Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Улмуççинчен аякка ӳкмен

Мана хуть хăçан та хăйшӗн кăна мар пурăнакан çынсем хавхалантарнă. Пурнăçа ахаль потребитель пек кăна ирттерсе яракансене вара шеллес килет. Çакăн пек пурнăç чухăн, кичем. Таврари çынсен пурнăçӗ çине сӳрӗккӗн пăхма пултарайманнисем вăй-халпа пултарулăх çитнӗ таран обществăна лайăх енне улăштарма тăрăшни, вӗсемшӗн мӗн-тӗр уссине тума шутлани вара хисеплеттерет. Тӗрӗссипе, çакăн...

Мана хуть хăçан та хăйшӗн кăна мар пурăнакан çынсем хавхалантарнă. Пурнăçа ахаль потребитель пек кăна ирттерсе яракансене вара шеллес килет. Çакăн пек пурнăç чухăн, кичем. Таврари çынсен пурнăçӗ çине сӳрӗккӗн пăхма пултарайманнисем вăй-халпа пултарулăх çитнӗ таран обществăна лайăх енне улăштарма тăрăшни, вӗсемшӗн мӗн-тӗр уссине тума шутлани вара хисеплеттерет. Тӗрӗссипе, çакăн пек альтруистсем çинче тытăнса тăрать те тӗнче.

Иртнӗ эрнекун, ноябрӗн 18-мӗшӗнче Вера Семенова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кожеманова) пире хăй Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнчи шкула каяссине пӗлтерчӗ. Унта вăл вӗренекенсене профориентаципе çыхăннă лекци вуласа пама шутланă. Мӗн тӗллевпе-ха? Аксури Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗскер (1984 çулхи) шкула Кивӗ Тимушкелне çӳренӗ. Ялта ӳснӗрен ял ачисене, хуларисемпе танлаштарсан, професси суйлас енӗпе самай йывăртарах пулнине пӗлет вăл. Паян самана улшăннă, ялта та интернет пур пулин те çак проблема ниçта та çухалман. Информаци нумай, анчах кирлине пурте шырама пӗлмеççӗ. Интернет паракан майсенчен те ытларах социаллă сетьсемпе кăна интересленеççӗ. Вера хăй малтанласа Анат Камăри музыка училищинчен вӗренсе тухнă, унтан куçăн майпа Хусанти тутар патшалăх педагогика университетӗнчи му­зыка факультетӗнче вӗреннӗ (халӗ вăл КФУ йышне кӗнӗ). Дипломлă специалист пулса тăрсан та Вера хăйне шырама пăрахман. Малаллах аталанма хистекен ăшри туйăм çамрăк хӗре тӗнче çине урăх ракурсран пăхса тӗпчеме хавхалантарнă, паллах, урăх специальность илсе. Çакна ăнланас тесен Верăн характерне пӗлмелле. Пăхма вăл ачаш та çепӗç курăнать пуль те, кăмăлӗпе çирӗп çын пулни сисӗнет, лартнă тӗллеврен пăрса яма çук. Çапла вăл Раççейӗн патшалăх суту-илӳпе экономика университечӗн Хусанти институтӗнчен суту-илӳ организацийӗн менеджмент специалисчӗ пулса тухать.

ХЕВТЕЛӖХ
Пӗр сăмахпа, Вера талантлă çын. Музыкăна лайăх туякан, ăнланакан çын, питӗ хитре юрлать, сассин тембрӗ пуян та интереслӗ. Ӳстермесӗр калатăп, унăнни пек сасă эстрадăра та сахал. Чунӗпе черченскер, пурнăçра вара «шăнăрлă». Паян вăл Хусанти пӗр пысăк компанире -маркетинг коммуникацийӗсен агентствинче ӗçлет. Кунта вăл çулталăка яхăн кăна пулин та хăй ӗçне тӗпрен пӗлни палăрчӗ.
- Ӗç мана килӗшет. Профессире пӗлекен, интереслӗ çын­семпе хутшăнма кăмăллатăп, вӗсенчен нумай вӗренме пулать. Ӗçлӗ çулçӳревсем пулни те килӗшет. Ку çынна аталантарать. Паян ир енне кăна-ха Санкт-Петербургран таврăнтăм. Ой, мӗнлерех хула вăл... Питӗрте çуралса ӳснӗ çынсем ыттисенчен уйрăлса тăнине хамшăн тепӗр хут çирӗплетрӗм. Пуян культурăллă, архитектурăллă хула çын аталанăвӗнче йӗр хăваратех, - терӗ Вера машинине Аксу енне хăваласа. - Мӗнле тӗллевпе лекци вулама шутларăн тетӗр-и? - куçне çул çинчен илмесӗр ыйтрӗ вăл. - Шкул ачисене професси суйлас ӗçре епле те пулин пулăшас тӗллевпе, тата, паллах, хамăн ӗçпе çывăхрах паллаштарас тесе. Маркетолог профессийӗ пирки ялта мар, хулара та сахал кам пӗлет, илтнӗ. Ачасем патне çакăн пек професси те пур тесе çитерес килчӗ. Тен, кам та пулин суйласа илӗ», - пӗлтерчӗ вăл хăй шухăшне.
Вера ачасен профориентацийӗ пирки тарăн шухăшлать. Ун шучӗпе, малашне унпа ятарлă проект хатӗрлесе шкулсем тăрăх çӳресен аван пулмалла. Çак ӗçе Вӗрентӳ министерстви хутшăнсан тата та лайăхрах пулӗ. Проекта ятарлă темăпа лагерьсем йӗркелесе, тестсем ирттерсе пурнăçлама пулать. Верăн сăмахӗсемпе, аслă шкулсенче вӗренсе тухнисенчен 20 проценчӗ кăна хăйсен специальноçӗпе кăмăллă, ыттисем ăна йăнăш суйласа илнӗ тесе çирӗп­летеççӗ. Акă мӗншӗн вăл шкул ачисене пулăшма шутланă. Çак ӗçе, паллах, тăван шкулӗнчен пуçларӗ.

ШКУЛТА
Кивӗ Тимушкел вăтам шкулне кăнтăрла иртсен çитрӗмӗр. Кунта директор пулса Владимир Анатольевич Красильников ӗçлет. Пире воспитани енӗпе директор çумӗпе Ирина Муллинапа историпе обществознани вӗрентекенӗ Николай Тербуков кӗтсе илчӗç. Николай Владимирович каланă тăрăх, Кивӗ Тимушкел шкулӗн вӗренекенӗсем пит инçене каймаççӗ, ытларах çывăхри хуласенчи аслă шкулсене суйласа илеççӗ - Анат Камăри, Çырчаллинчи, Хусанти университетсемпе институтсене. Професси тесен, ытларах йăлана кӗнисене суйлаççӗ. Çавăнпа Вера ачасене çӗнӗ специальноçпа паллаштарма килни питӗ те вырăнлă.
Вера лекцине 9,10,11-мӗш классем валли вуларӗ. Професси суйласси пирки пӗтӗмӗшле информаци панă хыççăн маркетинг специальноçӗпе паллаштарма пуçларӗ. Лекци вуланисӗр пуçне ачасемпе чӗрӗ калаçăва кӗрсе вӗсене мӗн интереслентерни, ха­личчен маркетинг тата унпа çыхăннă профессисем пирки мӗн пӗлнине ыйтса тӗпчерӗ. Икӗ сехете яхăн пынă тӗлпулу пӗр урок пек хăвăрт иртсе кайрӗ. Ирина Николаевна шучӗпе, тӗрӗссипе, вӗрентекенсем те ку професси çинчен сахал илтнӗ, çавăнпа, паллах, вӗсемшӗн те интереслӗ пулчӗ. Верăна тăван шкулӗнче хапăл туса кӗтсе илнине курма, паллах, кăмăллă пулчӗ. Вӗрентекенсем пӗр пытармасăр хăйсен пултаруллă вӗренеке­нӗпе мухтаннине каларӗç. Çак лекци хыççăн ачасенчен хăшӗ те пулин ентешӗн çулӗпе каяссине шанас килет.

ТӖСЛӖХЛӖ ÇЕМЬЕ
Çак кун Вера Семенован ашшӗ-амăшӗпе те паллашма тӳр килчӗ. Пултаруллă та талантлă çынна камсем çуратса ӳстернине пӗлме интереслӗ пулчӗ. Нина Владимировнăпа Илья Кузьмич Беловкăра пурăнаççӗ. Вӗсен çурчӗ умне пырса чарăнсанах кунта тирпейлӗ те пултăклă çынсем пурăнни палăрчӗ.
- Эх, пирӗн пата çулла килмелле. Аттепе анне сад ӗçне юратаççӗ, çурт çулла йăлт чечек ăшӗнче, илемлӗ, - терӗ Вера ашшӗпе амăшне мухтаса. Нина Владимировна çулне кура мар вăр-вар хӗрарăм, унра пысăк вăй-хал тапса тăни палăрать, çын çине вăл тӳррӗн сăнаса пăхать. Пысăк ăс-хакăллă çын Нина Владимировна, анчах çӗр çинче те çирӗп тăрать. Некрасов поэтăн сăввинчи класикăлла хӗрарăм сăнарӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе библиотекăра ӗçленӗ. Николай Кузьмич характерӗпе сăнавçă, тӗпчевçӗ ахăр. Çынна итлеме пӗлет, унра çутçанталăк­ран парăннă вашаватлăх пурри курăнать. Лайăшри ял хуçалăх техникумӗнчен экономиста вӗ­ренсе тухнă, ялта пӗр вăхăт киномеханик пулса ӗçленӗ. Вера кун пирки мăнаçланса аса илет. Тахçан ашшӗ ун ячӗпе киносеанс та ирттернӗ иккен. Агрономра та ӗçленӗ Николай Кузьмич. Кожемановсем 5 ача - 4 хӗрпе 1 ывăл çуратса ӳстернӗ. Икӗ хӗрӗ Аксу районӗнче пурăнма юлнă, тепӗр иккӗшӗ Хусанта тӗпленнӗ, ывăлӗ вара ашшӗ-амăшӗпе пурăнма юлнă. Унăн хăйӗн халӗ хӗрпе ывăл çитӗнет. Вăт, çавăн пек туслă та йышлă çемьепе пурăнаççӗ Кожеманов­сем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев