваттертен Мускав Кремлĕ тата ытти нумай илемлĕ вырăнсем ал тупанĕ çинчи пек курăнса тăраççĕ», - терӗ вăл. Анатолий Иванович пурне те уяв ячĕпе саламланă хыççăн хăйĕн çинчен те кăштах каласа пачĕ. Вăл Ригăри граждан авиацийӗн вӗçев училищине пĕтернĕ, Латви Республикин полици подполковникӗ. Ӗç стажĕ 30 çул.
Анатолий Александров çамрăк ăрăва Тăван Çĕршыва юратмалли, хутĕлемелли çинчен ăс пачĕ. Çакăн пек хисеплĕ çынсем килсе пирĕнпе хутшăнни, калаçни савăнтарчĕ, тӗлпулу пирĕн асра нумай вăхăт пулĕ тесе шанас килет.
Юлашкинчен библиотекарь ачасемпе викторина те ирттерчĕ. Тăван çĕршыв символĕсемпе ваттисен сăмахĕсене, юмах ячĕсене тата геройĕсене пĕлмеллеччĕ. Çак интереслĕ тĕлпулу пурне те килĕшрĕ, эпир хăнасене тав тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев