News by category - Анат Кама (Нижнекамский)
-
Сочире юхса кайнă ача чăваш
Лазаревское поселокӗнче августăн 3-мӗшӗнче ливневкăна ӳкнӗ ача Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел мăнукӗ...
-
Анат Кама чăвашӗсем Сабантуйра пулчӗç
Сабантуя Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблĕ, «Тамаша» халăх театрĕ тата 34-мĕш номерлĕ гимнази-интернатăн вĕренекенĕсем хутшăнчӗç.
-
Анат Камăра «Яковлев вулавӗсене» 120 ача хутшăнчӗ
(Татьяна Леонтьева. Т.Носевич сăнӳкерчӗкӗсем). Чăваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат чăваш, тутар, вырăс, ытти халăх ачисемпе пӗрле паллă турӗ. Апрелӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине 13 районтан пурӗ 120 ача килчӗ. Мероприятие çаплах Анат Кама Ӗçтăвкомӗн обществăлла пӗрлешӳсемпе тата наци ыйтăвӗсемпе...
-
Вăрманта мар, мачча çинче...
Анат Камăри пӗр арçын çак кунсенче çăлавçăсене тӗрӗслесе пăхма шутланă, 112 экстренлă службăна шăнкăравласа «Батыр» йӗлтӗр базин территорийӗнчи вăрманта шăнса ларнине пӗлтернӗ. Оператор лару-тăрăва уçăмлатас шутпа темиçе шăнкăравласан та, арçын телефон трубкине урăх тытман. Çăлавçăсем асăннă вăрмана чăнах та снегоходсемпе кайсах тӗрӗсленӗ, ара, кун пек чух кашни минут шутра. Анчах...
-
Ярăнма кайнă та...
Ку пысăк инкек январӗн 9-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи «Алнаш» йӗлтӗр базинче пулнă. Кунта 28 çулти хӗрарăма мăйӗнчен тата пуçӗнчен 11 хутчен çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ку хӗрарăм мăшăрӗпе тата пӗчӗк ывăлӗпе базăна йӗлтӗрпе ярăнма килнӗ. Кăнтăрла...
-
Пӗтӗмлетрӗç, плансем турӗç
Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Ак, нумай пулмасть унта Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ иртрӗ. Вăл гимназире кашни çулах иртекен мероприятисенчен пӗри. Фестиваль пуçланиччен кашни класа пӗр-пӗр халăха суйласа илме май параççӗ. Вара гимназистсем суйласа илнӗ халăха «презентацилеççӗ» - çак халăх çинчен каласа параççӗ: вӗсен культури, историйӗ,...
-
Хӗл Мучисем ăмăртрӗç
Анат Камăри «Семья» паркра Хӗл Мучисен конкурсӗ иртрӗ. Унта кăмăл пуррисен пурин те хутшăнма май пурччӗ. Кăçал конкурса 6 претендент хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче Анат Кама телерадиокомпанийӗн представителӗ те пурччӗ - пӗлтӗр Хӗл Мучин алран-алла куçакан туйине шăпах вăл çӗнсе илнӗччӗ. Паркра пуçтарăннă ача-пăча юмахри сăнарсене хăвăрт асăрхарӗ те вӗсемпе сăн...
-
Тупа турӗç
Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире 8-мӗш класра вӗренекенсем çамрăк армеецсен тупине туса присяга йышăнчӗç. Çак проектăн тӗллевӗ - вӗренекенсенче патриотла пахалăхсене аталантарма условисем туса парасси, çар хатӗрленӗвӗн пуçламăш хăнăхăвӗсене алла илесси, патриотизм, юлташлăх, яваплăх туйăмӗсене аталантарасси. «Юнармия» вăл - пӗтӗм Раççейри çарпа патриотла обществăлла юхăм. Çак çамрăксен организацине...
-
Сарă çулçăллă парк хитререх
(Людмила Ильгузина, автор сăнӳкерчӗкӗ) Хӗле хатӗрленсе республикăри ялсемпе хуласенче субботниксем иртеççӗ юлашки эрнесенче. Кунсерен тăкăнакан çулçа пуçтарсасси кăна мӗн чухлӗ вăхăт илет. Анат Камăра ав çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ӗçченӗсене шкул ачисем те пулăшаççӗ çак ӗçре. Ак, тӗслӗхрен, 34-мӗш номерлӗ чăваш гимназийӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем иртнӗ эрнере «Çемье» паркра ӳкнӗ çулçăсене...
-
Кама урлă тепӗр кӗпер пулать
Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна. Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрăх, Кама урлă тепӗр кӗпер те хывмалла. - Пирӗн патра промышленность предприятийӗсем нумай...
-
Малтан – салтакран килнисене
Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси,...
-
Çамрăк тӗпчевçӗсем
Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцине республикăри районсенчен шкул ачисем те хастар хутшăнчӗç. Виçӗ ушкăна пайланса вӗсем «Гуманитари наукисем: чӗлхе пӗлӗвӗ тата литература», «Гуманитари наукисем: таврапӗлӳ, истори тата культура», «Çутçанталăк наукисем: хими, биологи, экологи» секцийӗсенче хăйсен наукăпа тӗпчев ӗçӗсене хӳтӗлерӗç, тарăн пӗлӗвӗпе пултарулăхне кăтартрӗç....
-
Чăвашсем хăйсен чӗлхине хирӗç пулма пултараççӗ-и?
Анат Камăра нумай пулмасть иртнӗ «Яковлев вулавӗсенче»сăмах каланă Чăваш Республикинчи Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Анна Егорова сăмахӗсем тăрăх, Чăваш Республикинче 455 шкул ӗçлет. Вăл предметсене чăвашла 1-4-мӗш классенче (274 шкулта) кăна вӗрентни çинчен пӗлтерчӗ. Вăтам классенче вӗрентӳ пур çӗрте те вырăс чӗлхипе илсе пырăнать. Чылай шкул ФГОС реестрӗнчи 4-мӗш вӗрентӳ вариантне...
-
И.Я. Яковлев ячӗпе конференци
Апрелӗн 3-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра «Яковлев вулавӗсем» ятлă Республикăри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Гимнази вӗрентекенӗсем уçă уроксем кăтартнă хыççăн мероприятие хутшăннă педагогсем секцисенче ӗçлерӗç. Ун хыççăн иртнӗ «çавра сӗтел» теми интереслӗччӗ: «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан федераллă патшалăх стандарчӗсене пурнăçа кӗртнӗ май чăваш чӗлхи учителӗсен професси компетенцийӗн аталанăвӗ тата пӗлӳ парас...
-
Чи ватă чăваш ансамблӗн юрри-ташши хальхилле
Вăл чăннипе те Тутарстанри чи аслă чăваш ансамблӗсенчен шутланать. Ячӗ илемлӗ те янравлă - «Шăнкăрав». Ăна Анат Камăра пурăнакан чăвашсем СССР арканичченех,1989 çулта йӗркелесе янă. Пӗрремӗш ертӳçи тата аккомпониаторӗ ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Борис Никитин композитор пулнă. «Нижнекамскнефтехим» çумӗнчи ансамбль кун-çулӗнче тӗрлӗ тапхăр пулнă, ертӳçӗсем улшăннă, купăсçисем. Анчах Анат...