Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Юратман пулсан ӗçлеместӗмччӗ

Елабугăри культпросвет училищи нумай çынна пӗлӳ парса специалист туса кăларнă. Вӗсен шутне Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекен Анна Владимировна Туйкина та кӗрет. Вăл хореографи кружокне ертсе пырать. Чăваш патшалăх университетне куçăн мар майпа вӗренсе пӗтернӗ ăста ял çыннисене ташă искусствине хăнăхтарать. 2017 çулхи февраль уйăхӗнче...

Елабугăри культпросвет училищи нумай çынна пӗлӳ парса специалист туса кăларнă. Вӗсен шутне Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекен Анна Владимировна Туйкина та кӗрет. Вăл хореографи кружокне ертсе пырать. Чăваш патшалăх университетне куçăн мар майпа вӗренсе пӗтернӗ ăста ял çыннисене ташă искусствине хăнăхтарать. 2017 çулхи февраль уйăхӗнче культура ӗçӗнче тăрăшма тытăнни 25 çул çитет.

- Ӗçӗр кăмăла каять-и сире?
- Тӗрлӗрен пулать. Ăнăçусем пулсан - кăмăла каять пек, ăçта та пулин хутшăнса çӗнтереймесен кăмăл хуçăлать. Ывăнса çитсен пушшех те. Çапах, юратман пулсан, ӗçлемен пулăттăм тесе шутлатăп ку ӗçре.
- Тӗлӗнетӗп эпӗ: ял арçын ачине мӗнле ташлаттарма пулать?
-Ӗлӗкрех ачасем ташламастчӗç. Вăтанатчӗç. Пӗри ташлама килсен - кулатчӗç унран. Кайран мӗнле-тӗр йӗркеленсе кайрӗ. Ушкăнӗпех çӳреççӗ ташлама. Ман шутпа, ача садӗнче воспитательсем ачасемпе ташă енӗпе ӗçленипе пулса иртет çакă. Вӗсем шкула ташлама хăнăхса килеççӗ, ӗçлеме çăмăл.
- Ялти садик ачисенчен таш­лакансене суйласа илмелӗх пур-и?
- Эпӗ суйламарăм. Пӗтӗмми­не илтӗм. Вăл ăсталăх пурне те парăнмасть вӗт. Кашниех кирлӗ пек ташлаймасть. Ушкăнӗпех çӳреççӗ. Кам-тăр хăмпă йăтса çӳрӗ, ушкăна уйăрас килмест. Савăнч­чăр. Хăш-пӗр ашшӗ-амăшӗсенчен хăш чухне: «Пирӗн ачасем ташлама çӳретчӗç те, Анна Владимировна уйăрать», - тенине илтме тивет. Уйăрман нихçан та. Çакăн пек пулкалать: пӗр юхăм илетӗп те вӗсемпе шкултан вӗренсе тухиччен ӗçлетӗп. Уроксем хыççăн тӳрех класӗпе килсе ташă вӗренни те пулать. Каç-кӳлӗм килеймеççӗ вӗт: камăн выльăх, камăн пахча... Пӗр парти тухса каять те теприне илетӗп.
- Пурӗ миçе ташă ушкăнӗ вара сирӗн?
- Иккӗ. Халӗ ак ӗнтӗ «Каприз» тухса каять.
- Мӗншӗн ун пек ят патăр?
- Ăна улăштартăмăр ӗнтӗ. Ятне кура-и ачасем кутăнлаша пуçларӗç (кулать). Вара «Радужная надежда» ят парас терӗмӗр. Халӗ кӗçӗннисем те, аслисем те «Хаваслă ӗмӗт» ятпа çӳреççӗ.
- Шкул ачисемпе пӗр ташша вӗренме мӗн чухлӗ вăхăт кирлӗ? Сирӗн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 70 çул çитнине халалласа лартнă ташă композицийӗ пурччӗ, ăна вăрах хатӗрлерӗр-и?
- Çăмăлрах ташша пӗр эрнере вӗренсе пулать. Кăткăсраххине 1 е 2 уйăх та кайма пултарать.
- Тен, хавхалантаракан пулман-тăр аслисем хушшинче, çапах, эпир шкулта вӗреннӗ чухне, ташласси вăл пирӗншӗн питӗ кăткăс ӗç пек туйăнатчӗ.
- Сцена çине тухни çынна хăюллăрах тăвать. Арçын ачасем малтан кăшт вă­танкалаççӗ те, хӗр ачасем çумӗнче вӗсем те хастар хутшăнма пуçлаççӗ. Райцентра час-часах пултарулăха кăтартма çӳретпӗр.
- Ташă кружокӗсем нумай ялта ӗçлеççӗ. Сирӗн ӗçӗрте мӗнле те пулин хăйевӗрлӗх пур-и?
- Пирӗн хӗрарăмсем валли шейпинг пур. Октябрьте ăшă парсан тытăнтăмăр. Кăмăлпах унта 12 çын çӳрет. Станоксем пур пирӗн. Манăн хӗр Ксения Елабугăра хореографа вӗренсе тухрӗ, Аксура музыка шкулӗнче иккӗмӗш çул ӗçлет. Вăл ертсе пырать кружока. Нумайранпа туманччӗ занятисене, халӗ тытăнтăмăр.
- Ялта çакнашкал ӗçе йӗркелеме май пурри вăл питӗ аван.
- Майсем пур. Вӗренме те пулать. Анчах костюмсемпе йывăртарах. Паянхи кун хуть те хăш халăх ташшине вӗренме пултаратпăр. Анчах костюм пулмасан ăна илемлӗн кăтартаймастăн. Вӗренни сая каять. Эпӗ мӗнле-тӗр ташă суйласа иличчен малтан ăçта мӗнле костюм тупса килме пултарни пирки шут­латăп. Чăваш костюмӗсем пур. Ыттисемпе - проблема. Иккӗмӗш йывăрлăх - кӗвӗ. Чăвашсемшӗн тӗп пулса тăракан «Кай, кай Ивана» юррăн фонограммине те тупма çук. Шупашкарсем памаççӗ, ха­мăр çыртараймастпăр. Районти аран­жировщи­кăн заказ нумай.
- Эсир ташă профессионалӗ пулнă май, ялăра ытти ташлакансем концертпа килсен, вӗсене мӗн­ле хак паратăр?
- Эпӗ сцена çине таш­лама мар, юрлама тухсан та унти хусканусем килӗшӳллӗ пулнине пăхатăп. Калăпăр, камăн-тăр сасси аван, хусканăвӗсем килсех каймаççӗ. Пурте пултараймаççӗ вӗт. Эпир хамăр енчен çав тикӗсмарлăхсене якатма тă­рăшатпăр.
- Ман пек, халиччен ташласа курман çынна çав «Кай, кай Ивана» юрăпа ташлама вӗрентеетӗр-и?
- Циркра упана та ташлама вӗрентеççӗ (кулать). Ритм туйăмӗ сирте тарăн пытанман-тăк, пӗр эрнеренех тӗп хусканусене тума хăнăхаятăр.
- Мӗнле ташă йывăр шут­ланать: халăх е классика ташши?
- Вăл, пӗлетӗр-и, тӗрлӗрен. Эпир хăшне ташлама пултарайнине пăхатпăр. Калăпăр, хăш-пӗр йывăртараххине те ансатлатма пулать, çăмăлрах ташша та пируэтсемпе кăткăс­латакансем пур.
- Сире ӗçӗрте кам пулăшать?
- Пурте. Чи малтан çемье тӗрекне туятăп. Коллектив та пулăшать. «Мӗнле ташă ташлатпăр?» - тесе кăна тăраççӗ. Пӗлтӗр хӗрарăмсемпе çар ташшине вӗрентӗмӗр. Пултарулăх отчетӗнче района кайса кăтартса та килтӗмӗр.
- Юрă конкурсӗсем нумай пирӗн. Тутарстанра «Чăваш ташши» ятлă рес­публика фестивалӗ ирттерес пулсан, çителӗклӗ ташă ансамблӗ пухаятпăр-и, мӗнле шутлатăр?
- Çăмăллăнах. Ачасен искусство шку­лӗсем кашни районта тенӗ пекех чăваш ташшисем лартаççӗ. Хатӗррисем пур. Вӗсем пирӗн ташăсемпе «Созвездие-йолдызлык» конкурса та хутшăнаççӗ. Апла пулсан шайӗ те пӗчӗк пулмалла мар. Хавхалантаракан кăна кирлӗ.
Елабугăра вӗреннӗ чухне кашни семестрта чăваш ташши лартаттăмччӗ. Яла ӗçлеме таврăннисем пурте çавăн пекех хăнăху илнӗ тесе шутлатăп. Çапах пӗр пек ташăсем тӗл пулассинчен асăрханмалла. Мӗншӗн тесен Шупашкарта вӗренекенсене Анатолий Музыкантов патне илсе кайса вӗрентеççӗ. Çавăнпа та Музыкантов лартнă ташăсем чылайăшӗн репертуарӗнче пур.
- Эсир хăвăр ушкăнăрсемпе мӗнле ташă конкурсӗсенче хутшăнатăр?
- «Созвездие-йолдызлык», «Пирӗн кил - Тутарстан», «Семицветик» тата ыттисем.
- Хальхи репертуарăрта ми­çе хатӗр ташă пур?
- Пиллӗк пур. Эпир ялан ха­тӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев