Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Юхма Мишши Аксу районӗнче

Чăваш халăх академикӗ, çыравçи Юхма Мишши июнӗн 15-16-мӗшӗсенче Аксу районӗнче пулчӗ. Çак тăрăха çитсе килме вăл тахçанах ӗмӗтленнӗ-мӗн. Мӗншӗн тесен Саврăш паттăр çинчен сахал мар тӗпченӗ. Тинех Михаил Николаевич ТР ЧНКА çумӗнчи халăх академикӗсемпе таврапӗлӳçисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов чӗннипе çак тăрăха килчӗ. Академикпа пӗрремӗш тӗл­пулу чи малтан Савгачево шкулӗнче...

Чăваш халăх академикӗ, çыравçи Юхма Мишши июнӗн 15-16-мӗшӗсенче Аксу районӗнче пулчӗ. Çак тăрăха çитсе килме вăл тахçанах ӗмӗтленнӗ-мӗн. Мӗншӗн тесен Саврăш паттăр çинчен сахал мар тӗпченӗ. Тинех Михаил Николаевич ТР ЧНКА çумӗнчи халăх академикӗсемпе таврапӗлӳçисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов чӗннипе çак тăрăха килчӗ.

Академикпа пӗрремӗш тӗл­пулу чи малтан Савгачево шкулӗнче пулчӗ. Ачасем çуллахи каникулта пулсан та, тӗлпулăва нумайăн пухăнчӗç. Кунтах вырăнти çыравçă Виктор Симаков та килме вăхăт туп­рӗ. Вăл Михаил Николаевича хăйӗн Меречен хулашӗ çинчен тухнă çӗнӗ кӗнекине парнелерӗ.

Ачасемпе иртнӗ тӗлпулăва уйрăммăн палăртмалла. 300 кӗнеке авторӗн, Юхма Мишшин, вӗсене каласа памалли нумай-çке. Ачасем ăна интересленсех итленипе пӗрле ыйтусем те нумай пачӗç. Юлашкинчен Михаил Николаевичăн сăввисене вулани вара хăнашăн чăн-чăн парне пулчӗ тесен те юрать.

Вырăнти ял хутлăхӗн пуç­лăхӗпе Валерий Зиновьевич Николаевпа тӗл пулнă хыççăн Савгачевăпа Саврăшпуç ялӗ­сен территорийӗнчи паллă вырăнсене ятарласах экскурси йӗркелерӗç. Çапла майпа пирӗн хăна тахçан ӗмӗтленнӗ Улăп паттăра пытарнă вырăнта, чул палăк çӗрӗ, Киремет айӗ тата Тутар-монгол тапхăрӗчченхи Атлашкино хулашӗ вырăнӗнче пулса курчӗ. Кунта X ӗмӗр пуçламăшӗнче, 922-мӗш çулта араб делегацийӗ килнӗ вăхăтра, Алмуш патша тăма пултарнă. Михаил Николаевич хулаш вырăнӗ лайăх сыхланса юлнине палăртса çак вырăнсене тӗпчемеллине каларӗ.

Çав каçах Саврăшпуç клубӗнче те тӗлпулу пулчӗ. Кунти библиотека вара Юхма Мишшин кӗтесӗпе тивӗçлипех мухтанма пултарать, кун пекки кашни библиотекăрах çук вӗт. Автор хăйӗн 150 (!) кӗнекине иртнӗ çулсенче парнеленӗччӗ вӗсене.

«Саврăшпуç кинемейӗсем» хă­нана хăйсен пултарулăхӗпе, ытларах халăх юррисемпе савăнтарни те питӗ вырăнлă пулчӗ. Сăмах май, Юхма Мишши çак ушкăна çӳрекен Нина Степановна Максимовăна 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларӗ. Тараватлă Максимов­сем хăйсем те парăмра юлмарӗç, тутлă хуплупа сăйларӗç. Кунпа кăна вӗçленмерӗç-ха пӗрремӗш кунхи тӗлпулусем. Шупашкарта пурăнакан музыковедпа, композиторпа Николай Семеновпа пӗрле Наталья Сергеевнăпа Геннадий Павлович Леонтьевсем патӗнче пулса халăх юррисене сӳтсе яврӗç. Сăмах май, Н. Семеновăн ӗлӗкхи асатте-асаннесен юррисен кӗнеки ыран-паян тухмалла, хальхи вăхăтра кӗнеке типографире.

Иккӗмӗш кунӗнче Юхма Мишши чи малтан Киремет ялӗнче Хасан Туфан музейӗнче пулчӗ. Унтан районти ача-пăча библиотекинче районти библиотекарьсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Кунта та халăх нумайăн пухăнчӗ, вырăнти ЧНКЦ ертӳçипе Алексей Калуковпа вырăнти çыравçă Геннадий Пиляк та килчӗç. Юх­ма Мишшине кунта та питӗ хисеплени сисӗнчӗ, çакă унăн кӗнекисен куравне йӗркеленинчен те курăнчӗ. Академикăн хальхинче те каласа памалли нумай пулчӗ. Тӗпрен илсен вăл хăйӗн вăрçă вăхăтне тӳр килнӗ ачалăхӗ, пултарулăхӗ, тӗпчевӗсем çинчен каларӗ, ыйтусем çине хуравларӗ.

Библиотекăсене кӗнекесем парнеленӗшӗн Юхма Мишшине Аксу районӗн централизациленӗ библиотекипе Сав­­рăшпуç ял хутлăхӗ Тав çырă­­вӗсем парса чысларӗç. ТР ЧНКА çумӗнчи халăх академикӗсемпе таврапӗлӳçисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов пулман пулсан Аксу çӗрӗ çинче çакăн пек тӗлпулу, тен, иртместчӗ те-и? Çавăнпа ăна аксусем çакăн пек асра юлмалли тӗлпулу йӗркеленӗшӗн тав турӗç. Александр Никонович вара хăйӗн тин кăна тухнă кӗнекине библиотека ӗçченӗсене парнелерӗ.

Халăх çыравçипе тӗлпулу йӗркелеме пулăшнăшăн Алексанр Никонович Семенов «Сувар» ха­çат редакторне К.Малышева тата Шупашкарта пурăнакан музыковеда, композитора Н.Семенова тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев