Сувар

г. Казань

16+
Анат Кама (Нижнекамский)

11-мӗшсем проект хӳтӗлерӗç

Февралӗн 3-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем пӗтӗмлетӳллӗ харпăр проекчӗсене хӳтӗлерӗç. Вӗреннӗ хушăрах ачасем хăйсен ăслăлăх ертӳçисемпе пӗрле тӗпчевсем ирттернӗ, опытсем тунă, социаллă пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тишкернӗ.

Биологи, хими, географи, вырăс чӗлхи, информатика, истори, технологи, физика тата тутар чӗлхи предмечӗсемпе пурӗ 15 ӗç тăратнă вӗренекенсем. Вӗсен ӗçӗсене эксперт комиссийӗн пайташӗсем –  гимнази директорӗ Г.А.Ляхова, директорăн вӗренӳ енӗпе çумӗ Н.В.Амирханова, воспитани енӗпе çумӗ О.Н.Малова, вӗренекенсен ăслăлăх пӗрлӗхӗн ертӳçи С.В.Козлова, учительсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçисем Л.П.Ильгузина тата В.А.Разинова хакларӗç.

Комисси вӗренекен тӗпчев ӗçне мультимедиа хăтлавӗ урлă мӗнле кăтартнине кăна мар, ача хăйӗн шухăшӗсене мӗнле уçса панине, аудиторипе мӗнле хутшăннине, интерес çуратма пултарнине тата хăйӗн позицине хӳтӗлеме пӗлнине те хакларӗ. Урăхла каласан, проекта хӳтӗленӗ чухне оратор ăсталăхӗ тата халăх умӗнче калаçма пӗлни малта пулчӗ.

Гимнази пӗтерекенсем тӗллев лартма, хăйсен ӗçне-хӗлне планлама, информаци шырама, ăна тирпейлеме, ăнланма тата хăйсен ӗçӗн результачӗсене кăтартма питех те хаклă опыт илчӗç. Вӗренекенсем проектсемшӗн «лайăх» тата «питӗ лайăх» паллăсем илме тивӗçрӗç. Экспертсем тӗпчев ӗçӗсен шайӗ çӳллӗ пулнине, ачасен проекчӗсен социаллă пӗлтерӗшӗ пысăк тата практика енӗпе кирлӗ пулнине палăртрӗç.

Надежда Валентиновна АМИРХАНОВА,  директорăн вӗренӳ ӗçӗ енӗпе çумӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Нижнекамск