Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Турăша кашни çыраймасть

(Агреппина Козлова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кăшарни эрнинче Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри библиотекăра тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулăва ялти ватă çынсем тата шкул ачисем хутшăнчӗç. Унта вулав çурчӗн ӗçченӗ Ирина Николаевна Егорова тата Наташа Кузьмина курав йӗркелерӗç. Малтанах тӗн кӗнекисен, турăшсен сăнӗсен куравӗпе паллаштарчӗç. Шкул ачисем сăвăсем вуласа пачӗç. Ун хыççăн Наташа хăйӗн пурнăçӗ,...

(Агреппина Козлова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кăшарни эрнинче Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри библиотекăра тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулăва ялти ватă çынсем тата шкул ачисем хутшăнчӗç. Унта вулав çурчӗн ӗçченӗ Ирина Николаевна Егорова тата Наташа Кузьмина курав йӗркелерӗç.

Малтанах тӗн кӗнекисен, турăшсен сăнӗсен куравӗпе паллаштарчӗç. Шкул ачисем сăвăсем вуласа пачӗç. Ун хыççăн Наташа хăйӗн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ.

Вăл Кивӗ Саврăшра çуралса ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех пушă вăхăтра ӳкерме юратнă. Унăн ӳкерчӗкӗсем районти конкурссенче малти вырăнсем те сахал мар йышăннă. Шкул çулӗнче чечексем тата чӗрчунсем кăна ӳкернӗ. Халӗ вара турăшсем çырма кăмăллать. Çак кун вăл хăй çырнă турăш мӗлкисене «Çветтуй сăнсем» курав йӗркелесе паллаштарчӗ. Наташа вăхăтран-вăхăта Пермь облаçӗнчи Спасо-Преображенский хӗрарăмсен мăнастирне ӗçлеме çӳрет. Вăл унта тӗп игуменьăна Ариаднăна пулăшать. Вырсарни шкулне çӳрекен ачасене чан çапма вӗрентет.

Наташа тӗлпулăва хутшăнакансене тав сăмахӗсем каларӗ, ырă сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев