Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Турă патне кашнин хăйӗн сукмакӗ

(Константин Малышев. А Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Алексеевкăпа Федоровка хушшинчи чиркӗве тума тытăнни пӗр 5-6 çул та пур-тăр. Строительство ӗçӗсем йывăрпа пынине аслă çулпа иртекенсем курмасăр иртмен мар, паллах, çавăнпа та икӗ ял çыннисем те пулăшма тăрăшнă. Вырăнти депутат Григорий Калуков тата ватăсем пуçарса янă храм тăвассине. Пулăшма пултаракансене ырă...

(Константин Малышев. А Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Алексеевкăпа Федоровка хушшинчи чиркӗве тума тытăнни пӗр 5-6 çул та пур-тăр. Строительство ӗçӗсем йывăрпа пынине аслă çулпа иртекенсем курмасăр иртмен мар, паллах, çавăнпа та икӗ ял çыннисем те пулăшма тăрăшнă. Вырăнти депутат Григорий Калуков тата ватăсем пуçарса янă храм тăвассине. Пулăшма пултаракансене ырă сăмахпа тавăрнă, пултарайманнисене - ятламан. Турă патне кашнийӗ хăйӗн сукмакӗпе пырать. Çапах Федоровкăри пӗчӗк лавккари «чиркӳлӗх» тенӗ банка пушă тăманнине хамăр та пӗрре мар курма пултартăмăр. Астăватăп, пӗр çулне «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ял клубӗнче ыр кăмăллăх концерчӗ туса укçа пуçтарнăччӗ чиркӳ тума.
Чиркӳсем Аксу районӗнче кашни çулах çӗкленмеççӗ. Чăваш ялӗсенче те вӗсем нумаях мар. Аксу районӗн аслă пачăшки Александр атте пӗлтернӗ тăрăх, чиркӳсем чăваш ялӗсенчен Аслă Сӗнчелӗнче, Кивӗ Мăкшелӗнче, Кивӗ Ӳселӗнче тата Кивӗ Тимушкелӗнче кӗлӗ çурчӗ уçăлнă. Ытти ялсене часавай пеккисене тукаланă пулсан та чиркӳ туса хӗрес çӗклеме васкамаççӗ. Кăçал ак алексеевкăсепе федоровкăсем пултарчӗç. Тата саврăшпуçсем çулла тытăнса хӗле кӗриччен ял масарӗ патӗнче часавай туса лартнине палăртса хăвармалла.

Хӗллехи Микула кунӗ Николай Чудотворец чиркӗвӗнчи ирхи кӗлле питӗ нумай çын пухăннăччӗ. Чиркӗве тăвакансем, вӗсене пулăшакансем, ӗненекенсем. Хисеплӗ хăнасем те çителӗклӗччӗ. Вӗсен хушшинче православи тӗнӗпе пурăнакансене уяв ячӗпе саламлама килнӗ район пуçлăхӗ Камиль Гилманов пурри çынсене тӗлӗнтермерӗ пулмалла. Тутарсемпе вырăссем тата чăвашсем праçниксене пӗрле уявласси кунта йăлара.

- Хальхи вăхăтра чиркӳ тăвасси çăмăл мар, - каласа парать Григорий Калуков. - Колхозсем пӗтрӗç, агрофирмăсен хуçисем кунта пурăнмаççӗ. Йăлтах халăх вăйӗпе çӗкленчӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарăнса. Пирӗн тăрăхра чиркӳ тума пӗлекенсем те çукрах. Çавăнпа хамăр мӗнле пӗлнӗ - çавăн пек хăпартрăмăр. Чиркӳ канонӗсене пăсмасăр тума тăрăшрăмăр храма. Маншăн пулсан - аван пек. Ăшă кӗртрӗмӗр, вутăпа хутатпăр. Турра шӗкӗр!

Алексеевкăпа Федоровка хушшинчи чиркӗве тума нумай çын пулăшнă. Ялтан тахçанах тухса кайнă çынсем те туртăнаççӗ тăван çӗр енне. Вӗсенчен пӗри - Григорий Ильич Мурамисов.

1950-мӗш çулсенче Кивӗ Тимушкелӗнче вӗреннисем, йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче кам ялан мала тухнине, тен, астăваççӗ те пулӗ. Ӗмӗрӗнче эрех мар, сăра та ӗçсе курман çын хăйӗн пурнăçне спорта халалланă. Тутарстанри тӗрлӗ ăмăртусенче çӗнтерсе вăл паллă спортсмена тухать. Унтан, çарта чухне вăл çарти троеборьепе (автоматпа пересси, граната ывăтасси, чăрмавсем витӗр чупаси) СССР спорт мастерӗн нормине çитерет. Çак самантран Григорий Ильичăн спортри карьери çӗршыв шайне çитиех çӗкленет. Вăл йӗлтӗрпе чупассипе спорт мастерӗ пулса тăрать. «Спартак» спорт обществишӗн хутшăнса командăллă ăмăртусенче пӗрре мар СССР чемпионӗ пулса тăрать. Унтан физкультура институтне вӗçлесе çамрăксен командине хатӗрлет.

Каласа памалли нумай спорт ветеранӗн. Вăл тахçанах пенсире ӗнтӗ. Мускав çывăхӗнче пурăнать. Ыркăмăллăх ӗçӗ тесен вăхăтне те, вăйне те хӗрхенсе тăмасть. Чиркӳ валли вăл ачисемпе пӗрле чан илсе панă. Уçнă кун храма хаклă турăш парнелерӗ.

Чиркӳ тума хутшăннă, ку ӗçре чунтан тăрăшнă кашни çын çинчен ырă сăмахсем калама пулать. Нумайăшне Тав çырăвӗсем парса чысларӗç. Вӗсен ӗçӗ çамрăксене тӗслӗх кăтартса ӗмӗрлӗхе юлӗ. Çакăн пек пархатарлă çынсем çинче тытăнса тăрать те пирӗн çӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев