Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Алексеевски (Алексеевский)

Алексеевскинче çил-тăвăл çурт тăррисене сӳнӗ

Алексеевски районӗнчи Куркуль ялӗнче паян ирхине ирех çил-тăвăл пулнă...

Шăрăх çанталăк хыççăнхи çумăр нумай чухне сăтăрсăр иртмест. Алексеевски районӗнчи Куркуль ялӗнче те акă паян ирхине ирех тухнă вăйлă çил тăватă çуртпа гараж виттине сӳсе ывăтнине хыпарлать «Татар-информ» ИА ТР МЧС пресс-службин хыпарӗ çине таянса. Вăйлă çил-тăвăлпа пӗрлех пăр та çунă-мӗн. Новая урамӗнчи пӗр çурт çинчи сайдинга витӗрех шăтарса пӗтернӗ вăл. Колхозная урамра вара çил-тăвăл çурт тăрринех илсе пăрахнă, хапхине сиенлетнӗ. Çаплах тепӗр темиçе çурта та сиен кӳни паллă. Телее, çынсем вилни тата суранланни çинчен хыпар çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия