Анат Кама чăвашӗсем Сабантуйра пулчӗç
Сабантуя Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблĕ, «Тамаша» халăх театрĕ тата 34-мĕш номерлĕ гимнази-интернатăн вĕренекенĕсем хутшăнчӗç.
Июлӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ федераци Сабантуйне Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблĕ, «Тамаша» халăх театрĕ тата 34-мĕш номерлĕ гимнази-интернатăн вĕренекенĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. Яланхи пекех хăйсен маттур юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç вӗсем. Пасăк савăнăçпа, тулли кăмăлпа таврăнчĕç пирĕн чăвашсем. Малашне те пысăк уявсене хутшăнасса шанаççĕ. (Татьяна Ленотьева, автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев