Йывăçăн утмăл тăхăр турат

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнчи ватăсенчен чи асли - пирӗн анне Анисия Гавриловна Антонова. 1921 çулта нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснӗ. Шкулта 4 класс анчах вӗреннӗ. Малалла вӗренме май пулманнипе шкула пăрахма тӳр килнӗ унăн. Мӗн пӗчӗкрен хирте ӗçленӗ. Пурнăçӗ вăл вăхăтра пит йывăр пулнă, тумтир тавраш та çитмен. Вăйӗ çитнӗ...
Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнчи ватăсенчен чи асли - пирӗн анне Анисия Гавриловна Антонова. 1921 çулта нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснӗ. Шкулта 4 класс анчах вӗреннӗ. Малалла вӗренме май пулманнипе шкула пăрахма тӳр килнӗ унăн. Мӗн пӗчӗкрен хирте ӗçленӗ. Пурнăçӗ вăл вăхăтра пит йывăр пулнă, тумтир тавраш та çитмен. Вăйӗ çитнӗ таран колхозра тӗрлӗ ӗçсенче тăрăшнă. Çамрăклах тата тепӗр инкек пулса тухнă - колхозра кӗлте çапнă чухне куçне амантнă. Çав куçӗ курми пулнă.
Вăрçăччен аттепе анне мăшăрланса пӗрле пурăнма тытăнаççӗ. Нумаях та вăхăт иртмест аттене вăрçа илсе каяççӗ. Вăл унта урине амантса таврăнать. Çапла пирӗн аттепе аннен тăватă хӗр те пилӗк ывăл çуралать. Пире ура çине тăратса çын тăвиччен мӗн чуль куç хупман-ши вӗсем?
Аттепе анне нихăçан та ӗçсӗр ларман, карта тулли чăх-чӗп, ӗне-сурăх усранă. Атте ял арманӗнче çăнăх авăртнă. Ачисем мăшăрланса хăйсем çурт-йӗр çавăрнă. 1993 çулта атте, вăрçă ветеранӗ, 68 çула çитсен çӗре кӗчӗ. Аннене çав инкек хыççăн пурăнма çăмăлах пулман. Çывăрмасăр çăм арланă, çыхнă, яшки-çăкăрне пӗçернӗ, ӗçрен те юлман.
Кăçал хӗле кӗрсен хисеплӗ, юратнă аннемӗре пӗтӗм çемье, тăвансем тата кӳршӗсем пысăк юбилейпе, 95 çул тултарнă ятпа, саламларăмăр. Ырлăх-сывлăх тата нумай çул пире савăнтарса пурăнма вăй-хал сунатпăр.
Аннен çемйи пысăк, унăн ачисемсӗр пуçне паянхи кун 29 мăнук, 37 кӗçӗн мăнук тата 4 кӗçӗн мăнукӗн ачисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 марта 2021 - 16:32Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.3800
-
5 марта 2021 - 15:54Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем таса мар шывпа тивӗҫтернӗ Тутарстанри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленине Ҫырчаллинче пурӑнакан ҫынсенчен ҫичӗ ҫӑхав килнӗ2800
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ16500
-
4 марта 2021 - 20:02Владимир Путин ҫамрӑксене кӑмӑллӑ контентпа тивӗҫтерме сӗннӗ Патшалӑх телевиленипе радиона, хаҫат-журналсене контрольлеме пултарать пулсан, интернетри хыпар хатӗрӗсене, е уйрӑм ҫынсем ҫырнисене тимлеме ӑна ҫӑмӑлах мар11200
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ39412
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15800
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.14301
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ279200
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.17500
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ16500
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет14500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика